Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вегетативлă юн тымарĕсен дистонийĕ (ВСД) диагноза паян çула çитменнисене чылайăшне лартаççĕ. Пĕрисен ашшĕ-амăшĕсене вăл хăратса пăрахать, теприсем хăйсен ывăлĕ-хĕрĕ чăнах та чирлине ĕненесшĕн мар, наянланнипе «чире переççĕ» иккен. Тĕрĕссипе çак диагноз çула çитменнисен умне хăрушлăх кăларса тăратать. Мĕнле эмелсемпе сиплеме пулать е профилактика мероприятийĕсем ирттерсе çак диагноза лартассинчен хăтăлма пулать?
Специалистсем асăрханă тăрăх, çула çитменнисенчен 20-45 проценчĕ вегетативлă юн тымарĕсен дистонийĕпе аптрать. Тĕрĕссипе каласан, ВСД чир мар, чир паллисен пуххи. Стресс, пурнăç условийĕсем улшăнни, ывăнни организмшăн йывăра килет: чĕре таппи улшăнать, ыратать, артерин юн пусăмĕ те сиккелеме пуçлать, сывлăш пӳлĕнет, вар-хырăм япăх ĕçлеме пуçлать, ача хăвăрт ывăнать, вак-тĕвекшĕнех тарăхса каять тата ыттисем. Паллах, çак паллăсен пурин те пĕрле пулмалла тенине пĕлтермест ку.
Вегетативлă юн тымарĕсен дистонийĕ çула çитменнисен час-час тĕл пулать, уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла ун çине. Вăл аталанма пуçланин сăлтавĕсенчен пĕри – ачан нерв системи аталанма ĕлкĕриччен ӳт-пĕвĕ çитĕнсе çитни. Çитменнине çак вăхăтра организмра гормонсен улшăнăвĕ пулса иртет. Иккĕмĕш, паян çула çитмен çамрăкăн пурнăçĕ ВСД аталанма лайăх майсем туса парать. Пĕр енчен, вĕренӳпе çыхăннă йывăрлăхсем, стрессем, юлташĕсемпе тата ашшĕ-амăшĕпе хутшăнусенчи кăткăслăхсемпе çыхăннă. Тепĕр енчен илсен çамрăк çĕрĕпе Интернетра ларнипе тăраниччен çывăраймасть, сахал хусканусем тăвать, компьютер вăййисемпе нумай вăхăт ирттерет тата ытти те. Çаксемсĕр пуçне вегетативлă юн тымарĕсен дистонийĕ хăй те (диагноз пулсан) ача пурнăçне самай кăткăслатать: вĕренӳ нагрузки стресс çуратать, стресс – ВСД паллисене, вĕсем вĕренме чăрмантараççĕ, вĕренӳри проблемăсем çĕнĕ стрессем патне илсе çитереççĕ, калăн, çак тухатлă ункăран тухма çук.
Ачан чылай проблемисем ашшĕ-амăшĕ çийĕнчех асăрхаса тĕрĕс пĕтĕмлетӳсем туманнипе сиксе тухаççĕ. Пĕрисем нумай вăхăт ачисем чăннипех канăçсăрланнине шанмасăр вĕренес килменнипе чееленет тесе чир паллисене кризсем пуçланиччен асăрхамăш пулаççĕ. Теприсем вара хăйсене пачах урăхла тыткалаççĕ. Вегетативлă юн тымарĕсен дистонийĕ тенине илтсенех (хăш чух хăйсемех диагноз лартаççĕ) ачана чирлĕ çынна пăхнă пек пăхаççĕ: пĕрмай температура, артерин юн пусăмне виçеççĕ, эмелсем ĕçтереççĕ, халăх медицинин меслечĕсемпе сиплеççĕ, ал вăйĕпе тумалли ĕçсенчен пуçĕпех хăтараççĕ, шкулти физкультура урокĕсене те ямаççĕ, футбол-волейбол выляма та чараççĕ.
Çакна асăнмасăр хăварар мар, çула çитмен ачан ВСД вăхăтра сиплемесен чире куçать. Мĕнле сиплемелле?
Çак диагноза лартнисене пурне те пĕр пек сиплеме çук, кашнин хăйĕн уйрăмлăхĕсем, сиплев меслечĕсем те уйрăм. Апла пулин те, чи малтанах пуринне те кун йĕркине пăхса тухмалла. Талăкра 8 сехетрен кая мар çывăрмалла, пĕр вăхăтра выртса пĕр вăхăтра тăмалла. Вăхăтра апатланмалла, кунне пĕр сехет те пулин уçă сывлăшра çӳремелле, телевизор умĕнче сахалрах лармалла. Çаксене пурне те профилактика мерисем тесе йышăнмалла.
Апатлану çине те тимлĕх уйăрмалла. Ытлашши нумай пылак, çуллă, кукăльсем çини, мăнтăр пулни синдрома аталанма пулăшакан факторсем пулса тăраççĕ. Çăра чей тата авăртса пĕçернĕ кофе ĕçни ача сывлăхĕшĕн усăллă та пулĕ (юн пусăмĕ пĕчĕк пулсан). Çула çитменнисене калипе пуян апат çитерме тăрăшмалла: курага, салатсем, мăйăр, фасоль. Паллах, ВСД паллисене пĕтерекен эмелсем те çук мар, анчах вĕсене врачăн çырса памалла. Тĕрĕс палăртнă эмелсем аритминчен, юн пусăмĕ ӳснинчен, ыратнинчен лайăх пулăшаççĕ. Çавăн пекех ӳсен-тăранран тунă препаратсем – элеутерекокк, женьшень, валериана, шалфей, пĕтнĕк – ĕçсен те аван.
Диагноз лартсанах ВСД сăлтавĕсене пĕтерме тăрăшмалла: çемьери проблемăсене татса памалла (ачапа ашшĕ-амăшĕн хутшăнăвĕсене лайăхлатмалла, шкулта вĕрентекенсемпе, пĕрле вĕренекенсемпе хутшăнусем мĕнлерех, тен, ача нумай секцисене, кружоксене çӳресе питĕ ывăнать, тен, унăн «ытлашши яваплăх» аталаннă.
Çавăн пекех кунта пĕтĕмĕшле сывлăх мĕнле шайра пулнине те шута илмелле: аллерги, микроэлементсем çителĕксĕрри, гиподинами, тĕрĕс мар йĕркеленĕ диетăсем (уйрăмах хĕр ачасем пирки сăмах). Хулари экологи лару-тăрăвĕ япăх пулни те витĕм кӳрет.
ВСД паллисенчен сипленĕ чух манмалла мар: ача хăйне чирлĕ çын тесе ан шутлатăр. Унăн тулли пурнăçпа пурăнмалла: юлташĕсемпе хутшăнмалла, вылямалла. Физкультура урокĕсенчен те хăтармалла мар ăна, нормативсем пама тата ăмăртусене хутшăнма кăна юрамасть.
 
: 1218, Хаçат: 10 (896), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: