Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Алексеевски районĕнчи Чăваш Майни ялĕнче 75 тата 80 çул тултарнă ватă çынсен юбилейĕсене ялти Культура çуртĕнче уявласси йăлана кĕчĕ. Çак ĕçе Алексеевски районĕн хисеплĕ çынни, Чăваш Майни ял хутлăхĕн Ветерансен канашĕн председателĕ М.П.Константинов йĕркелесе пырать.
Кăçал январĕн 7-мĕшĕнче В.Т.Бикуловăн тата мартăн 5-мĕшĕнче О.И.Батраковăн 80 çулхи юбилейĕсене савăнăçлăн ирттерчĕç.
Ял-йыш, тăванĕсем юбилярсене саламларĕç. Культура çурчĕн ĕçченĕсем Л.П.Никифорова, Г.А.Егоров, А.А.Никоноров, Н.А.Карпова юбилей уявне концертпа илем кӳчĕç.
Мартăн 19-мĕшĕнче çак ялта Евдокия Ермолаевна Бикуловăн та юбилейлĕ уявĕ иртрĕ.
Е.Е.Бикулова мартăн 14-мĕшĕнче Чăваш Майни ялĕнче çуралнă.
Вăрçă вăхăчĕ, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем ытти пиншер шăпа евĕрех Евдокия Бикулова пурнăçĕнче те тарăн йĕр хăварнă.
1937 çулта Чăваш Майнин «Канаш» колхозĕ хăйĕн çĕрĕсене çирĕплетес тесе харпăр хуçалăхсен çĕрĕсене туртса илнĕ. Акнă тыррисене пуçтарса колхоз кĕлетне хунă. Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансене налог: аш, çăмарта, çу, укçа икĕ хут ӳстерсе тӳлеттернĕ.
Çавăнпа та Хайбулла Бикулов ывăлĕсем Тимахвипе Ярмулла çемйипех Мускава тухса кайнă. Вĕсем унта Фрунзе ячĕллĕ авиаци заводĕнче ĕçлеме пуçланă. Çемйисем баракра пурăннă. Вăрçă пуçланиччен чиперех ĕçлесе пурнăçа саплаштарнă. Ачисем шкула, ача садне çӳренĕ, амăшĕсем фабрикăра вăй хунă.
Евдокия вăрçă пуçланнă чухне 5-ри хĕр ача пулнă. Пĕчĕк пулсан та Мускаври пурнăç манăçмасть. Вăл 8 çулти Агреппина аппăшĕпе Измайловски парка выляма çӳренĕ. Вăрçă пуçлансан урампа танксем кĕрлесе иртнине те астăвать.
Тăшман Мускав патне çывхарсан нимĕçсем бомбăсем тăкма пуçланă. Хăрушлăха систерсе сирена уланă. Евдокия аппăшĕпе хӳтлĕхре пытаннă. Çĕрлесенче ыйхăран вăранса хăш чух виçĕ хутчен те окопа чупнă. Амăшĕ пĕчĕк Толикпе килĕнче юлнă. Пĕринче сирена уласа ярсан Евдокия хӳтлĕхе пĕчченех чупнă. Инçех мар бомба ӳксе çурăлнă, унăн ванчăкĕ ун пуçĕ урлă вĕçсе 2 метрта ӳкнĕ. Макăракан хĕр ачана кӳршĕ хĕрарăмĕ çавăтса хӳтлĕхе çитернĕ.
Фрунзе ячĕллĕ завода Самар енне куçарнă. Ашшĕсем те вара заводпа пĕрле куçса кайнă. Станоксене хирте вырнаçтарнă.
Тимахвипе Ярмулла тăшмана хирĕç çапăçма хĕç-пăшал тунă. Кĕркунне çумăр айĕнче, хĕлле сивĕре ĕçлесе вĕсем иккĕшĕ те чирлесе вилнĕ. Вилтăприсем те Самартах.
Бикуловсем яла таврăнма тухнă. Мускаври çынсем эвакуаципе вăрçă пулман çĕрсене кайнă. Пĕрре çапла поезд çинче пынă чухне Евдокия, шухă хĕр ача, вырăна çитмесĕрех поезд çинчен анса юлнă. Çынсем тухнине курнă та вĕсем хыççăн утнă. Тăванĕсем асăрхаса ĕлкĕриччен поезд тапранса кайнă. Евдокийăна хĕрлĕ хĕрес паллиллĕ пĕр хĕр станцине илсе кайнă. Тепĕр чарăнура вара ăна амăшĕ шыраса тупнă.
Атăл хĕррине çитсен баржа çине ларса Чистая çитмелле иккен вĕсен. Çырла сутса ларакан хĕрарăма курнă вăл, илме укçа çук. «Çырли ăçта ӳсет?» – тесе ыйтнă вăл. «Вăрманта», – хуравланă лешĕ. Çапла баржа çине ларсан та хĕр ача пуçĕнчен çырла шухăшĕ тухман. Инçех мар вăрман курăннă. «Шывпа ишсе вăрмана çитетĕп те çырла çиетĕп», – тесе шухăшланă вăл. Шыва сикме тытăннă. Çавăн хыççăн ăна ашшĕпе пĕр тăван Тимахви ывăлĕ Васили тетĕшĕн пилĕкĕ çумне кантрапа кăкарса янă. Çапла майпа киле çитнĕ.
Евдокия ялта чăвашла калаçма вĕреннĕ. Чăваш Майни шкулĕнче 4 класс пĕтерсен хĕр пĕрчи ĕçе кӳленнĕ. Вăкăр кӳлсе колхозра ĕçленĕ. Утă, кĕлте турттарнă. 15 çул тултарсан фермăра ĕçлеме пуçланă. Пурнăç тăршшĕпе чăх, пăру, ĕне фермисенче вăй хунă.
Аппăшĕ Агреппина Шеме ялне качча тухнă, тăватă ача пăхса ӳстернĕ. Шăллĕ Анатолий Хусан университетĕнче вĕренсе тухса пĕр вăхăт Тутар Майни шкулĕнче ĕçленĕ. Унтан Анат Камăри хими заводĕнче вăй хунă. Чире пула вилнĕ.
Евдокия хăйĕн амăшне Эрнюк Гайнулловнăна пăхса пурăннă. «Килти выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла, пахчара ĕçлемелле, ирех тăрса фермăна чупмалла пулнă. Çемье çавăрма вăхăт пулман», – аса илет Евдокия.
1991 çулта вăл тивĕçлĕ канăва тухнă.
Евдокия Ермолаевна аллинчен вымпела вĕçертмен. Тава тивĕçлĕ пăру пăхакан тата 1-мĕш класлă доярка ята тивĕçнĕ. Хисеп хучĕсем те чылай. 1971 çулта «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль илнĕ.
1969 çулта вăл путевкăпа Мускава кайса ВДНХра пулса курнă. Пĕчĕк чухне выляса çӳренĕ Измайловски парка кайса ача чухнехине аса илнĕ.
Евдокия Ермолаевна пĕччен пурăнма кичем темест. Чӳрече çинче, пахчара чечексем ӳстерет. Яланах ял-йыш хушшинче. Кӳршĕсемпе те пĕрле тăрать. Агреппинăн ачисем те килсех çӳреççĕ. Тантăшĕсемпе шкула, клуба юрă юрлама çӳрет.
Эпир ăна паллă юбилейпе саламлатпăр! Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей сунатпăр.
Çемье архивĕн сăнӳкерчĕкĕнче Раифа мăнастирĕнче тăванĕсемпе: (сулахайран) В.Бикулов, М.Бикулова, В.Матвеева тата Е.Бикулова.
Çемье архивĕн сăнӳкерчĕкĕнче Раифа мăнастирĕнче тăванĕсемпе: (сулахайран) В.Бикулов, М.Бикулова, В.Матвеева тата Е.Бикулова.
 
: 1049, Хаçат: 13 (899)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: