Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш Енри Комсомольски районĕнчи Йăвашкел ялĕнче пурăнакан Кольцовсен пысăк çемйин кĕрекене пĕрле пуçтарăнмалли сăлтавĕсем çине-çинех. Нумай пулмасть кăна вĕсем ашшĕпе амăшĕ пĕрлешнĕренпе 60 çул çитнине, кĕçĕн хĕрĕн Иринăн 50 çулхи юбилейне паллă турĕç. Халĕ акă каллех уяв – амăшĕ Анастасия Тарасовна мартăн 2-мĕшĕнче 85 çул тултарчĕ. Турă пулăшсан, çулла ку çемье каллех кĕрекене ларĕ-ха, ун чух ашшĕн Петр Алексеевичăн 80 çулхи юбилейне паллă тăвĕ.
Анастасия Тарасовнăпа Петр Алексеевич пурнăçра йывăрлăхне сахал мар тӳснĕ пулин те вĕсене телейсĕр теме çук. Иккĕшĕ пĕр-пĕрин тĕревĕ пулса 60 çул ытла пурăнаççĕ-çке, ку вара хăех Турă пилленĕ телей мар-и? 4 ачи тахçанах ӳссе çитĕннĕ ĕнтĕ вĕсен, пурте ура çинче çирĕп тăраççĕ, куç тулли пăхса савăнмалăх 11 мăнукĕпе 6 кĕçĕн мăнукĕ те пур. Ватлăхра хăйсене пăхма тесе ывăл çуратса ӳстерни те ахаль пулман, халĕ тĕп килте Василий ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ. Ачи-пăчи, мăнукĕсем час-часах килсе савăнтараççĕ.
1949 çулта çемье çавăрнă Кольцовсем. Совет çĕршывĕн юхăннă экономикине ура çине тăратма вĕсем те сахал мар пай кĕртнĕ. Ял-йышпа пĕрле хуçалăх ĕçĕнчен пĕр кун та юлман, вăхăтĕнче тимĕрçĕре те тăрăшнă, çум та çумланă, хăмла та ӳстернĕ... Хăмла тенĕрен, унăн нуши-тертне çак ĕçре ĕçлесе курман çын кăна чухлаймасть. Черчен ӳсен-тăрана ӳстересси, ăна кайран пуçтарасси ай-яй йывăр. Çакна Кольцовсем çын сăмахĕ тăрăх кăна мар пĕлеççĕ. Петр Алексеевич бригадирта тăрăшнă чух пулас тухăç шăпишĕн, плана тултарассишĕн сахал мар тăрăшнă-çке.
Ку çемьене Йăвашкел тăрăхĕнче пĕлмен çын çук, вĕсем çак ялта ĕмĕрĕпех пурăнаççĕ, ку мăшăр хуçалăх ĕçне пăрахнăранпа та 15 çул кăна иртнĕ-ха. Вăй, сывлăх пулнă пулсан халĕ те килте лармастчĕç-тĕр. Ара, вĕсем пурнăçлайман ĕç паян та çук-çке. Петр Алексеевич, тĕслĕхрен, ăста платник, тимĕрçĕ, пахчаçă. Кунсăр пуçне тата пултаруллă тавра пĕлӳçĕ те. Тавра ял историне ун чухлĕ пĕлекенни ку тăрăхра тупăнмасть те пулĕ. Пулни-иртни çинчен историлле фактсемпе çирĕплетсе сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. Ахальтен мар-çке ăна ял-йыш «утса çӳрекен энциклопеди» тесе хаклать.
Кольцовсен çемйи çĕршыври пин-пин çемьерен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть темелле. Тĕрĕссипе каласан, кун пек тĕллев те пулман вĕсен, атте-анне пилне асра тытса çынран кая мар пурăннă – çавă çеç, ĕçе ӳркенмесĕр, тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă, ачи-пăчине тĕрĕс воспитани панă. Ачисем ватлăхра пăрахманни, ăшă сăмахсем каласа тав туни хăех ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк телей. Анастасия Тарасовнăна та акă юбилей ячĕпе саламлама мĕнпур ачи, кĕрӳшĕсемпе кинĕ, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем пуçтарăнчĕç. Кĕрекере мĕн чухлĕ ăшă сăмах каларĕç. Вĕсен саламĕсем çумне эпир те хутшăнса пултаруллă чăваш хĕрарăмне чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тата нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр.
 
: 1166, Хаçат: 9 (895), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: