Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççей Пенси фончĕн Тутарстанри уйрăмĕ пенси çулне çитнĕ граждансем валли «Пенсионер пулма эсир хатĕр-и?» тест хатĕрленĕ. Кун пек çĕнĕлĕх хальлĕхе Раççейĕн пĕр регионĕнче те çук. Тест 10 ыйтуран тăрать, ăна ĕç пенсине палăртмалли методика сĕнĕвĕсем тăрăх йĕркеленĕ. Ыйтусене хуравласа гражданин хăйĕн прависене мĕнле пĕлнине тĕрĕслеме, хальччен пĕлмен ыйтусене уçăмлатма пултарать. Çакă пенсие тухнă чух вĕсене Пенси фончĕн ĕçченĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пулăшĕ. 300 пин экземплярпа пичетленĕ теста çитес вăхăтра республикăри мĕнпур района салатĕç.
***
Тухтăрсем Тутарстан шкулĕсенче вĕренекенсем наркотикла япаласемпе усă курнипе курманнине тĕрĕслеме тытăнаççĕ. Кăçалхи ытти çулсенчен уйрăлса тăрĕ, унччен кун пек тĕрĕслев пуласси пирки шкулсене маларах пĕлтернĕ пулсан, халĕ тухтăрсем кĕтмен çĕртен килĕç те вырăнтах анализ илĕç. Сăмах май, юлашки 5 çулта республикăри шкулсенче 2,5 пин шкул ачине наркотикла япаласемпе усă курнипе учета тăратнă, вĕсенчен 85 проценчĕ сиплев курсне иртнĕ хыççăн ку усал йăларан хăтăлнă.
ЮТАЗА районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр «БИНК» социаллă ĕç клубĕпе пĕрле районти ĕçсĕр юлнă çынсем валли «Энергетик» Культура çуртĕнче самозанятость ыйтăвĕпе семинар-вĕрентӳ ирттернĕ. Семинара хăйсен ĕçне пуçарма шутланă 45 çын килнĕ. Вĕсене бизнес-план, отчет мĕнле туса пымаллине, налог мĕнле тӳлемеллине вĕрентĕ.
АНАТ КАМĂРИ ÇКХ ĕçченĕсем çурхи ейĕве хатĕрленсе çанă тавăрса ĕçлеççĕ, хулари урамсене 60 единица ятарлă техника тасатать. Сăмах май, кăçал хĕлле пуçланнăранпа вĕсем 13 пин «КАМАЗ» юр тăкма ĕлкĕрнĕ. Хулари Мир, Строительсен проспекчĕсене юртан тасатнă та ĕнтĕ, кĕçех Химиксен проспектĕнче те ĕçе вĕçлĕç.
***
Районта ачасене усрава илекен çемьесем нумайланаççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ хăйсен ачисене ӳстернĕ, тӳрех темиçе ачана хӳтлĕх парас текенсем те йышлăн. Районти опекăпа попечительство уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра кун пек 29 çемьере 38 ача воспитани илет. Усрав çемьесене кашни ача пуçне уйăхсерен 9 пин тенкĕ пособи тӳленет. Кунсăр пуçне вĕсене район та пулăшать.
ЕЛАБУГА районĕн çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм управленийĕ çĕнĕ проекта – çамрăксене ĕçпе тивĕçтерекен агентствăна – хута янă.
Вăл студентсене, хулари ятарлă вăтам пĕлӳ паракан учрежденисенчен, аслă шкулсенчен вĕренсе тухакан специалистсене тата каникул вăхăтĕнче шкул ачисене хулари предприятисене ĕçе вырнаçма пулăшать. Хальхи вăхăтра «даннăйсен базинче» 200 ытла ваканси пур. Агентствăна пулăшу ыйтса килнĕ çамрăксене студентсен отрячĕсене кĕме сĕнеççĕ. Унта тăракан çамрăксен çуллахи вăхăтра Раççейĕн кăнтăр регионĕсенчи лагерьсенче çулла вожатăй, инçе çула каякан поездсем çинче проводниксем пулса ĕçлеме май пур.
 
: 1046, Хаçат: 10 (896), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: