Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ куракана пĕр ĕмĕре яхăн чăваш халăхĕн юрăпа ташă культурипе паллаштарать. Ăна чăвашсен паллă композиторĕсем Ф.Павловпа В.Воробьев 1924 çута йĕркеленĕ. Пĕрремĕш кунран пуçласа ансамбль чăваш халăхĕн юррисене пуçтарса илемлетет, куракан патне çӳллĕ шайра çитерет. Репертуарта халĕ те тĕрлĕ çĕрте пурăнакан чăвашсен юрри-ташшисем паллă вырăн йышăнаççĕ, тĕслĕхрен, анатри чăвашсен «Аххаяс», «Хамăрла çĕпрелле», тури чăвашсен «Хура тяппа» ташшисем тата ытти нумай-нумай юрăсемпе ташăсем. Вокалпа хореографи сюитисенче те тăван халăхăн пурнăçĕпе кун-çулĕ искусство чĕлхипе сăнланать. А.Ангаровăн постановкипе лартнă «Йăла-йĕркепе уяв мозаики» концерт программи 2008 çулта ЧР Президенчĕн Грантне те тивĕçнĕ. Вырăссен, ют çĕршывсен, Раççейĕн хальхи вăхăтри авторĕсен произведенийĕсемпе те ăста паллаштарать ансамбль.
А.Ангаров, Л.Нянина, А.Музыкантов, В.Милютин тата ытти балетмейстерсен постановкисемпе, ансамблĕн солисчĕсен, ЧР халăх артисчĕсен Л.Семеновăн, Р.Грачевăн, В.Раймовăн тата ыттисен пултарулăхĕпе Раççей кăна мар, Европа, Африка, Хĕвел тухăç çĕршывĕсем те паллашма ĕлкĕрчĕç. Юлашки çулсенче ансамбль Халăхсен хушшинчи тата Тĕнчери фольклор фестивалĕсене те хастар хутшăнать. Тĕслĕхрен, 2009 çулта вăл Сирире иртнĕ фестивальте Раççейрен пĕртен-пĕр ансамбль пулнă. Пĕлтĕр Япони çĕршывĕнче иртнĕ Тĕнчери фольклор фестивалĕнче те эмоцие питех палăртма юратман яппун халăхĕ хыттăн алă çупса хакланă. Çитес çулла ансамбль Турци çĕршывне конкурса кайма хатĕрленет.
Тĕнче шайне çĕкленнĕ ансамблĕн пултарулăхĕпе тинех Хусан чăвашĕсен те паллашма май пулчĕ. Март уйăхĕн 27-мĕшĕнче ЧР патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ пĕрремĕш хут концертпа килчĕ. Ăна Хусанта иртекен чăваш культурин кунĕсене халалланăччĕ. Çак тĕллевпе Татьянăпа Юрий Бердников ӳнерçĕсем фойере хăйсен ĕçĕсен куравне те йĕркеленĕччĕ. Сăмах май, ансамблĕн илемлĕх ертӳçи, Раççей халăх артисчĕ Ю.Васильев, оркестр ертӳçи Ю.Романько Хусанти патшалăх консерваторийĕнче пĕлӳ пухнă.
– Мĕншĕн-ха эсир хальччен Хусана концертпа килмен? – тесе ыйтмасăр чăтаймарăмăр, паллах.
– Кунта эпир пĕрре мар килнĕ-ха, Хусанăн 1000 çулхи юбилейĕнче, республикăн унчченхи Президенчĕн М.Шаймиевăн юбилейĕнче пулнăччĕ. Хусан чăвашĕсемпе чăнах та пĕрре те тĕл пулман. Темшĕн, кунта чăвашсем нумайăн пурăнаççĕ тесе шутламан эпир. Пĕрремĕш хут пулнипе кăштах хумханатпăр та. Хусанти публикăна эпир пĕлсех каймастпăр, – тесе пĕлтерчĕ кун пирки ансамблĕн солистки Р.Грачева концерт умĕн.
Ансамблĕн тепĕр солистки, ЧР халăх артистки, паллă юрăç Л.Семенова та хăй хумханнине пытармарĕ. Пушкăртстан Республикине гастроле кайма хатĕрленнĕскерсем (унта вĕсен 7 кунра тĕрлĕ хула-районта темиçе концерт кăтартĕç.– Авт.) Хусана çула май тенĕ пек кĕнĕ-мĕн. Кунти чăвашсем хапăлласа йышăнсан тепрехинче тулли йышпах килес шухăш пуррине пĕлтерчĕç.
Анчах пăшăрханни кăлăхах пулчĕ тесен те йăнăш мар-тăр. Хусан чăвашĕсем чăн-чăн искусствăна уйăрма та, хаклама та пĕлеççĕ. Хальхинче те акă виçĕ сехете яхăн тăсăлнă концерт программи сисĕнмесĕрех иртрĕ. Ташă ушкăнĕн «Аххаяс», «Хура тяппа», «Танго», «Ма йĕреççĕ арçынсем» тата ытти ташшисене, «Акатуй» вокалпа хореографи сюитине темĕнччен тăвăллăн алă çупса тав турĕç. ЧР халăх артисчĕсем Л.Семенова, Р.Грачева, В.Раймов, Е.Леонтьева тата çамрăк юрăç Э.Андреев юрланă чăваш, вырăс халăхĕсен, эстрадин юррисене киленсе итлемесĕр май пулмарĕ. Ара, профессионалсен пултарулăхĕпе паллашма пирĕн, Чăваш Ен тулашĕнчи чăвашсен, майсем сахалрах-çке. Юлашки вăхăтра чăваш халăх юрă-ташă искусствине нота пĕлмен артистсем çӳпĕленине курса та, итлесе те йăлăхнă хыççăн ку концерт чăн-чăн чун киленĕвĕ пулчĕ. Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăхĕпе çывăххăн паллашнă май чăвашăн чăнах та çĕр пин юрă, çĕр пин ташă пулнине курса-итлесе ĕнентĕмĕр.
Тен, çавăнпах пуль, куракансем концерт вĕçленсен те киле кайма васкамарĕç, ура çине тăрса темĕнччен тăвăллăн алă çупрĕç. ТР ЧНКА ертӳçи К.Яковлев артистсене Хусана килсе кану каçĕ парнеленĕшĕн кунта пурăнакан мĕнпур чăваш ятĕнчен тав турĕ.
![]() |
![]() |