Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Преступленисен шучĕ çулсерен чакса пыни, вĕсене уçса парассипе Тутарстанăн йĕрке хуралçисем Раççей регионĕсен хушшинче чи лайăх ĕçлекенсенчен пĕри пулни республикăра закона пăсакан тупăнмасть тенине пĕлтермест, паллах. ТР ШĔМĕн уголовнăй шырав уйрăмĕн ертӳçи В.Иванов каланă тăрăх, республикăра пĕр кун та преступленисĕр иртмест. Чăн та, вĕсенчен чылай пайĕ вак преступленисем – вăрлани, çаратни. Тĕслĕхрен, кăçал февральте шута илнĕ 8560 преступленирен 5030-шĕ шăпах граждансен уйрăм харпăрлăхне хирĕç тунисем.
Çарату, хурахла тапăнни уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ. Тĕпрен илсен, преступление ниçта та ĕçлемен наркомансем, маларах пĕрре мар судпа айăпланнисем тăваççĕ. Вĕсем меллĕ вăхăт тата вырăн суйласа ытларах шкул ачисем, студентсем, хĕрарăмсем, пенсионерсем, пĕр сăмахпа, хăйсене питех хӳтĕлейменнисем çине тапăнаççĕ. Пĕр дозăшăн ку йĕксĕксемшĕн тепĕр чух çынна вĕлересси те нимĕн те мар. 2010 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче, тĕслĕхрен, Хусанти Сахаров урамĕнчи пĕр çуртра çак тĕллевпе 30 çулти наркоман хăйĕн çывăх тăванне те хĕрхенмен. Ăна вĕлернĕ, кайран йĕрсене хуплас тесе хваттере сирпĕтме хăтланнă. Юрать-ха, кӳршисем газ шăршине вăхăтра сиссе кирлĕ службăна чĕнтерсе ĕлкĕрнĕ.
Шел пулин те, хăрушă, уйрăмах хăрушă преступленисен шучĕ те пĕчĕк мар. 2010 çулта бандитизм тата преступниксен пĕрлешĕвне йĕркелени çинчен статьяпа кăна 14 уголовнăй ĕçе суда янă. «Кинопленка» преступниксен йĕркеленĕвĕнчи «Ташкент» ушкăнăн, «Мамшовские» преступниксен ушкăнĕн членĕсене нумай вăхăта тĕрмене лартнă. Пĕлтĕр лавккасем, вăйă салонĕсем çине тапăнса çаратакан преступниксен 4 ушкăнне тытса чарнă.
Хваттер çаратнă тĕслĕхсем, яланхи пекех, хуласенче нумай. 2010 çулта Хусанта кăна 588 хваттере вăрăсем кĕнĕ. В.Иванов каланă тăрăх, полицисен аллине çакланнă преступниксенчен чылайăшĕ законпа темиçе хут та айăпланнă. Нумай пулмасть вĕсем суд сакки çине 11 хут (вĕсенчен 6-шĕ условно) ларнă преступника тытнă. Паллă ĕнтĕ, кăçал март уйăхĕн 11-мĕшĕнче йышăннă закон тăрăх, ăна каллех условно срок кăна парĕç, вăл закона урăх пăсмасть тесе вара никам та шантараймасть. Çирĕп явап çук-тăк, преступника нимĕн те хăратманни каламасăрах паллă.
Телефонпа шулĕкле ĕçсем тăвакансем те çук мар пирĕн. Кунта шулĕке кăна айăплама тăрăшни тĕрĕс пулмĕччĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем никама та вăйпах хистемеççĕ, питĕ ăста улталаççĕ çеç. Çак çынсем (тĕпрен илсен, хальхи вăхăтра тĕрмере ларакансем) мобильлĕ телефонпа çынсене шăнкăравласа пĕр-пĕр телефон номерĕ çине укçа хума ыйтаççĕ, çывăх тăванĕсем полицие çакланни пирки хыпарлаççĕ, уголовнăй ĕç ан пуçарччăр тесен йĕрке хуралçисене укçа пама сĕнеççĕ, кирлĕ суммăна таксист урлă парса яма хушаççĕ тата ытти те.
Владимир Викторович юлашки вăхăтра республикăра шулĕкле ĕçсемпе аппаланакан чикансен, хĕрарăмсен ушкăнĕсем палăрнине пĕлтерчĕ. Вĕсем ват çынсем патне çыхланаççĕ-мĕн, хăйсем йывăрлăха кĕрсе ӳкнипе укçа кирли пирки питĕ хитре халап каласа параççĕ иккен. Пурнăçра темĕн те курнă ват çыннăн, паллах, кăмăлĕ çемçелет, вăл пуçтарса хунă укçана пĕр пус юлмиччен кăларса парать. Ку тĕлĕшпе полици ĕçлемест мар, тĕслĕхрен, банк кассирĕсене пенсионерсем счет çинчи пысăк суммăна илме килсен тимлĕх уйăрма асăрхаттарнă. Çавăнпа полици ĕçченĕсем вулакансене тимлĕрех пулма ыйтаççĕ. Мĕншĕн тесен хамăр улталанмасан пире никам та улталаймасть.
 
: 1179, Хаçат: 13 (899), Категори: Закон тата йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: