Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ват çынсене сума сăвасси, вĕсене пулăшасси питĕ пархатарлă ĕç. Ун пирки эпир пурте пĕлетпĕр, тытса пыма тăрăшатпăр.
Уйрăмах шкул ачисен пулăшăвĕ çинчен калас килет. Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар ялĕн шкулĕнче вĕренекенсем, сăмахран, кашни шăматкун уроксем хыççăн пĕччен пурăнакан ватăрах çынсем патне пулăшма çӳреççĕ.
Çак ялта пурăнакан 83-пе пыракан Анастасия Пугаева пирки калас пулсан та, вăл кил-хуçалăха хăех майĕпен тытса пырать. Кашни кунпа пĕрех юр çунине кура çулне те хăех уçать. Çуртĕнче те тирпей.
Апла пулсан та шкул ачисем хăйсен тивĕçне пурнăçлаççĕ. Пĕр шăматкун кунта 8-мĕш класра вĕренекен Мария Архиповăпа Юлия Сидорова тимуровецсен ĕçне тума килчĕç. Хĕрсем алăкран кĕнĕ-кĕмен мĕн тумалли çинчен ыйтрĕç. Кил хуçи витрепе пир татăкĕ панă хыççăн нумай шутласа тăмасăр урай çума пикенчĕç. Пĕр самантра тенĕ пек урайне çуса тухрĕç.
Анастасия Васильевна ĕç ĕçленĕ хыççăн пулăшакансене яланах тутлă канфетсемпе чей ĕçтерме тăрăшать. Хальхинче акă Марийăпа Юлия хăналаннă хыççăн та килĕсене каяс умĕн юр тасатса хăварас тесе кĕреçесем ыйтрĕç.
Пулăшакансем валли яланах ĕç тупăнать, паллах. Пахча ĕçĕсем пуçлансан уйрăмах нумайланса пыраççĕ вăй хумаллисем. Шкул ачисем мĕнле ĕçе те хаваспах тăваççĕ. Мĕншĕн тесен ку ялта ват çынсене пулăшасси мĕн ĕлĕкрен йăлана кĕнĕ темелле.
Шкул ĕçченĕсен тивĕçĕ, паллах, вĕренекенсене ватăсем патне пулăшма ярасси. Ытти шкулсем чăвашшупашкарсенчен тĕслĕх илсен те питĕ лайăх пулмалла.
 
: 1055, Хаçат: 13 (899), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: