Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2004 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче (те хĕрарăмсене халалласа) Элкел районне кĕрекен Çĕнĕ Салман ялĕнче «Березка» ача приючĕ уçăлнă. Çак учреждение районта пурăнакан хăш-пĕр çемьесем пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнине пула вĕсен çула çитмен ачисене вăхăтлăха социаллă тата психологилле пулăшу пама тунă. Паянхи куна унта 31 ача хисепленет, вĕсенчен 26-шĕ шкула кайманнисем. Ултă уйăх социаллă реабилитаци иртсен вара, кам каялла тăван килне таврăнать (çемьери «çанталăк» улшăнсан, паллах), кама, шел пулин те, интернатсене ăсатаççĕ. Теприсене усрава илеççĕ.
 
Приют вырăнĕнче малтан больница пулнă. Тен, çавăнпа та пуль 6 ача валли пĕр уйрăм пӳлĕм. Пӳлĕмĕнчех çăвăнмалли те, туалечĕ те пур. Урайĕсене пĕтĕмпех хаклă та хитре кавир сарнă. Тренажер-зал тата мĕнле пуян? Тĕрлĕ теттесем кашни пӳлĕмсенче.
Çак япаласене приют хăй туянаймасть, паллах. «Березкăна» икĕ çул каялла ТР Информатизаципе çыхăну министерстви хăйĕн «çуначĕ» айне илнĕ. Кашни уяврах тенĕ пек кучченеçсемпе каяççĕ ачасем патне. Тĕслĕхрен, теттесемпе тутлисемсĕр пуçне асăннă министерствăн пуçлăхĕ Фарит Фазылзянов икĕ компьютер парнеленĕ. Кăçал, июнĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кунра, ачасене воспитателĕсемпе пĕрле Хусана музейсем, «Шурале» парк курма илсе килнĕ, «Макдоналдсра» апатлантарнă.
Фарит Мансурович – çамрăк министр. Апла пулсан та ачасене чунтан-чĕререн юратать. Вĕсем те ăна «дядя министр» тесе çеç тăраççĕ. Пĕри тата, чи пĕчĕкки, «папа министр приехал» тесе чупса пырса ыталаса илчĕ. Фарит Мансурович вĕсемпе хăйĕн ачисемпе вылянă пек упаленет те, чикеленет те. Ара, хăйĕн те виççĕн вĕт! Пĕринчен-пĕри пĕчĕк тата. Кăçал акă асли шкула кайрĕ.
Приютри ачасене те вĕренӳ çӳлĕ пуçланнă тĕле парнесĕр хăварман. ТР Информатизаципе çыхăну министерствипе «Татарстан почтасы» ĕçченĕсем ĕç кунĕнчи пĕр сехет укçине «Шкула пуçтарăнма пулăш» акцие янă. Çав укçапа приют валли япаласем туяннă. Уйрăмах пĕрремĕш хут шкула каяканнисене сумкăсем парнелерĕç. (Сăнӳкерчĕкре юратнă министрпа Диана Хайрутдинова, Ольга Артюхина тата Валерия Дулатова 1-мĕш класс хĕр ачисем).
Ачасем Çĕнĕ Салман вăтам шкулне ял ачисемпе пĕртанах çӳреççĕ. Приют ĕçченĕсем каланă тăрăх, вĕсене унта никам та кӳрентермест. Тутар ялĕн шкулĕ пулнипе чăвашсемпе вырăссем çеç тутар чĕлхине мĕнле вĕренмелле-ши тесе пăшăрханаççĕ.
Çакăн пек социаллă приютсем пулни начар мар, паллах. Анчах та ăнăçсăр çемьери ачасен йышĕ сахалрах пулсан аван. Кунта та акă 31 ачаран 7-шĕ пĕр çемьерен. Чăваш Пăрнай ялĕнчи Дулатовсем приюта «пуянлатнă». Кунпа, паллах, мăнаçланмалли çук. Чĕре ыратать. Ачасем пĕринчен-пĕри ăслă та маттур. Иван акă 9-мĕш класс хыççăн Тольяттине техникума вĕренме каясшăн пулнă. Анчах та амăшĕ приютран килне илсе каятăп тесе ӳкĕтлесе хăварнă. Шел, «куккук» паян кун та «йăвине» таврăнман-ха. Иван çаплах хăйĕн йăмăкĕсемпе шăллĕсем çумĕнче асли пулса юлнă (сăнӳкерчĕкре Гульнара Вагизова воспитательпе Иван (10 кл.), Ольга (6 кл.), Василий (5 кл.), Валерия (1 кл.), Ирина, Саша тата Маша (шкула каймаççĕ-ха) Дулатовсем парнесемпе савăнаççĕ.
– Киле, анне патне каяс килет, – теççĕ ачасем куççулĕсене шăлса. – Эпир хамăр кăна та пурăнма пултаратпăр. Анчах та ямаççĕ пире.
Акă мĕн уйрăмах пăшăрхантарать: амăшĕ малашне те тӳрĕ çул çине тухмарĕ-тĕк, ачасене интерната ярасси куçкĕрет. Кун çинчен Надежда Николаевна, тен, пĕлсех те каймасть пуль? Ача çуртĕнчен пепкисене каялла тавăрма питĕ хĕн пулĕ.
Усрава илекеннисем те кашни çулах пур. Нумай пулмасть Анат Тахтал ялĕнчен пĕр çемье 2-мĕш класа каякан Иванпа пĕчĕк Евгения Можановсене усрава илнĕ. Юрать-ха ачасене уйăрман. Пĕр çемьере мĕнле пулсан та пĕрле пурăнаççĕ. Ачасен амăшне суд урлă ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнă.
Çын ачисене усрава илекен çемьесем юлашки вăхăтра нумайланса пыраççĕ. Юрать-ха ютсене хăйсен ачисем пек пăхса ӳстерсен? Приют директорĕ Гульсина Шарипова каланă тăрăх, ачасене пысăк укçа панине кура та илекенсем пур. Ачасем вара... Ун пек чухне «укçа çăлкуçĕсене» каялла приюта тавăраççĕ.
Çыхăну ĕçченĕсем «Березкăна» пулăшнипе çеç мар, сентябрь уйăхĕнчен тата Павлăри приюта та шефа илнĕ тесе пĕлтерчĕ министр. Çавăнпа та çывхарса килекен Анне кунĕ тĕлне Павлă районне те çул тытмалла пулĕ.
 
: 1288, Хаçат: 36 (714)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: