Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанри чăвашлăх çĕнĕрен чĕрĕлесси чи малтан Анат Кама хулинче пуçланнă темелле. Унта чи малтан чăвашсен обществăпа культура центрĕ, «Шăнкăрав» ансамбль, «Тамаша» театр йĕркеленчĕç, каярах чăваш гимназийĕ уçăлчĕ. Пуçаруллă хастар чăвашсен йышĕнче 1990-мĕш çулсенче тата 2000-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Галина Спиридонова уйрăмах паллă вырăнтаччĕ. Чăвашсен республика шайĕнче иртекен мĕнпур мероприятине хутшăнатчĕ Анат Камăри чăваш гимназийĕнче тăрăшакан, хулари телерадиокомпанире чăвашла передача ертсе пыракан, ачасен ансамбльне те йĕркелесе янă Галина Михайловна. Тем вăхăтран илемлĕ саслă, тăван чĕлхепе çепĕççĕн калаçакан Спиридонова сасартăк пач çухалчĕ: чăвашсен мероприятийĕсенче те курăнмарĕ, редакцие те шăнкăравлама пăрахрĕ… Анаткамăсем вăл хуларан куçса кайнине пĕлтерчĕç. «Мĕнле-ха, чăвашлăхшăн хыпса çунаканскер пĕтĕм ĕçе пăрахса ăçта кайнă?» – çак ыйтусем çине хурав çийĕнчех тупăнмарĕ.
Пĕлтĕрхи чăтма çук шăрăх çу кунĕсенчен пĕринче çеç редакци телефонĕ шăнкăртатсан Галина Спиридонова çинчен пĕлме пултартăмăр. Вăл пирĕн пата Францирен шăнкăравларĕ. Унта пиллĕкмĕш çул пурăнать иккен ентешĕмĕр. Мĕн тетĕр, унта та чăваш чĕлхине манмасть вăл. Тăван культурăна çуралнă çĕртен аякра та аталантарасшăн çине тăрса тăрăшать чăваш хĕрарăмĕ, унта та чăвашсене шыраса тупнă, вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсене те хастар хутшăнать иккен ентешĕмĕр. Чикĕ леш енне пурăнма кайнă чух вăл тĕрĕллĕ наци тумне те манса хăварман, уявсене хутшăннă чух французсем куç илмесĕр пăхаççĕ-тĕр пирĕн йăхташăмăр çине.
Галина Михайловна каланă тăрăх, Францири пурнăç унăн кăмăлне каять. Вăл мăшăрĕпе Клавдиопа Францин чиккинчи Вольморонже-Лез ятлă ялта пурăнать. Асăннă ял Люксембург çумĕнчех вырнаçнă. Сăмах май, Галинăн аслă хĕрĕ çемйипе шăпах Люксембургра пурăнать иккен.
Французсем еплерех пурăнни çинчен эпир иртнĕ çулсенче «Суварта» çырнăччĕ-ха: редакцире нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Николай Степанцев хăйĕн хĕрĕ патне кайса килсен питĕ тĕплĕн каласа панăччĕ. Николай Степановичăн сăмахĕсене Галина Спиридонова та çирĕплетрĕ: французсем тум енчен пит чаплă тумланма тăрăшмаççĕ, апат та вĕсен пирĕнни пек сĕтел авăнасла йăтăнса лармасть. Килте укçа тавраш тытмаççĕ французсем, йăлтах банкра. Мăшăрĕ халь те тĕлĕнме пăрахмасть тет: «Эсĕ Раççейре пурăннă чух килте ларман вĕт-ха, миçе çул ĕçленĕ, нивушлĕ санăн банкра пĕр тенкĕ укçа та çук?» – тесе ыйтать тет час-часах. Ют çĕршыв çыннине пирĕн пурнăçа ăнланма йывăртарах пуль çав. Раççей çыннисенчен нумайăшĕн ĕç укçи тепре шалу иличчен аран-аран çиткелет те, ăçта унта банка хума?
– Кунти йăла-йĕркесене хăнăхрăм пулин те, хăш-пĕр япалана пурпĕр хамăрла тăватăп. Тĕслĕхрен, манăн сĕтел нихăçан та çурма пушă мар, унта тутлă апат туллиех. Франци халăхĕ апат хатĕрленĕ чух ытларах çурма фабрикатсемпе усă курать, эпĕ вара йăлтах килте хатĕрлеме кăмăллатăп: котлет та, пельмень те хамах тăватăп, кукăльсем те пĕçеретĕп, – каласа парать Галина Михайловна.
Çакă кăна-и, ларма-тăма пĕлмен чăваш хĕрарăмĕ çурчĕ çумĕнчи çĕр лаптăкĕ çинче… çĕр улми те лартса ӳстерет! Пĕр сăмахпа – маттур чăвашсем Францире те аптрамаççĕ. Чăваш юрри-ташшипе упăшкипе унăн тăванĕсене савăнтарсах тăрать Галина. «Эсĕ пирĕн илемлĕ чечекĕмĕр», – теççĕ ăна лешсем. Французла аванах калаçать пулин те, çак чĕлхене тата аванрах вĕренесшĕн Г.Спиридонова. Çав хушăрах чăваш чĕлхишĕн питĕ тунсăхлать, «тăван чĕлхепе ытларах калаçас килет» тет.
Халăхсен хушшинчи хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр сире, Галина Михайловна!
 
: 1094, Хаçат: 9 (895)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: