Нумай пулмасть Пăва районĕнчи Пӳркелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти «Ритм» ташă ушкăнне çӳрекен хĕр ачасем Хусанта иртекен Пĕтĕм Раççейри «Морозко – 2011» уçă конкурс-фестивале хутшăнчĕç. Çак шкулта ташă кружокĕ ĕçлеме тытăннăранпа пилĕк çул ĕнтĕ. Ăна Л.Н.Хлынова вĕрентекен пуçласа янăччĕ. Вăхăт иртнĕçем ушкăн аталанса, туслашса пычĕ. Пăва районĕнчи шкул тулашĕнчи центр урлă ĕçлекен кружок пулса тăчĕ. Çĕнĕрен-çĕнĕ хусканусем, ташăсем вĕренчĕç. Хальхи вăхăтра тăватă ушкăнра 45 ача ташлать: «Ритм» – аслă ушкăн, «Конфеттипе» «Шаловливые мальчишки» – вăтам ушкăнсем тата «Солнышко» – кĕçĕннисем. Ташăсен репертуарĕ тĕрлĕрен, шӳтлисем те, савăнăçлисем те, шухăша яраканнисем те пур, нумайрах халăх ташшисене ташлаççĕ тăпăртуксем. Ачасен ташшисĕр ялта пĕр культурăллă мероприяти те иртмест. Пăва сцени çине те час-час йыхравлаççĕ вĕсене. Район шайĕнчи «В семье единой» конкурс-фестивальте н виçĕ çул ĕнтĕ пĕрремĕш вырăн йышăнса таврăнчĕç. Республикăн тĕп хулине А.Уляндина репертуарĕнчи «Атьăр, хĕрсем, вăрмана» юрăпа лартнă чăваш ташшине кăтартма кайрĕç. Фестиваль «Ак Барс» Çамрăксен центрĕнче иртнĕ. Кунта ачасем Раççейĕн 24 регионĕнчен хăйсен пултарулăхне кăтарма пуçтарăннă. Жюри членĕсем те Мускавранах килнĕ, председателĕ – Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Б.Киркоров. Пирĕн хĕрсем çакăнта виççĕмĕш степеньлĕ диплом çĕнсе илейнĕ. Хĕр ачасем те савăнчĕç çак çĕнтерӳпе, вĕсене ăсатса ярса кĕтсе илекен ашшĕ-амăшĕсем, ĕлĕк туйсенче çĕнĕ хĕрсене ташăпа илем кӳрекен асламăшĕ-кукамăшĕсе м, кĕвĕ, тум енчен пулăшакан ялти клуб директорĕ О.В.Юркина, вĕрентекенсем, вĕренекенсем, тăкаксене хăйсем çине илнĕ «Вамин-Буа» агрофирма, Р.Х.Гайнутдинов усламçă, вырăнти ял хутлăхĕн председателĕ З.Ф.Сайфутдинова – пурте ташă маçтăрĕсемпе савăнаççĕ, хĕпĕртеççĕ, мăнкăмăлланаççĕ те. «Çын хăй ĕçне юратса ĕçлесен – результачĕ пулатех», – теççĕ ташлама вĕрентекен Людмила Николаевна пирки.
– Пĕрмай ташлама çӳрени, репетицисенчен ывăнса килни вĕренĕве сиен кӳмест-и? Ачасен тĕп тĕллевĕ вĕренӳ вĕт-ха, ППЭ те тытмалла, – ыйтрăм эпĕ ташлакан ачасен амăшĕсенчен.
– Паллах, ачасен вĕренмелле. Анчах ташлама çӳрени те сиенлĕ мар. Çакă вĕсене дисциплинăна, вăхăта хаклама вĕрентет. Вĕсем пирĕн кун тăршшĕпе вăхăта тĕрĕс пайласа урокĕсене хатĕрленме вăхăт тупаççĕ. Вĕрентекенсем енчен асăрхаттарусем пулман. Паллах, вĕсем ташăçăсем пулмĕç. Анчах ташлама пĕлни пурнăçра кирлĕ. Тата ташă кружокне çӳреме тытăннăранпа вĕсен кĕрнеклĕхĕ, утти илемленчĕ. Хăйсене тĕрĕс тытма вĕренчĕç.
Ĕлĕк ватăсем çынна, каяс хĕре сăнас тесе юрлаттарса, ташлаттарса пăхнă. Ташă урлă çын хăйĕн кăмăлне, тĕнче ăнланăвне, ăс-хакăлне кăтартать. Ташлама, юрлама вĕрентекен çын пулсассăн вĕсен илем курăмĕ тата та ӳсет, çӳллĕрех шая çĕкленет. Пӳркел шкулĕнче вĕренекен хĕрсем ташлани акăшсен ташшине аса илтерчĕ.
![]() |
![]() |