Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ГРАНТСЕН КОНКУРСĔ ПУÇЛАННĂ
Апрелĕн 16-мĕшĕччен ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерствинче ача-пăча тата çамрăксен обществăлла пĕрлешĕвĕсен чи лайăх социаллă пĕлтерĕшлĕ идейисемпе проекчĕсен реестрне йĕркелеççĕ. Чи-чи лайăх проектсемшĕн грантсем параççĕ.
Кăçал çак конкурс пиллĕкмĕш хут иртет ĕнтĕ. Пурĕ сакăр номинаци конкурсра: «Команда», «Тутарстан çут çанталăкне упрар», «Çĕнĕ ăру», «Нацисен хушшинчи хутшăнусен культури», «Хирĕç тунă утăм», «Ăнăçу санăн аллунта», «Новый взгляд» çамрăксен информаци сечĕ», «Сывă пурнăç йĕрки тата социаллă япăх пулăмсен профилактики».
Юлашки икĕ çулта конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе Тутарстанра ачасемпе çамрăксем валли пурĕ 200 ытла проект пурнăçа кĕртме май килнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ шанăçа тӳрре кăларнă, малалла аталанса пыраççĕ. Кăçал грантсем валли пурĕ 15 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.
СТУДЕНТСЕМ ВАЛЛИ – ИНФОМАТСЕМ
Хусанти Экономика, управлени тата право институтĕнче студентсем валли инфоматсем хута янă. Мĕнле япала-ха вăл? «IDIS education» системăна тĕпе хурса тунă терминал мониторлă компьютер пекех, анчах та мышьсăр тата клавиатурăсăр. Институтăн информатизаци енĕпе проректорĕ И.Фукин каланă тăрăх, ятарлă пластик карттăпа усă курса терминал урлă хушамат-ят çырмасăрах «харпăр пӳлĕме» кĕме пулать. Унта вара дисциплинăсен расписанине, вĕренӳре еплерех ĕлкĕрсе пынине пĕлме пулать. Малашне вара «харпăр пӳлĕмре» тата ытларах информаци пуласса шантараççĕ терминала шухăшласа кăларакансем. Пластик карттăсене студентсене тӳлевсĕрех валеçсе параççĕ, вăл çавăн пекех аслă шкула кĕрсе çӳремелли пропуск та шутланать.
ИННОВАЦИ ФОРУМĔ
Ульяновскра майăн 12-14-мĕшĕсенче Федерацин Атăлçи округĕнчи Çамрăксен инноваци форумĕ иртет. Унта хутшăнма 14-30 çулти пултаруллă çамрăксене йыхравлаççĕ. Форум вăхăтĕнче наукăпа техника пултарулăхĕн конкурсĕ, уçă лекцисем, çавра сĕтелсем, семинарсем, «Приближение» кинофестиваль иртмелле. Çĕнтерӳçĕсене талантлă çамрăксене парăнакан премие илме тăратасшăн.
Форум йĕркелӳçисен шутĕнче РФ Вĕрентӳпе наука министерстви тата Ульяновскри патшалăх техника университечĕ.
МУСКАВРИ – 33-МĔШ
М.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕ тĕнчери вузсен репутацийĕн çĕнĕ рейтингне кĕнĕ. Вăл 100 вырăнтан 33-мĕшне йышăннă. Ăна Великобританири «Times» хаçат çумĕнчи «Times Higher Education» вĕрентӳ кăларăмĕ, «Thomson Reuters» информаци ушкăнĕ тата «Ipsos Media» обществăлла шухăша тĕпчекен служба йĕркеленĕ. Рейтинг хатĕрлекенсем аслă шкулсене тĕрлĕ енчен пăхса хаклаççĕ: вĕрентӳпе тĕпчев программисен шайĕ, наукăлла статьясем, ют çĕршывсенчен килнĕ студентсен шучĕ тата ытти те.
Репутаци рейтингĕнче чи малти вырăнта Америкăри Гарвард университечĕ тăрать. Сăмах май, малтанхи вунă вырăнтан çиччĕшне Америка вузĕсем йышăнаççĕ. Çавăн пекех чи лайăххисен йышне Великобританири Кембридж тата Оксфорд, Японири Токио университечĕсем кĕреççĕ. Рейтинга кĕнĕ 100 аслă шкул шутĕнче 45-шĕ – АПШри, 12-шĕ Англири, 5-шĕ Японири, Канадăран, Австралирен, Германирен тата Нидерландынчен – 4-шар.
 
: 1078, Хаçат: 12 (898), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: