Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Манăн паян Раççей Президенчĕ чи пултаруллă учительсене паракан гранта 2007 çултах тивĕçнĕ Зоя Дмитриевна Данилова, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Халăх çут ĕçĕн отличникĕ çинчен çырса пĕлтерес килет. Пĕлтĕр, Вĕрентекен çулĕнче, Зоя Дмитриевна пĕтĕм Раççейри вĕрентекенсен Мускавра иртнĕ «Манăн чи лайăх урок» конкурсне хутшăнса финала тухса Хисеп грамоти илсе килме тивĕç пулчĕ.
Пурнăç çулне суйласа илесси çăмăлах мар, анчах та ку Зойăна тивмест. Зоя мĕн ачаран учитель пулма ĕмĕтленнĕ, мĕншĕн тесен унăн аслă аппăшĕ пек ачасене вĕрентес килнĕ. Аппăшĕ – уншăн ырă сăнар, ырă тĕслĕх, юнашарах пулнă, тăван шкулта нимĕç тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Хĕр ача шкулта пур предметпа та «5» паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Учитель пулмах çуралнă пуль çав вăл. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ачасен ертӳçи те пулнă: кĕçĕн класра вĕренекенсен, пионерсен отрячĕн вожатăйĕ пулса ачасемпе тĕрлĕ-тĕрлĕ вăйăсем, концерт программисем, конкурссем ирттернĕ.
1978 çулта Хусанти педагогика институтне пĕтерсе алла биологипе хими учителĕн дипломне илсен Зоя Абрамова направленипе тăван Октябрь районне ĕçлеме таврăнать. Вĕрентӳ ĕçне Кивĕ Чаллă вăтам шкулĕнче пуçлать. Çитес Çĕнĕ çултах юратнă каччипе пĕрлешсе çемье çавăрать. 1979 çултанпа вара хăйĕн тăван ялĕнче, тăван шкулĕнче вăй хурать. 6 çул хушши шкул директорĕ те пулса пăхать, анчах та ачисем пĕчĕк пулнăран, çав ĕçрен хăтăлать.
Вĕрентекен профессийĕ анлăшĕпе, тĕрлĕ енлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Учитель вăл – артист евĕр. Сцена çинчи артист çинчен куç илмен пекех, учителĕн кашни хусканăвне вуншар куç сăнать. Зоя Дмитриевна урокра питĕ меллĕ те илемлĕ калаçать, вăл ырă кăмăллă, сăпайлă, ачасем çине кăшкăрмасть, пурне те юратать. «Ачасем харпăр хăйне кура талантлă», – тет вăл. Ырă кăмăлне пулах пуринпе те хăвăрт пĕр чĕлхе тупать. Тата хăйĕн предметне юратать, питĕ лайăх пĕлет. Вĕренекенсем те ăна та, унăн предметне те юратаççĕ. Хăйĕн пĕлĕвне ачасем патне çитерес тесе тĕрлĕ-тĕрлĕ меслетсемпе усă курать. Чи пĕрремĕш, ытти учительсемпе танлаштарсан, компьютер технологийĕсемпе, мультимедиа слайчĕсемпе анлăн усă курма пуçларĕ. Çĕнĕ технологисем вĕрентӳ ĕçне интереслĕрех те илĕртӳллĕрех йĕркелеме пулăшаççĕ. Унăн урокĕсем нихăçан та кичем иртмеççĕ. «Ĕç вăййисем», инсценировкăсем, тĕрлĕ пуçватмăшсем, интереслĕ опытсем ачасене яланах кăсăклантараççĕ. Паянхи кун шкулсенче ĕçлеме йывăр пулсан та вăл пуçне усмасть. Уроксем хыççăн ачасене олимпиадăсене хатĕрлет, района та (30 километра) вĕренекенсене килĕнчи çăмăл машинăпа илсе çӳрет, ачисем те вĕрентекен шанчăкне тӳрре кăлараççĕ: çулсерен биологи, экологи олимпиадисенче нумай балл пуçтарса малти вырăнсене тухаççĕ, республикăра та район чысне пĕрре мар хӳтĕленĕ. Вĕренекенсем хавхалансах Зоя Дмитриевна ертсе пыракан экологи кружокне çӳреççĕ, ялти пĕвене çӳп-çапран, тимĕр-тăмăртан тасатаççĕ, çĕнĕ хунавсем, йывăçсем лартаççĕ. Тăван тавралăх илемĕпе паллаштарса ăна упрама вĕрентет. Çуллахи вăхăтра çырлана, кăмпана çӳреме юратать, фотоаппаратпа уйрăлмасть. Сайра тĕл пулакан ӳсен-тăрансене, чечексене шыраса тупса вĕсен сăнӳкерчĕкĕсене Тутарстанри Хĕрлĕ кĕнеке çине ярса парать. Учитель ТР Экологи министерствипе тачă çыхăну тытса тăрать.
Зоя Дмитриевна – аслă категориллĕ учитель, хăйне евĕрлĕ тĕпчевçĕ те, яланах çĕнĕлĕхсем шырать, вĕренме çӳрет, çĕнĕ методика литературипе паллашсах тăрать. Малта пыракан учительсен опычĕпе паллашса лайăххипе, ыррипе усă курма тăрăшать. Шкулта ачасене те тĕпчев ĕçне вĕрентет, сăнавлă опытсем ирттерет. Ачасем хамăр тăрăхри чĕр чунсен пурнăçне сăнаса та вĕренсе тĕпчев ĕçĕсем çырса Интернет конкурсĕсене хутшăнаççĕ, вырăнта ирттерекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнса районта, республикăра кăна мар, Раççейре те малти вырăнсене йышăнса Дипломсемпе Хисеп грамотисем илеççĕ. Учитель хай те конкурссене хутшăнма пăрахман-ха.
Вĕрентекенĕн ĕçĕ хăй вĕрентекен ачасенче палăрать. Ачасем çулсерен биологи, хими предмечĕсене суйласа илсе пĕрлехи патшалăх экзаменне пысăк балсем илсе ăнăçлăн тытаççĕ, институтсене е техникумсене вĕренме кĕреççĕ.
Хăйĕн мăшăрĕпе, Александр Николаевич Даниловпа, икĕ хĕр те пĕр ывăл çуратса ӳстернĕ, аслă пĕлӳ панă. Аслă хĕрĕ Ольга – шăл тухтăрĕ, Татьяна амăшĕ пекех биологи учительне вĕренсе тухрĕ. Дима та часах институт пĕтерсе алла диплом илет. Канмалли кунсенче вĕсен пысăк та илемлĕ çурчĕ тулсах каять: хĕрĕсем, кĕрӳшĕсем, ывăлĕ-кинĕ, тăватă мăнукĕ килсе аслисене савăнтарса хăвараççĕ.
Ялта, районта Зоя Дмитриевна – хисеплĕ çын. Вăл çынна яланах пулăшма хатĕр, никама та йывăрлăхра пăрахса хăвармасть, кирек кама та ăнланма, йывăр ыйтăва татса пама хатĕр.
Хаклă вĕрентекенĕмĕр! Сире иртнĕ юбилей ячĕпе саламлатпăр. Чун-чĕререн, ăшă кăмăлтан çирĕп сывлăх, телей, çĕнĕ çитĕнӳсем тума сунатпăр. Ачасем сире яланах юратчăр, ăшă тав сăмахĕсем калаччăр. Сирĕн çемьере яланах тăнăçлăх хуçалантăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕччĕр!
 
: 1082, Хаçат: 13 (899), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: