Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал нумай юр çуни, çанталăк шартлама сивĕ тăманни йĕлтĕр спорчĕпе кăсăкланакансемшĕн уйрăмах лайăх пулчĕ. Çĕпрел районĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн (ДЮСШ) йĕлтĕрпе чупакансен пĕрлештернĕ команди, тĕслĕхрен, кăçалхи сезона питĕ лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕ. Вĕсем район, республика шайĕсенчи ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнчĕç. Районти спорт шкулĕн ертӳçи Н.Хрисанов сăмахĕсенчен, çамрăк спортсменсен кăçалхи хатĕрлĕхне ăмсанмалăх пур. Çакна Хусанта иртнĕ Вĕренекенсен спартакиадинче ориентировани спорчĕпе – I, «Тутарстан шанăçĕ» ăмăртура (Ешĕлвар) – IV, ТР Чемпионачĕпе первенствинче (Заинск) VI вырăнсене йышăнни тата районти ăмăртусенче яланах мала тухни те çирĕплетет.
Палăртса хăварар, пĕрлештернĕ командăн çамрăк спортсменĕсем пурте чăваш каччисемпе хĕрĕсем: Алексей Солдатов, Николай Марков, Евгений Митрошкин, Денис Ярухин, Анатолий Макаров, Маша Ярзуткина, Лида Макарова, Оля Хемницер, Христина Хрисанова, Ксения Михайлова – вĕсем пурте йĕлтĕр спорчĕпе районти чи вăйлă шкулсенче (Çĕнĕ Упи, Хурăнвар-Шăхаль, Чăваш Çĕпрел) вĕренеççĕ. Пĕрлештернĕ командăра хăшĕ-пĕри темиçе çул ĕнтĕ район чысне тĕрлĕ шайри ăмăртусенче хӳтĕлет. Çак спортсменсене ăмăртусене шкулти физкультура учителĕсем С.Еремеев, З.Денисова, А.Мадуров хатĕрлеççĕ. Калас пулать – япăх мар. Тĕслĕхрен, йĕлтĕрпе чупассипе районти кашни ăмăртура тенĕ пекех Сергей Петрович Еремеевăн вĕренекенĕсем мĕнпур наградăран çуррине çĕнсе илеççĕ.
Маша Ярзуткинан (Çĕнĕ Упи), калăпăр, кăçал кăна унчченхи наградисен шутне 7 медаль, темиçе кубок хушăннă. Хĕр ача йĕлтĕр спорчĕпе ачаранах туслă-мĕн. «Аттепе анне Вячеслав Федоровичпа Галина Петровна та йĕлтĕр спорчĕпе кăсăкланнă. Вĕсем мана та мĕн пĕчĕкренех йĕлтĕрпе ярăнма вĕрентрĕç. Спорт секцине 6-мĕш класранпа пĕр сиктермесĕр çӳретĕп. Сергей Петрович ертсе пырать ăна. Кашни кун уроксем хыççăн йĕлтĕрпе чупатпăр. Пĕрлештернĕ командăра вара пĕрремĕш çул кăна-ха», – пĕлтерет Маша. Ашшĕ-амăшĕ хĕрне спорт секцине çӳреме чарман, чармаççĕ те. Мĕншĕн тесен вĕсем вăхăтĕнче хăйсем те ăмăртусене час-часах хутшăнса малти вырăнсене тухнă. Машăна спорт вĕренӳре те пулăшать. Шкулта «5» паллăпа кăна вĕренет вăл. Тĕрлĕ предметпа район олимпиадисене хутшăнать.
Çĕнĕ Упи шкулĕнче вĕренекен çамрăк спортсменка Лида Макарова та районăн шанăçĕ. Вăл 7-мĕш класра кăна вĕренет пулин те район, зона, республика ăмăртăвĕсене час-часах хутшăнать. Унăн та наградăсен шучĕ пысăк.
Районăн пĕрлештернĕ командинчи хĕрсемпе каччăсем тахçанах туслашнă. Ара, пĕр сезонра кăна миçе ăмăртăва хутшăнаççĕ те. Тĕслĕхрен, Чăваш Çĕпрел каччипе Николай Марковпа Çĕнĕ Упири Денис Ярухин та акă лайăх туссем. Республика ăмăртăвĕсенче пĕр-пĕриншĕн сахал мар пăшăрханаççĕ. Кăçалхи сезон та нумайччен асра юлĕ-ха вĕсен, уйрăмах Хусанта, Ешĕлварта иртнĕ ăмăртусем. Унта каччăсем республикăри шкулсенче вĕренекен чи вăйлă спортсменсемпе ăмăртса лайăх кăтартусем тунă.
Шкултан вĕренсе тухсан çак каччăсемпе хĕрсем ăçта вĕренме каясси хальлĕхе паллă мар, çапах та спорт вĕсене пурнăçра пулăшатех. Мĕншĕн тесен спорт вĕсене мĕнпур енĕпе пиçĕхтерет.
 
: 1105, Хаçат: 12 (898), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: