Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вун виçĕ çул ĕнтĕ Пăва районĕнчи Пӳркел вăтам шкулĕнче «Тăхăрьял тăхăмĕ» кружок ĕçлет. Пуçламăш класра вĕренекенсенчен тытăнса аслă классем таранах çӳреççĕ кружока. М.П.Вериялов кружок ертӳçи ачасене Тăхăрьялăн историне, культурине, йăли-йĕркисене вĕрентет. Ĕлĕк чăвашсем пурăннă вырăнсене тухса çӳресе, тĕрлĕ экспонатсем тупса çав материалсене шкулти таврапĕлӳ музейĕнче упраççĕ. Ялта çак ачасене пурте юратаççĕ, вĕсем йĕркеллĕ, ĕçчен, çынна хисеплеме пĕлеççĕ. Вĕсен ырă ĕçĕсене шутласа та пĕтерме çук: пĕччен ватăсене, вăрçă ветеранĕсене пулăшаççĕ, ялти И.Н.Юркин музейне те тирпейлеме манмаççĕ.
Иртнĕ уйăхра çак ачасем музейсемпе авалхи палăксене тата йăла-йĕркесене упракансен кунне уявлама пуçтарăнчĕç. Ытти чухнехи пек ĕç тумĕсемпе мар, илемлĕ чăваш кĕписем тăхăнса, тенкĕсем çакса, масмаксем çыхса килнĕ. Михаил Петрович ачасене уяв ячĕпе саламларĕ, кружок членĕсен удостоверенийĕсемпе значокĕсене илекенсем А.Чашкин, О.Маськина, А.Спиридонова, О.Проворова пулчĕç. «Тăхăрьял тăхăмĕ» кружока çӳрекен К.Семеновăпа О.Хлыновăна – «Манăн çемье историйĕ – Тăван çĕршывăн ĕмĕрхи историйĕн пĕр пайĕ» районти иккĕмĕш гуманитариллĕ çут ĕç конференцийĕн çĕнтерӳçисене – Пăва районĕн вĕрентӳ уйрăмĕн грамотисене пачĕç. Пĕлтĕр Анат Камăра иртнĕ республикăри пĕрремĕш наукăпа тĕпчев конференцине хутшăнса Д.Вериялов 3-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.
«Паян музейсемпе палăксене çеç мар, халăхăмăрăн авалхи йăли-йĕркисене упракансен кунĕ те. Çакă паян пирĕншĕн тĕп тĕллев, çавăн чух тин пирĕн несĕлсен шăнăрĕ татăлмĕ», – терĕ Михаил Петрович.
Уява ялти ватă çынсене те чĕннĕ. Вĕсем вăйă каланă чухне хăвна мĕнлерех тытмаллипе, йĕркине, юрлас вăрттăнлăхсемпе паллаштарчĕç, вăйă каласа кăтартрĕç.
Анне-асаннесем чунĕсене парса çĕленĕ атлас кĕпесем тăхăннă хĕрупраçсем ыттисемпе танлаштарсан килĕшӳллĕрех те хитререх курăнчĕç. Чăваш кĕпине тăхăнса ташăра çаврăнни те мĕне тăрать! Музейсенче çеç упрас марччĕ ăна, куллен тăхăнаймасан та уявсенче те пулин тăхăнса савăнасчĕ.
Кирек мĕнле пуçарăвăн та никĕсĕ пур. «Тăхăрьял тăхăмĕ» кружока çӳрекен ачасем хăйсенчен аслăраххисенчен вĕренсе пыни, ырă ĕçсем тума васкани, вĕсен Михаил Петрович пек ертӳçĕ пулни те питĕ савăнтарать.
Çимĕк, Микула, Хăят уявĕсенче те пуçтарăнма калаçса татăлчĕç тăхăрьялсем.
 
: 2275, Хаçат: 19 (697), Категори: Аваллăх ахрăмĕ

Комментарисем:

Ртук (2009-06-25 07:51:17):
Кирле_ес.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: