Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал Халăх академине çĕнĕрен ят хучĕç. Регистрациленĕ хыççăн вăл халĕ «Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ӳнер академийĕ» пулса тăчĕ. Устава тата президентăн пухура калас сăмахне уйрăм кĕнеке туса пичетлесе кăларнă. Çак сăлтавпа тата иртнĕ çулхи ĕçсене пăхса тухма халăх ăсчахĕсем Шупашкарта Чăваш наци вулавăшне пухăнчĕç. Академи уставне кĕртнĕ улшăнусемпе ертӳлĕх ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен Евгений Ерагин президент каласа пачĕ. ЧНАНИ вице-президенчĕ Иван Дубанов академие çĕнĕрен илнĕ ăсчахсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Тутарстанран ку хутĕнче (Виталий Козлов ăсчах сĕннипе) Григорий Тяманов-Акташа тăван халăх умĕнчи халичченхи мĕнпур ĕçĕсемшĕн хисеп туса академин чăн членне илчĕç.
Пухăва Чĕмпĕр ăсчахĕсем пысăк ыйтусемпе килнĕ. Дмитрий Кузьмин регион энциклопедийĕн 2-мĕш томне пичете хатĕрленĕ. Хветĕр Искендерова вырăс мар халăхсен чĕлхисен, культурин аталану çулĕ йывăр пулни канăçсăрлантарать, вăл ун çинчен «манифест» çырса хунă. Николай Казаков Ульяновск облаçĕн ертӳлĕхĕ умĕнче, «Джагфар» тарихы» кĕнеке çине таянса, Чĕмпĕр хулине 866 çулта никĕсленĕ тесе ыйту хускатнă. Ăна чĕмпĕрсем область ертӳлĕхĕн шайĕнчех сӳтсе яваççĕ. Вĕсен ыйтăвне Мускав, Питĕр, София (Болгари) ученăйĕсем пăхса тухма пуçланă. Чăваш ăсчахĕсен ку ыйтупа усăллă калаçу пулса иртрĕ.
Чăваш халăх писательне Денис Гордеева пĕлтĕр Чăваш халăх хуралĕн ертӳçине суйланă. Хурал 1988 çултанпа канашлать, çивĕч тавлашусене хутшăнать, вичкĕн статьясем кăларать. Унччен ăна Хветĕр Уяр, Борис Борлен, Геннадий Енисеев тата ыттисем ертсе пынăччĕ. Ăсчахсен пухăвĕнче Хурал кĕрекин çĕнĕ йышĕпе паллашрĕç. Халăхĕ унта Чăваш Республикинчи сумлă 12 çынна кĕртнĕ. Тутарстанри чăвашсенчен халăх хуралне Ваттисен канашĕн тата Чăваш наципе культура автономийĕн ертӳçисене кĕртме, ЧНАНИн тепĕр пухăвне (чӳк уйăхĕн 26-мĕшне) Тутарстан тавра пĕлӳçисемпе ăсчахĕсене йышлăн чĕнме сĕнсе хăварчĕç.
Ăсчахсен пухăвĕ «Ялав» журнал вырăнне анлă програмăллă çĕнĕ журнал е хаçат кăларма ыйтса ЧР Президенчĕ М.В.Игнатьев патне Çыру ячĕ.
 
: 1057, Хаçат: 13 (899)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: