Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Çулталăк хĕрарăмĕ. Çулталăк арçынни: хĕрарăм куçĕпе» республика конкурсне Халăхсен хушшинчи хĕрарăмсен кунĕ умĕн пĕтĕмлетесси ырă йăлана кĕчĕ. Шучĕпе кăçалхи 14-мĕш пулчĕ. «Тутарстан хĕрарăмĕсем» обществăлла организаци тата ТР Профсоюзсен федерацийĕ республикăри чи пултаруллисене чыслаççĕ. Кăçал та конкурса 1000 ытла хĕрарăма тăратнă.
Çĕнтерӳçĕсене «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче чысларĕç. Уявăн сумлă хăнисем ТР Патшалăх советникĕпе М.Шаймиевпа Тутарстанăн Премьер-министрĕ И.Халиков пулчĕç. Праçнике конкурс çĕн- терӳçисен, Тутарстанăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсен концерчĕпе пуçларĕç. Совет киноматографийĕн çăлтăрĕ, Латви актерĕ, 5 ача ашшĕ Ивар Калныньш хăй килсе юрату çинчен юрланă юрри вара хĕрарăмсене кĕтмен парне пулса савăнтарчĕ.
Çĕнтерӳçĕсене наградăсем парса чысличчен уява пуçтарăннă мĕнпур хĕрарăма Премьер Ильдар Халиков Мартăн 8-мĕшĕпе саламларĕ. «Хаклă аннесене, асанне-кукамайсене, кунта ларакан мĕнпур хĕрарăма çывхарса килекен чи хитре уявсенчен пĕринпе саламлама эпĕ питĕ хавас. Арçын ача е хĕр ача çуралнă тесе арçынсене пĕлтернĕ самантри савăнăçшăн сире чĕререн тав тăватăп. Ача çуратасси тата ăна воспитани парасси – пысăк паттăрлăх, çак йывăрлăх сирĕн çине тиенет», – терĕ вăл. Учитель тата тухтăр профессине суйланă хĕрарăмсене уйрăмах тав турĕ.
«Хĕрарăм – бизнес-леди» номинацире обществăлла апатлану предприятийĕсен сечĕн ертӳçипе И.Тухватуллинăпа çăмăл тата пир-авăр промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ф.Фархутдинова; «Манăн професси – манăн шăпа» номинацире И.Габдрахманова доярка, наукăпа техника центрĕн инженер-технологĕ Е.Маркина, конькипе эрешлесе ярăнассин аслă тренерĕ Д.Гурикова; «Хĕрарăм – класс ертӳçи» номинацире Пĕкĕлмери ятарлă шкул-интернатăн вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Л.Тужикова; «Хĕрарăм – лидер, обществăлла ĕçчен» номинацире Çырчалли хулинчи 15-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн библиотекарĕ Л.Клюшникова; «Хĕрарăм – культурăпа ăс-хакăл» Пĕтреç районĕнчи Ача-пăча искусство шкулĕн вĕрентекенĕ З.Валеевăпа Хусанти нумай нациллĕ вырсарни шкулĕн ертӳçи М.Хухунашвили çĕнтерчĕç.
«Хĕрарăм-анне» номинацин çĕнтерӳçисем – Н.Шамаева, З.Галимуллина, Рима Ризаева, М.Маликова. «Виççĕмĕш ӳсĕм çулĕн паттăрĕ» номинацире çĕнтерекенсен шучĕ чи нумаййи пулчĕ: Т.Драгайцева, В.Солдатова, А.Моисеева, Л.Мухаметшина, Р.Заболотнова, Р.Троицкая, Ф.Хусаинова, Л.Куприянова, Н.Хайруллина, Л.Колесникова.
«Арçын – ырă чĕре» номинацин çĕнтерӳçисем пулма ТР Премьер-министрĕн çумĕ, ТР энергетика министрĕ И.Фардиев, «Татспиртпром» УАОн генеральнăй директорĕ Г.Куприянов, «Арçын-лидер» номинацире «Анат Кама хулинчи аттесен ассоциацийĕ» обществăлла организацин председателĕ А.Бликин тивĕçрĕç.
 
: 1058, Хаçат: 10 (896)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: