Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республикăри çамрăксен хушшинче иртекен эстрада искусствин «Созвездие-Йолдызлык » уçă телефестивалĕ Раççей Правительствин 1 миллион тенкĕлĕх культура премине тивĕçнĕ. Фестивале çулсерен 80 пин ача хутшăнать. «Созвездие-Йолдызлык ăн» суперфиналĕсем апрелĕн 18-29-мĕшĕсенче «УНИКС» концерт залĕнче иртеççĕ.
Малашне конфискациленĕ тата арестленĕ пурлăха Тутарстанăн электронлă площадки урлă сутма тытăнĕç. Пилотлă проекта хута ярасси пирки ТР Министрсен Кабинечĕ тата Росимущество калаçса татăлнă.
Тутарстанра çут çанталăка хӳтĕлемелли «Марш парков» акци иртет. Унăн девизĕ – «Чĕрĕ вăрмансем – лайăх климат». Шкул ачисем «Чи лайăх вĕçен кайăк çурчĕ» конкурса хутшăнса шăнкăрч йăвисем ăсталаççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Балтаси районĕн вĕренекенĕсем палăрнă.
Сĕт паракан кĕтӳсене тĕрев пама апрель уйăхĕнче Тутарстан федераллă бюджетран 560 миллион тенкĕ илĕ. Ĕнисене хĕл каçарайнă пулсан мĕнпур ял хуçалăх йĕркеленĕвĕ, уйрăм хуçалăх çак пулăшăва тивĕç. Унсăр пуçне, ял çыннисене сĕт паракан ĕнесене упраса хăварма пулăшас тесе, ТР Президенчĕ Рустам Минниханов уйрăм хуçалăхсене тырă фуражĕ валеçме йышăну тунă. Патшалăх пулăшăвĕ пĕр ĕне пуçне 2000 тенкĕлĕх тырă пулмалла. Çакăн çинчен ТР Министрсен Кабинечĕ мартăн 25-мĕшĕнче ятарлă 400-р номерлĕ Хушу кăларнă тесе пĕлтерет ТР Ял хуçалăх тата апат-çимĕç министерствин пресс-служби.
Мартăн 30-мĕшĕнче СССР халăх артистки, 75 çулти Людмила Гурченко вилсе кайнă, унччен маларах вăл урине хуçнă пирки йывăр операци тӳссе ирттернĕ пулнă. «Карнавальная ночь», «Вокзал для двоих», «Любовь и голуби» тата ытти фильмсенче ӳкерĕннĕ киноçăлтăра Новодевичье масарĕнче шăматкун пытараççĕ.
Апрелĕн 17-мĕшĕнче Аксура «Нарспи» мюзикла кăтартма хатĕрленеççĕ. 50 ытла артист хутшăнакан юрăллă-ташăллă хальхи постановка район центрне Шупашкартан пĕрремĕш хут килет. Çавна кура билет хакĕсем те Аксушăн пĕчĕк пулмасси куçкĕрет.
Патшалăх Канашĕ Тутарстан Республикин 2011-2015 çулсенчи социаллă тата экономикăлла аталанăвĕн программин закон проектне йышăннă.
Программа тĕллевĕ – республикăри халăхăн пурнăçне лайăхлатасси, экономикăна аталантарасси, тавралăха таса тăвасси. Ун тăрăх 2015 çулччен республикăри кашни яла такăр çул çитмелле. Çывăх вăхăтра закон проектне ТР Президентне çирĕплетме парĕç.
 
: 1117, Хаçат: 13 (899), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: