Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Хĕр суйлама фермăна кайрăм», – тесе шӳтлет манăн кĕçĕн йăмăкăн Зойăн упăшки Володя. Зоя Федорова (хĕр чухнехи хушамачĕ Атряскина) Аксу районĕнчи Кивĕ Аксу ялĕнче çуралса ӳснĕ, 1959 çулта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн икĕ çула яхăн фермăра доярка пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтра кӳршĕллĕ Кӳшӳ ял каччи Володя фермăна хĕр шырама килнĕ. Кĕрӳ хăй çак ăнсăрта çапла аса илет:
– Ку вăл шӳтле çеç пулса тухрĕ темелле. Эпĕ ун чухне авланасси çинчен шутласах та кайманччĕ пуль. Пĕррехинче хамăр ял ачисем мана Аксу ферминче дояркăсем ĕçлеççĕ терĕç. Эпир, ик-виç çамрăк, лаша кӳлсе фермăна çул тытрăмăр. Çитрĕмĕр те хĕрсем витресемпе иртсе кайнине интересленсех айккинчен пăхса тăратпăр. Юлташсем мана пĕр хĕре кăтартрĕç. «Çук, ку кăмăла каймасть мана, ытла та черчен», – тетĕп. Çав вăхăтра тепĕр хĕр курăнса кайрĕ. Вăл та мана килĕшмерĕ. Виççĕмĕшĕ вара çӳллĕ, яштака пӳллĕ, патвар, çирĕппĕн утса пырать. Эпĕ вара тӳрех: «Вăт ку хĕр манăн пулать, çакна вăрласа каятпăр», – терĕм.
Çак чăрсăр каччă Володя 3-4 кун иртсенех юлташĕсемпе пĕрле фермăна пырса Зойăна ирĕксĕр урапа çине лартса, Кӳшӳне вăрласа каять. Зоя ун чух 18-та кăна пулнă-ха. Амăшĕ Вера Викторовна çак хыпара илтсен сехри хăпнипе ăшталанса ниçта кайса кĕреймен, унтан хăйпе пĕр тăван Зинукпа пĕрле Кӳшӳне кайса Зойăна Володьăран тăпăлтарса каялла Аксăва илсе килнĕ. Зоя аптранипе ним тума та пĕлмен, пĕрмай макăрнă. Вара амăшĕ хăйĕн йăнăшне туйса хĕрне каялла Кӳшӳне илсе кайма чарман. Çакăн пек пăтăрмахсем пулса иртнĕ хыççăн тин туй тунă. Аксу хĕрне Кӳшӳ ялне качча панă.
Унтанпа 50 çул иртсе кайрĕ. Зойăпа Володя пĕр-пĕринпе килĕштерсе 50 çул тату пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те хастар, пĕр-пĕрин хушшинче урлă-пирлĕ калаçнине те нихăçан та илтмен.
Зоя качча кайнă хыççăн доярка ĕçне пăрахать. 1961 çулта ялсенче учительсем çитмен пирки ăна Çĕнĕ Аксу шкулне ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Çав вăхăтрах Мелекесри пединститута куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Çав çулах Володьăна салтака илсе каяççĕ. Володя 3 çул хĕсметре тăнă вăхăтра Зоя ĕçлет, вĕренет, килти хуçалăха тытса пырать. 1963 çулта Володя салтакран таврăнать. В.Ленин ячĕллĕ колхозра агроном, кладовщик пулса ĕçлет. Çав вăхăтрах Теччĕри ял хуçалăх техникумĕнче агронома вĕренсе тухать.
1970 çулта Зоя пединститут пĕтерсе вырăс чĕлхипе литература учителĕн дипломне илет.
Çав çулах вĕсем Аксăва пурăнма куçаççĕ. Зоя Александровна вăтам шкулта ачасене вĕрентет, Владимир Сергеевич сельхозтехникăра крановщик, тракторист, слесарь пулса ĕçлет.
1976 çулта вĕсем çемйипех Анат Кама хулине пурăнма куçаççĕ. Зоя Александровна Анат Кама хулинчи 4-мĕш номерлĕ вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури тата нимĕç чĕлхи урокĕсене илсе пырать. Çакăнтах 6 çул завуч пулса ĕçлет. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та кунта нумай тăрăшать. Шкулта 42 çул ĕçленĕшĕн ăна «Вĕренӳре паха çитĕнӳсем тунăшăн» медальпе тата ытти нумай наградăпа чысланă.
Владимир Сергеевич Анат Камăна куçса килнĕ хыççăн тӳрех шинăсем тăвакан завода ĕçлеме кĕрет те унта мĕн пенсие кайиччен слесарь, фрезеровщик, бригадир пулса тăрăшать. Унăн специальноçĕсем нумай: платник, столяр, слесарь, шофер, тракторист, крановщик, агроном тата ытти те. Наградисем те питĕ йышлă ĕç ветеранĕн.
Зоя Александровнăпа Владимир Сергеевич Федоровсем виçĕ ача çуратса ӳстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă, пурне те аслă пĕлӳ панă. Аслă хĕрĕ Людмила Свердловскри финанспа экономика институтне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Нефтеюганск хулинче финансист, налог инспекцийĕн тĕп бухгалтерĕ.
Иккĕмĕшĕ Елена Анат Кама хулинче çĕвĕ çĕлекен фабрикăн пуçлăхĕ, специальноçĕ – инженер-технолог. Вăл Иваново хулинчи текстиль институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.
Кĕçĕнни Сергей Хусанти энергетика институтне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Анат Кама хулинчи «Нижнекамскнефтехим» производство пĕрлешĕвĕн энергипе тивĕçтерекен управленийĕн пуçлăхĕ. Вăхăтĕнче шӳтлесе кăна пĕрлешнĕ Зойăпа Володьăн çемйинче халĕ пурĕ 16 çын. 7 мăнукĕпе 1 кĕçĕн мăнукĕ те пур.
Кăçал мартăн 2-мĕшĕнче Зоя Александровнăпа Владимир Сергеевич ылтăн туйне паллă турĕç. Çак пысăк уявпа вĕсене чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей сунатпăр.
 
: 1340, Хаçат: 9 (895), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: