Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мартăн 26-27-мĕшсенче Хусанти Ленин ячĕллĕ Культура керменĕнче «Феникс» Япони культурипе анимацийĕн халăхсен хушшинчи V фестивалĕ иртрĕ. Йĕркелӳçĕсем «Фениксăн» тĕп тĕллевĕ çамрăксене (фестивале хутшăнакансем çул çитмен ачасем) хăйсен пултарулăхне аниме мелĕпе халăх çине кăларма пулăшасси тесе пĕлтереççĕ. Пĕрремĕш кунĕнче фестивале хутшăнакансем аниме, манга персонажĕсен костюмĕсене кăтартрĕç. Караоке, арт-курав та çав кунах пулчĕ. Çаксемсĕр пуçне тата аниме-продукцине сутрĕç. Фестивале йĕркелекенсем шар куракан Япони халăхне пулăшма укçа-тенкĕ пухнă.
Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕ те интереслĕ иртрĕ: кумихимо, амигуруми, икебана, оригами енĕпе мастер-классем йĕркеленĕ, ал айĕнчи материалсенчен косплей-костюмсем тума вĕрентнĕ. Япони вăййисене юратакансем валли турнирсем йĕрекеленĕ. Фестиваль вĕçленнĕ кун çĕнтерӳçĕсене палăртса чысларĕç тата «Миери и волшебный лес» аниме-фильм кăтартрĕç. Фестивале хутшăннисемшĕн çурхи каникул ахаль иртмерĕ темелле: хăйсемпе пĕр шухăшлă тантăшĕсемпе паллашрĕç, чылайăшĕ «Фениксра» юлташсем тупрĕç, çак икĕ кун интереслĕ асилӳсемпе тахçанччен асра юлĕ.
 
: 1134, Хаçат: 13 (899), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: