Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алексеевски районĕнчи Чăваш Майни клубне Халăхсен хушшинчи хĕрарăмсен кунне уявлама кăçал та халăх йышлă пухăнчĕ. Ялăн Культура çурчĕ çумĕнчи ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Л.Никифорова ертсе пыракан «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕпе А.Никоноров музыкант шăрантарнă кĕвĕсем, юрă-ташăсем пурне те савăнтарчĕç. Чăваш Майни вăтам шкулĕнчи «Çеçпĕл» ача-пăча фольклор ушкăнĕ сцена çине тухсан куракансем уйрăмах тăвăллăн алă çупса, тарават кĕтсе илчĕç. Çак ачасен юрри-ташши куракансене çуркунне юр кайсанах тухакан çеçпĕл чечекĕ евĕр савăнтарчĕ.
«Çеçпĕле» Чăваш Майни вăтам шкулĕнче 13 çул кĕçĕн классене вĕрентекен Татьяна Алексеевна Игнатьева ертсе пырать. Паян «Çеçпĕл» ушкăн 20 ачаран тăрать: 1-мĕш класра вĕренекенсем – А.Скворцова, А.Кузнецова, Д.Петров, А.Маслова, 2-мĕш класран – В.Игнатьев, И.Игнатьев, П.Инокентьев, С.Кузнецов, Ж.Пашешева, Е.Романова, М.Тарасов, III класрисем – М.Башлыков, С.Горбунов, Д.Игнатьев, С.Леонтьева, А.Миронова, К.Петров, Е.Чернов. 4-мĕш класс ачисем – В.Морсалов, В.Скворцов.
Çамрăк вĕрентекен 2002 çултанпа «Çеçпĕл» ушкăнпа ĕçлет. Т.А.Игнатьева Анат Кăтрата ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл 9 çултах сцена çине тухнă, чăваш юррисене шăрантаракан «Илем» фольклор ушкăнĕнче те юрланă. Чистайра, Хусанта, кӳршĕ ялсенче концертсемпе çӳресе пултарулăхне кăтартнă. Татьяна Игнатьева «Чăваш шăпчăкĕн» дипломанчĕ те. Ачасемпе ĕçлеме юратнăран вăл учитель профессине суйласа илнĕ, Чăваш Майни каччипе О.И.Игнатьевпа çемье çавăрнă, 3 ача пăхса ӳстереççĕ. Аслă хĕрĕ Лиана 6 çулта пĕрремĕш хут сцена çине тухнă, артистла пултарулăхĕпе вăл амăшне хывнă. Халĕ вăл 7-мĕш класра вĕренет.
«Çеçпĕл» ача-пăча фольклор ушкăнĕ 2005 çулта районти куравра I вырăн йышăнса диплом илнĕ.
2005, 2007 çулсенче Нурлатра ирттернĕ республикăри çамрăксен «Ватан» фестивальне хутшăнса Диплом илме тивĕçнĕ. Вĕсен репертуарĕнче: чăваш халăх йăли-йĕрки (улах каçĕ, çăварни, юмахсем); халăх юррисем; ача-пăча вăййисем, юрри-ташшисем.
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 100 çул çитнине уявланă, ваттисен кунне палăртнă, кĕнеке хăтлавĕсене ирттернĕ çĕре коллектив активлă хутшăннă. Чăваш чĕлхи эрнисенче Мускавран килнĕ хăнасене те «Çеçпĕл» ушкăн кĕтсе илнĕ.
Ĕçе юратса тăвакан Т.А.Игнатьевăна ачасем те юратаççĕ. Тĕрлĕ ача – тĕрлĕ характер, çан-çурăмĕсем те пĕр мар – тумĕсене те юраттармалла. Пурнăç малалла, ачасем «Çеçпĕлте» çитĕнсе çитеççĕ, саланаççĕ, ушкăна çĕнĕ ачасем килеççĕ. Ертӳçĕн ĕçĕ çăмăл мар, апла пулин те вăл тĕп ĕçре те çитĕнӳсем тума ĕлкĕрет. «Çеçпĕл» ушкăна куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илни, паллах, савăнтарать Татьяна Алексеевнăна, тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарать. Т.А.Игнатьевăна сывлăх, телей сунатпăр.
 
: 1133, Хаçат: 13 (899), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: