Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ретĕн-ретĕн хурса тухнă медальсемпе, йăлтăртатса тăракан кубоксемпе кĕтсе илчĕ Кивĕ Чакă (Çĕпрел) вăтам шкулĕн спорт залĕ мартăн 8-мĕшĕнче район спортсменĕсене. Пĕр кун маларах йĕлтĕрпе чупассипе район центрĕнче иртнĕ ăмăрту хыççăн сывлăш та çавăрса яма ĕлкĕреймен пулин те вĕсем каллех йĕлтĕр çине тăрса пĕр-пĕринпе ăмăртма хатĕр. Урăхла пулма та пултараймасть, ку ăмăрту юлашки çулсенче районти чи хитре уявсенчен пĕрне çаврăнчĕ-çке. Ăна йĕлтĕр спорчĕн ветеранне, Кивĕ Чакă вăтам шкулĕн директорĕ, истори тата физкультура учителĕ пулнă Н.П.Бултыкова асăнса виççĕмĕш çул ирттерчĕç. Яланхи пекех ăмăртăва Николай Павловичăн вĕренекенĕсем А.Иванов, В.Солдатов, А.Исли, вырăнти ял хутлăхĕ, Кивĕ Чакă вăтам шкулĕ, ялти чиркӳн пачăшки Олег атте тата, паллах, мăшăрĕ Зоя Михайловнăпа ачисем йĕркелерĕç.
Хисеплĕ вĕрентекене, ентеше асăнса иртекен спорт ăмăртăвне ял-йыш, тавра ял кашни çул чăтăмсăррăн кĕтет. Мĕншĕн тесен акă ĕнтĕ виççĕмĕш çул вăл кулленхи пурнăçа хăйне евĕрлĕ илем кĕртнисĕр пуçне ял-йыша, уйрăмах çамрăк ăрăва, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма та вĕрентет. Шăпах çакă ĕмĕрне ачасене воспитани парса ирттернĕ учителĕн ятне ĕмĕрлĕхе асра хăварма хистет те. Ентешне хисеплесе, ăмăртăва тивĕçлĕ шайра ирттерес тĕллевпех ял-йыш мероприятие тахçанах хатĕрленме тытăннă: ăмăрту вырăнне илемлетнĕ, вăрманта йĕлтĕрçĕсен мар- шрутне палăртса йĕлтĕр йĕрĕ хатĕрленĕ. Ку кăна та мар, юр нумаййине пăхмасăр, çывăхри сăртри юра таптаса таçтан курăнмалла «Н.П.Бултыкова асăнса» тесе çырма, сас паллисене кăвак тĕспе сăрласа илемлетме те ӳркенмен.
Чăн та, ăмăрту маларах палăртнă пек мартăн 6-мĕшĕнче иртеймерĕ – вăйлă çил-тăман тухнипе ăмăртăва мартăн 8-мĕшне хăварма тиврĕ. Çапла майпа вăл Хĕрарăмсен кунĕпе тӳр килсе тата хитререх уява çаврăнчĕ. «Николай Павлович хĕрарăмсене питĕ хисеплетчĕ, çавăнпа ăмăртăва эпир палăртнă кунра мар, Мартăн 8-мĕшĕнче ирттерчĕ пуль», – терĕç кун пирки ăна лайăх пĕлнĕ юлташĕсемпе ĕçтешĕсем.
Вырăнти шкулти спорт залĕнче пулнă построени хыççăн Анат Чакă, Кивĕ Аксу, Чăваш Çĕпрел, Хурăнвар-Шăхаль, Çĕнĕ Упи, Упи, Çĕнĕ Йĕлмел, Чăваш Паснапуç ялĕсенчи шкул ачисем, тавра ялта пурăнакан тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем, канмалли кунсене хуларан килнĕ студентсем, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем йĕлтĕр йăтса вăрман хĕррине васкарĕç.
Çамрăк спортсменсем тенĕрен, районти спорт шкулĕн директорĕ Н.И.Хрисанов каланă тăрăх, ку ăмăртăва йĕлтĕр спорчĕпе чи вăйлă шкулсем килнĕ. Ачасенчен нумайăшĕ районăн пĕрлештернĕ командин членĕ. Çĕпрелсем район чысне кăçал Хусанта тата Ешĕлварта иртнĕ «Шкул ачисен спартакиади», «Тутарстан шанăçĕ» республика ăмăртăвĕсенче хӳтĕлесе 4 тата 5-мĕш вырăнсем йышăннă-мĕн.
Хальхинче те акă ку ăмăртăва пуçласа хутшăнакансем питĕ сахаллăнччĕ. Нумайăшĕ иртнĕ ăмăртусен çĕнтерӳçисем, вĕсем кăçал та кубоксăр таврăнас мар тесе пĕтĕм вăйран тăрăшма хатĕрленсе килни, ăмăрту хĕрӳ пуласси мероприятийĕн пĕрремĕш минучĕсенчех палăрчĕ. Спортра ултав çук, кунта мала тухасси пĕр хăвăнтан кăна килет, çавăнпа старт умĕн ватти те, вĕтти те пĕр пек хумханать. Умра 2-3-5 километр дистанци пулни мар, кая юлса ял-йыш умĕнче намăсланасси шиклентерет. Физкультура учителĕсем хăйсен вĕренекенĕсемшĕн ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен те ытларах хумханчĕç-тĕр. Старта тухнă кашни ачапа шухăшра хăйсем те чупрĕç пекех туйăнчĕ. Пуçтарăннă халăх финиша çитсе пыракан кашни спортсмена хаваслăн кăшкăрса хавхалантарса тăчĕ.
Старта 5-6, 7-9, 10-11 классем, 18-29, 30-39, 40 тата ытларах çултисем, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем тата чи пĕчĕккисем тухрĕç, пурĕ 13 чупу пулчĕ. Çапла вара: 5-6 классенче вĕренекен хĕр ачасен хушшинче (1 км): А.Юманова (Çĕнĕ Упи) – I, К.Иванова (Хурăнвар-Шăхаль) – II, Ю.Корсакова (Çĕнĕ Йĕлмел) – III;
5-6 классенче вĕренекен арçын ачасен хушшинче (2 км): А.Макаров (Çĕнĕ Упи) – I, В.Спиридонов (Упи) – II, Ю.Самандеев (Çĕнĕ Упи) – III;
7-9 классенче вĕренекен хĕр ачасен хушшинче (2 км): Л.Макарова (Çĕнĕ Упи) – I, Ю.Мискина (Çĕнĕ Йĕлмел) – II , О.Хемницер (Чăваш Çĕпрел) – III;
7-9 классенче вĕренекен арçын ачасен хушшинче (3 км): Н.Макаров (Чăваш Çĕпрел) – I, Д.Ярухин (Çĕнĕ Упи) – II, Д.Волков (Чăваш Çĕпрел) – III;
10-11 классенче вĕренекен хĕр ачасен хушшинче (2 км): М.Ярзуткина (Çĕнĕ Упи) – I, К.Михайлова (Хурăнвар-Шăхаль) – II, Х.Хрисанова (Чăваш Çĕпрел) – III;
10-11 классенче вĕренекен арçын ачасен хушшинче: А.Солдатов (Кĕçĕн Аксу) – I, П.Хемницер (Чăваш Çĕпрел) – II, П.Ярухин (Упи) – III;
18-29 çулти хĕрарăмсен хушшинче (2 км): О.Волкова (Анат Чакă) – I, А.Мердюкова (Кĕçĕн Аксу) – II, И.Мердюкова (Кĕçĕн Аксу) – III;
18-29 çулти арçынсен хушшинче (5 км): Е.Митрошкин (Чăваш Паснапуç) – I, А.Солдатов (Кĕçĕн Аксу) – II, О.Катмаков (Анат Чакă) – III;
30-39 çулти хĕрарăмсен хушшинче (2 км): З.Денисова (Хурăнвар-Шăхаль) – I, И.Максимова (Упи) – II, Н.Солдатова (Кĕçĕн Аксу) – III;
30-39 çулти арçынсен хушшинче (3 км): В.Нятюнов (Анат Чакă) – I, И.Максимов (Упи) – II, В.Митрофанов (Анат Чакă) – III;
40 тата ытларах çултисен хушшинче (3 км): П.Спиридонов (Упи) – I , В.Солдатов (Кĕçĕн Аксу) – II, Н.Хрисанов (Чăваш Çĕпрел) – III;
Ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем:
С.Тарасов («Звезда» ял хутлăхĕ), А.Ярухин (Упи ял хутлăхĕ), А.Садыков (Чакă ял хутлăхĕ) туслă пулса финиша пĕрлех çитрĕç.
Ăмăртăва хутшăннă чи пĕчĕк спортсменсене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç, вĕсене те Хисеп грамотисемпе, финиша пĕрремĕш килнĕ В.Солдатова (Кĕçĕн Аксу) – кубокпа тата Н.Бултыковăн аслă мăнукне Е.Елисеева медаль парса чысларĕç.
Ăмăртăва кăçал та çемйипех хутшăнакансем пулчĕç. Кĕçĕн Аксури Солдатовсен çемйи, тĕслĕхрен, унчченхи наградăсен çумне тата 5 медальпе икĕ кубок хушрĕ.
Хĕрӳ ăмăртăва хутшăнакансене кашнине вĕри чейпе, пылак çимĕçпе сăйланисĕр пуçне шкулта вĕри апат та çитерчĕç. Ку енĕпе ялти чиркӳ пачăшки Олег атте пулăшнă-мĕн.
Н.П.Бултыкова асăнса виççĕмĕш хут иртнĕ ăмăртăва шкулти спорт залĕнче пĕтĕмлетсе унăн мăшăрĕ, çак шкулта темиçе çул ачасене вĕрентнĕ Зоя Михайловна мероприятие хатĕрлеме, ирттерме пулăшакансене, хутшăннă кашни спортсмена, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсене, ял-йыша тав турĕ. Ку ырă йăлана çитес çул та малалла тăсасса шаннине пĕлтерчĕ. Çĕнтерӳçĕсене медальсемпе, кубоксемпе чысларĕç (вĕсене Николай Павловичăн çемйи хатĕрленĕ – авт.) Вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А.Садыков З.М.Бултыковăна, вĕсен ачисене ялта çакăн пек илемлĕ мероприяти пуçарса янишĕн ял ятĕнчен тав туса тата Хĕрарăмсен уявĕпе саламласа пысăк картина парнелерĕ.
Чăн та усăллă мероприяти пуçарнă чакăсем, вăл районти çамрăксене пĕр-пĕринпе туслашма, спорта аталантарма, ял пурнăçне илем кӳме пулăшать. Районта ял, шкул сумне ӳстерет. Апла пулин те вырăнти шкул директорĕшĕн ку пĕлтерĕшлех мар пуль, унсăрăн вăл ку мероприятие вуçех килменнине, хăйĕн шкулĕн ачисене мероприятие кайма шкул автобусне уйăрманнине ниепле те ăнлантарма çук.
 
: 1626, Хаçат: 10 (896), Категори: Спорт тата сывă пурнăç йĕрки

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: