Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ачасене вĕренмешкĕн халĕ пĕтĕм услови пур темелле. Сăмахран, виç-тăват çул каялла пирĕн республикăра çĕнĕ йышши проектпа вĕрентӳ учрежденийĕсем уçрĕç. Кашни района пĕрер шкул пулчĕ.
2007 çулта Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар ялĕнче те кермен пек шкул «ӳссе ларчĕ». Питĕ чаплă.
Шкул коридорĕпе утса пынă чухне хăвна таçти ют çĕршыври шкула лекнĕн туятăн. Кунта вĕренӳ пӳлĕмĕсемсĕр пуçне тата ачасене специализаци памалли пӳлĕмсем те пур.
Шкул директорĕ Николай Силагорович Гусляров каланă тăрăх, хĕр ачасем çĕлеме вĕренеççĕ. Вĕсем валли çĕнĕ йышши çĕвĕ машинисем лартса панă. Ĕç предмечĕн учителĕ Татьяна Александровна Ермолаева вĕсене тум-юм ĕлкине мĕнлерех тумаллинчен пуçласа тăхăнма юрăхлă пуличчен ăсталама вĕрентет. Арçын ачасене вара Валерий Егорович Ильин токарь ĕçĕ-хĕле алла илме май хăнăхтарать.
Столовăй пирки калас пулсан, унта … Çĕр улми тасатакан машина таранччен пур.
Питĕ лайăх, вĕрен кăна. Анчах та çак пуянлăха кура вĕренекенсем сахал пулни пĕтерет. Директор каланă тăрăх, паянхи куна шкулта 61 ача пĕлӳ илет. Шел пулин те, кăçалтан тата та чакать-ха.
Вĕренекенсем нумай-и, сахал-и – шкул вара районта палăрмаллипех палăрса тăрать. Кирек мĕнле спорт ăмăртăвĕсенче те, олимпиадăсенче те вĕсем малти вырăнсем йышăнаççĕ. Ку, паллах, мĕнрен, тĕрĕсрех камран, килни паллă. Вĕрентекенĕсем питĕ лайăх. Вĕсем, директор сăмахĕпе, пĕтĕм чун-чĕрине парса ĕçлеççĕ. Пĕр кун та ĕçе кайманни пулман. Кунта мĕн ĕлĕкрен дисциплина пулнă. Пĕтĕмĕшле илсен пурĕ 15 учитель пĕлӳ парать, вĕсенчен ытларахăшĕ вăтам çулти çынсем. Йĕркене питĕ лайăх пăхăнса ĕçлеççĕ. Учительсен ĕçĕ-хĕлĕ, паллах, директор мĕнлерех пулнинчен килет.
Николай Силагорович пирки калас пулсан, вăл шкулта 29 çул ĕçлет. Çĕнĕ шкула куçиччен малтанхине те питĕ тирпейлĕ тытса пыратчĕ. Унта кĕрсен хăвна килти пек туяттăн. Ăшă, çутă.
Николай Гусляров, Поселок ялĕнче çуралса ӳснĕскер, хĕсмете кайиччен Чистайра медучилищĕрен вĕренсе тухнă. Анчах та чунĕ ачасем патне туртнă. Çапла салтакран килсен учитель профессине алла илме шутлать. Çак шкулта вара вăл географи тата биологи учителĕ пулса вĕрентме пуçлать. 1998 çултанпа директорта вăй хурса коллектива тытса пырать.
Кашни районта, паллах, шкул çумĕнчи лаптăксене тытса пырассипе конкурссем ирттереççĕ. Чăваш Шупашкар шкулĕ районта яланах хитрелĕхпе тата тирпейпе уйрăлса тăнă. Халĕ чечексем акса хитрелетнĕ пулсан, киввинче вара картисем кăна мĕне тăратчĕç.
Шкул хуçи хăй те питĕ ăста пахчаçă пулни курăнать, шкулти 50 сотка çĕр лаптăкĕ çинче тем те ӳсет. Ӳстерме те пĕлеççĕ. Ара, Николай Гусляров сăнаса кăна çӳремест вĕт, хăй те пахчаран тухма пĕлмест темелле. Пĕр çул, ял халăхĕ каланă тăрăх, шкул купăсти ытарма çук тутлă та шултра ӳснĕ. Сутăн илме те май пулнă. Çапла ял пысăках мар пулнипе пурте пĕр çемье пек пурăнаççĕ. Урăхла каласан, пĕр-пĕрне пулăшса, пĕр сăмахлă пулса пĕр ĕç тăваççĕ.
Ача сачĕ пирки калас пулсан, ăна çывăх вăхăтра шкул çуртне куçарма йышăннă. Вăл та начар мар пек, вырăн çитет.
Юлашки вăхăтра учительсене те çăмăлах мар çав. Ĕç пирки сăмах пымасть, паллах, вĕсем хăйсен ĕçне тăваççĕ. Ĕçленĕшĕн укçа-тенкĕпе саплаштарас ыйту канăç памасть. Николай Силагорович каланă тăрăх, халĕ ĕç укçине ача шутне пăхса пама пуçлаççĕ. Ку питĕ палăрмалла чакасси куçкĕрет. Мĕнле-ха капла, учитель хăй программине пилĕк çыншăн та, вун пиллĕкшĕн те хатĕрлет вĕт. Урок вăхăтне те чакармасть. Шел, анчах та…
Ытти ялсенче, тен, ача çуратасси вăй илсе пырать. Кунта вара пачах та çук тесен те юрать. Мĕн тăвăн, çамрăксем ялта тăмаççĕ. Ĕç çуккипе хуласене тухса кайма тивет вĕсен. Ку ялта та питĕ нумай çын тăван ялпа сывпуллашнă. Тата та каяс текенсем пур. Ача çуратмасан шкула çӳрекен те пулмасть вĕт-ха. Çакăн пирки шкул ĕçченĕсем те пăшăрханмаççĕ мар. Нумай пулмасть шăп çав ыйтупа районти вĕрентӳ уйрăмĕнчен килнисемпе канашлу иртнĕ. Шел пулин те, шкулта ĕç вырăнĕсене чакарасси çинчен те сăмах хускатнă. Çитменнине тата 9-мĕш класс хыççăн шкултан каякан вĕренекенсем те кашни çулах ӳссе пыраççĕ. Çавна кура та пуль ку шкула 9-мĕш класс таранччен çеç вĕрентме йышăннă. Çитес вĕренӳ çӳлĕнчен 10-11 классен район центрне вĕренме çӳремелле пулать. 28 километра çитмешкĕн вĕсем валли автобус яраççĕ. Чи интересли – ачисем те иккĕн кăна.
Пĕтĕмĕшле илсен шкул районта хисеплисен шутĕнче. Кунта директор каланă тăрăх, хăй пĕлессе йĕрке пăсни пулман. Ĕçсе, туртса çӳрекенсем çук. Пурте мĕнпе-тĕр ĕçлĕ. Спортпа питĕ туслă. Сăмахран, шкул физрукĕ Артем Николаевич Ерашов çамрăк спортсменсене нимĕнле ăмăртуран та хăвармасть. Хĕлĕпе тенĕ пек йĕлтĕрпе чуптарать. Юрласси-ташлассипе те питĕ ăста. Клубра кашни уйăхра тенĕ пек мероприятисем ирттереççĕ, унта пĕтĕм ял çынни хутшăнать. Шкул ачисемсĕр вара пĕри те иртмест. Çамрăк педагог Сергей Владимирович Маляков çинчен калас пулсан, вăл питĕ ăста купăсçă. Хăй вылянипе кăна мар, çынсене те музыкăна юратма вĕрентет. Артем Петрович Носков та çамрăксен организацине питĕ лайăх йĕркелет. Артем Петрович хăй вăхăтĕнче «Сувар» хаçата та çырсах тăратчĕ. Шкулта, ялта пулса иртекен пулăмсем çинчен çырса пĕлтеретчĕ. Халĕ вăл хăйĕн тăван шкулĕнче ĕçлет. Шел пулин те, пирĕн пата çырма пăрахрĕ.
Çак ял шкулĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă учительсем çинчен те манмаççĕ кунта. Кашни уява вĕсене чĕнсе хисеп тăваççĕ, хăналаççĕ, парнесем параççĕ. Куншăн тава тивĕçлĕ учительсем вĕсене ырă сăмахсемпе тав тăваççĕ.
 
: 1228, Хаçат: 13 (899), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: