Март уйăхĕн 15-мĕшĕ Хусан чăвашĕсемшĕн паллă пулăмсемпе пуян пулчĕ. Çак кун Тутарстана ЧР Президенчĕ М.Игнатьев ĕçлĕ визитпа килсен Хусанти федераллă университетра ЧНКА хастарĕсемпе те тĕл пулма май тупрĕ. Çак историлле пулăм Хусанти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ ЧОКЦăн отчетпа суйлав конференцийĕпе те тӳр килчĕ.
Конференцие 36 делегатпа 9 хăна хутшăнчĕç. Хусан чăвашĕсене юлашки виçĕ çулхи ĕçне ЧОКЦăн председателĕ С.Чаркина пĕтĕмлетсе анлă доклад турĕ. Çак вăхăтра пурнăçлама ĕлкĕрнĕ чи курăмлă ĕçсене аса илчĕ вăл. Хусан – республикăн тĕп хули пулнă май, тĕрлĕ регионти йăхташсем нумайăн килеççĕ, вĕсене пурне те чăваш центрĕ тивĕçлипе кĕтсе илнĕ-мĕн. Пултаруллă чăваш ачисен çуллахи канăвне йĕркелессипе те хастар ĕçленĕ вĕсем, тĕслĕхрен, республикăри 20 ача (10-шĕ шăпах Хусантан) виçĕ çул «Заречье» (Хусан) лагерьте республикăри ытти наци ачисемпе пĕрле каннă. 2010 çулта пултаруллă 10 ачана Анапăна канма яма та майсем тупнă. Калас пулать, чăваш ачисем унта та ытти наци ачисен хушшинче пултарулăхпа палăрнă. Паллă ĕнтĕ, халăхăн культури тумран та курăнать. Ку енĕпе Хусан чăвашĕсен ӳпкелешмелли çук, хальхи вăхăтра тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем валли пурĕ 4 коллекци наци тумĕ пур. Вĕсенчен юлашкине, Хусанта пурăнакан халăхсен чĕлхине сыхласа хăварассин, аталантарассин Программипе килĕшӳллĕн, нумай пулмасть кăна Хусан мэрийĕ пулăшнипе çĕлеттернĕ.
С.Чаркина çаплах пултаруллă чăвашсем çинчен те асăнмасăр хăвармарĕ: юлашки çулсенче Авиастроительнăй районĕнчи ЗАГСра В.Петрова кăмăл пуррисене чăвашла çырăнтарассине йĕркеленине, пултаруллă ачасем тĕрлĕ предметпа иртекен хула, район олимпиадисенче паллă вырăнсем йышăннине, «Мисс Татарстан», «Мини Мисс Татарстан» конкурссенче тăтăшах чăваш хĕрĕсем хутшăннине, çамрăк дизайнер И.Трифонова Ĕпхӳ хулинче иртнĕ «Çулталăк модельерĕ» конкурсра палăрнине, Чаркинсен, Елисеевсен çемйи Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакă ялĕнче Н.П.Бултыкова асăнса йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртăва йăлана кĕртнине палăртрĕ. ЧОКЦ канашĕн тăрăшса ĕçленĕ пултаруллă хастарĕсене, спонсорĕсене Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ.
ЧНКАн, Хусан хулинчи Петĕр Хусанкай ячĕллĕ ЧОКЦăн ĕçĕсене ТР Халăхсен ассамблейин Ĕçтăвкомĕн председателĕ Н.Владимировпа Хусан хулин Ĕçтăвкомĕн чĕлхесене аталантарассин тата обществăлла организацисемпе пĕрле ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Арсланов, «Сувар» хаçат редакторĕ К.Малышев пысăка хурса хакларĕç.
Петĕр Хусанкай ячĕллĕ ЧОКЦăн юлашки çулсенчи ĕçне япăх мар тесе йышăнчĕç пулин те унăн председательне урăх çынна суйлама шутларĕç. Çакна пĕрлĕх малашне те тухăçлă, пултаруллă ĕçлемешкĕн çĕнĕ вăй кирлипе сăлтавларĕç. Петĕр Хусанкай ячĕллĕ ЧОКЦăн председательне, Хусанти ХПТУ (ХАИ) инновацилле аталану енĕпе проректорне Н.Абрукова суйларĕç. Çитес вăхăтрах ЧОКЦăн канашне йĕркелеме калаçса татăлчĕç.
Комментарисем:
► Ираида Захарова (2011-03-25 00:04:45):Хакло ентешсем!
Чун-черерен сире саламлатоп!