Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Пулă тахçанхи маррине çапларах тĕрĕслемелле: ăна шывлă тарăн савăта ямалла. Енчен те пулă пăсăлнă-тăк, вăл хырăмĕпе çӳлелле ишсе тухать. Йĕркеллĕ пулă шыв тĕпне анса каять. Пăсăлнă пуллăн сухисем (жабры) сăрă – хăмăр тĕслĕ, куçĕсем тĕксĕм.
– Çĕр улми нимĕрне сăрă тĕс ан çаптăр тесен ăна пиçсенех вĕри сĕт е шыв хушса ирмелле.
– Тăрă мар шӳрпене витĕр курăнакан тума пулать-и? Пулать. Шӳрпе çине чĕрĕ çăмартана çĕмĕрсе ямалла, вăйлă пăтраштарса тăрса вĕреме кĕртмелле. Унтан сăрăхтармалла – çăмарта хăй çине пĕтĕм пăтранчăка «çăтса» илет. Шӳрпе малтанах тăрă пиçтĕр тесен вара вăл вĕреме кĕрсенех çулăма пĕчĕкки çине чакармалла.
– Чуста валли разрыхлитель килте те хатĕрлеме пулать. Пысăках мар савăтра 5 г апат соди, 3 г лимон кислоти, 12 г çăнăх хутăштармалла. Çак шайпа хатĕрленĕскер 500 г çăнăх валли шăп кăна.
– Кулинари рецепчĕсенче час-часах çăмарта шуррине е саррине грампа илмелле тесе çырнă. Пурин те килте тараса çук вĕт. Çăмарта мĕн чухлĕ таять-ха? Вăтамми 65 грама яхăн таять, çав шутран 38 грамĕ шурри, 27-шĕ – сарри.
– Услам çу ăшаланă чух ан çунтăр тесен ак çапла тумалла: çатма çине кăшт тип çу ямалла та ăшăтмалла, унтан услам çăва хушмалла.
 
: 1060, Хаçат: 11 (897), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: