Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Килти савăт-сапана юлашки çулсенче химипе час кăна çуса яма хăнăхса çитрĕмĕр. Анчах та усă курнă шыва выльăх апачĕ патне яма çук, паллах. Хамăршăн та хими усăллах мар. Çавăнпа та кăмăл тăвакансем çак мелпе усă курма пултараççĕ.
– Питĕ çуллă савăт-сапана горчица ярса çусан тап-таса пулать.
– Сухан, аш-какай, пулă туранă ывăссене малтан сивĕ шывпа чӳхесе илмелле. Ун пек шăрши лайăхрах пĕтет. Унтан вĕри шыва горчица е уксус ярса çусан аван.
– Çуллă аш-какай е çу туранă хыççăн вара ывăс çинче çăвĕ темĕнччен тасаласшăн мар. Ун пек чухне шултра тăварпа сăтăрса яма пулать.
– Юлашки çулсенче кил хуçисем тефлон-çатмасемпе усă курма пуçларĕç. Питĕ лайăх. Тĕпне лармасть. Анчах та ăна хырса çума юрамасть. Çавăнпа та çатмана çур стакан шыв ямалла та 2 кашăк чуста хăпартакан порошок (разрыхлитель) хушмалла. Вара çатмана вут çине лартса вĕреме кĕриччен тытмалла. Сивĕнессе кĕтсе илсе савăта çуса ямалла.
– Пирĕн, кил хуçисен, пĕр хăнăхнă япала пур: хура турилккесене пĕр-пĕрин çине тиесе хурасси. Кун пек тумасан çума та ансатрах та çав…
– Вĕри шывпа та мĕнпур савăта çума юрамасть. Сăмахран, чустапа, çăмартапа, сĕтпе усă курнă савăтсене сивĕ шывпа çуса ямалла. Мĕншĕн тесен вĕри шывра белок савăт çумне çыпăçса ларать.
– Стакансемпе фужерсене вара вĕри шывпа çумалла та тӳрех типиччен сăтăрса хумалла. Ялтăртатасси вара куçкĕрет.
 
: 1251, Хаçат: 11 (897), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: