Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Анастасия Пугаева – «Сувар» хаçат вулаканĕ тата çырса тăраканĕ. Сакăр вуннăран иртнĕ пулсан та, куçне те операци тунăскер, статьясем çырнă чухне питĕ хитре сас паллисемпе шăрçа пек тип-тикĕс, йĕртен тухса каймасăр çырма тăрăшать. Ахальтен каламаççĕ çав, çынна çырнине пăхса та кăмăлĕ пирки пĕлме пулать тесе. Анастасия Васильевна Çĕнĕ Шуçăм районĕнчи Чăваш Шупашкар ялĕнче питĕ паллă та хисеплĕ çын.
Иртнĕ çул ăна, ветеран арăмĕ пулнăскере, патшалăх чаплă çурт лартса панă. Анастасия Васильевнăна çак парне питĕ пысăк савăнăç кӳнĕ, паллах. Хăйĕн çурчĕ çунса кайнипе çĕннине лартса пĕтерме ĕлкĕреймен пулнă-ха.
Анастасия Васильевна суварçăсене уявсемпе саламласа хăйĕн савăнăçне те çырса янă:
«Çĕнĕ пӳртре пурăнатăп. Ăшă пулать. Йĕри-тавра чӳрече. Вĕри шывĕ те, сивĕ шывĕ те, ванна та пур. Туалет та килтех. Çурт лаптăкĕ те сахал мар, чух кăна, 50 тăваткал метр. Темиçе çын та пурăнма пултарать. Çав сума суса панă çуртра ырлăх курса пурăнма Турă кăна сывлăх патăр ĕнтĕ».
Анастасия Васильевнăна тата та нумайрах пурăнма эпир те вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Хуйхă-суйхăсем ан пулччăр. Ачăрсемпе, мăнукăрсемпе тата тăван-хурăнташсемпе ырă курса пурăнмалла пултăр.
 
: 1064, Хаçат: 10 (896), Категори: Вулакансем çыраççĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: