Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ĕçре хуçа мĕнлерех пулнинчен питĕ нумай килет, паллах. Ĕçтешĕсене чунне паракансем те сахал мар. Ун пеккисем çинчен яланах ырă сăмахпа мухтаса каланине илтме пулать.
Осиново поселокĕнче вырнаçнă «Майский» теплица комбиначĕ» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорне И.Г.Ганеева, сăмахран, ĕçтешĕсем питĕ хисеплеççĕ. Вăл ĕçченсене ĕç укçи тӳленисĕр пуçне вĕсен канăвне те йĕркелет. Теплицăра ĕçлекенсем ним мар канма кайма пултараççĕ. Концертсемпе спектакльсене, цирка тӳлевсĕр майпа курма çӳреççĕ.
Чăваш концерчĕсене те пĕрне те килмесĕр юлмаççĕ майскисем. Кирек мĕнле мероприятие те пĕр-ик пысăк автобус тиенсе килеççĕ вара. Хăйсем кăна мар-ха, чечек çыххисемпе пĕтĕм зала илемлетеççĕ. Тĕрĕссипе каласан, сцена çинчи пĕр артист та чечексĕр каймасть.
Çак пархатарлă ĕçе пĕтĕмпех комбинат пуçлăхĕ туса пырать.
– Вăл чăвашне те, тутарне те пайламасть. Пурне те пĕр пек пăхать. Пур халăх культурине те хисеплет, – тет 8-мĕш цехра ĕçлекен Людмила Колбасова.
Людмила Николаевна теплицăра 1995 çултанпа ĕçлет. Хăярпа помидорсем акса ӳстернĕ çĕрте яланах малта пырать. Тухăç кашни çулах ăнса пулать унăн. Мĕншĕн тесен вăл чунне парса ĕçлет. Калчасем чирлесрен кашнине сăнаса тăрать. Кунта та çав хуçине кура пурнăç пырать.
Малта пыракан Людмила Колбасовăна комбинатра питĕ хисеплеççĕ. Ĕçленине кура хăйне те хавхалантараççĕ. Хисеп хучĕсем те сахал мар унăн, преми те параççĕ.
Ĕçленипе кăна мар, Людмила Николаевна пушă вăхăтра питĕ вулама юратать. Унăн килĕнче кĕнекесем чи чаплă вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем питĕ нумай. Кăçал вăл «Сувар» хаçатран чăваш кĕнеки выляса илчĕ. Çак парнешĕн вăл питĕ савăнчĕ. Тăван чĕлхепе çырнă кĕнекене вара халиччен вуланисем патне хурса килти библиотекине пуянлатрĕ.
«Сувар» хаçата та Людмила Николаевна тахçантанпах çырăнса илет. Юлашки çулсенче уйрăмах вăл чăваш концерчĕсене курма килсен çырăнма тăрăшать. Питĕ интереслĕ, ăна кашнинчех ăнать. Шăпи çапла пуль? Пĕр çул çырăннă квитанцисене концерт вăхăтĕнче вылянтарнăччĕ, ун чухне те парне тухрĕ. Сцена çине тухса илчĕ.
Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче çуралса ӳснĕ Людмила телейлĕ çын теес килет. Вăл килĕнче пĕр хĕрарăм çеç. Мăшăрĕпе икĕ ывăлĕ ăна алă çинче йăтса çӳременни кăна. Килте, хĕр ачасенчен пĕрре те кая мар, пур ĕçе те ывăлĕсем тума тăрăшаççĕ. Амăшĕ ывăнса килнине чухласа апатне те пĕçерме ĕлкĕреççĕ.
Людмила Николаевна ялтан темиçе çул каяллах тухса кайнине пăхмасăр чăвашсемпе кунта та курнăçмасăр тăмасть. Уйрăмах чăваш артисчĕсен юрри-ташшисене кăмăллать. Вĕсене яланах курма май пулнишĕн комбинат директорне тата концертсене йĕркелекенсене пысăк тав сăмахĕ калать.
 
: 1033, Хаçат: 9 (895)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: