Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мечĕк хоккейĕпе иртекен Раççей чемпионатĕнче «Динамо-Казань» клуб ылтăн медальсем çĕнсе илчĕ. Финалăн виççĕмĕш вăййи «Ракета» стадионра иртрĕ. Малти вырăншăн тупăшакан Мускаври «Динамăпа» выляма пирĕннисене çăмăлах килмерĕ, матчра малтан хăнасем гол кĕртрĕç. Хусансен тавăрма темиçе лайăх самант пулсан та мечĕк мускавсен хапхине кĕресшĕн пулмарĕ. Çавăнпа та хăнасем кĕртнĕ иккĕмĕш гол «Ракета» стадионĕнчи тулли трибунăсене шăплатрĕ темелле. Анчах пĕрремĕш тайм вĕçленнĕ çĕре пирĕн Лааконен шута танлă хисепе çитерейрĕ-çитерейре х – 2:2.
Иккĕмĕш тапхăрта пăр çинче мускавсем хуçаланчĕç пек туйăнчĕ. Пирĕн хапхана штурмлас ĕç матч вĕçленнĕ çĕре тата хăватлăрах иртрĕ. Финал вĕçленме 3 минут юлсан Лааконен инçетрен çапса гол кĕртрĕ. Хусансем 3:2 шутпа мала тухнипе çырлахаймасăр мускавсем, çав самантра шутпа сахалрах пулсан та, атакăна вирхĕнчĕç. Анчах кунта вĕсене пирĕн Обухов клайĕ кансĕрлерĕ. Хусансем майлă вылякан мечĕк хоккейĕн ветеранĕ мускавсен хапхине тепĕр гол кĕртсе çак матчра çирĕп пăнчă лартрĕ – 4:2.
«Динамо-Казань» – чемпион! Çакна ĕнентерекен хрусталь кубока командăна Раççей Хоккей федерацийĕн президенчĕ Борис Скрыльник пачĕ. Хусанти командăна тата уншăн трибунăсем çинче «çунакансене» республикăн пĕрремĕш Президенчĕ Минтимер Шаймиев, ТР Премьер-министрĕ Ильдар Халиков саламларĕç. «Динамо-Казань» команда коллективĕ, «Динамо» спорт пĕрлешĕвĕн председателĕ Асгат Сафаров, «Динамо-Казань» мечĕк хоккейĕн клубĕн президенчĕ Дмитрий Самаренкин ячĕпе Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов саламлă телеграмма янă.
«Пысăк профессионализмлă, туслă, пĕр шухăшлă коллектив пулнă май клуб историйĕнче пĕрремĕш хут çĕршыв чемпионĕн титулне çĕнсе илсе эсир Тутарстанри мечĕк хоккеисчĕсен çĕнтерӳ кĕнекине çĕнĕ çутă страница çырса хутăр», – тесе çырнă унта.
Хальхи вăхăтра «Ак Барс» та, «Рубин» та чемпион тилхепине алăран вĕçертнĕ çĕрте «Динамо-Казань» çĕнтерĕвĕ Тутарстаншăн уйрăмах хаклă. Унпа чăннипех мăнаçланма пулать.
 
: 1055, Хаçат: 13 (899)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: