Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстан хăйĕн тĕп отраслĕсенчен пĕрин, ял хуçалăхĕн, 2010 çулхи ĕçне февралĕн 27-мĕшĕнче Çӳлту районĕнче пĕтĕмлетсе кăçалхи тĕллевсене палăртрĕ. Коллегие ТР Президенчĕ Рустам Минниханов хутшăнчĕ.
Юлашки 10 çулта республикăн çулсерен вăтамран 7-шер процент ӳсĕмпе аталанса пыракан ял хуçалăхĕшĕн те пĕлтĕрхи çу уйăхĕсем тĕрĕслев пулчĕç темелле.
– Чăтма çук шăрăх çанталăк пирĕн аграрисене тĕрĕс пĕтĕмлетӳсем тума вĕрентме тивĕç. Чылай хуçалăх хальхи вăхăтра йывăр лару-тăрура, нумайăшĕн акма вăрлăх çитмест. Енчен те кăçал та пĕлтĕрхи пек шăрăх тăрсан ку хуçалăхсене самай хавшатать, – тенĕ кун пирки Президент.
Чăн та, çанталăка пула шар курнă регионсене федерацин те, республикăн та правительствисем пулăшусăр хăвармарĕç. Çухату тӳснĕ хуçалăхсем патшалăх тата республика бюджечĕсенчен 10 миллиард тенкĕ ытла укçа илчĕç. Раççей Ял хуçалăх министерствин прогнозĕ тăрăх, унччен тунă çитĕнӳсен шайне пĕлтĕрхи шăрăх çанталăка пула тепĕр икĕ çултан кăна çитейĕ. Мĕншĕн тесен выльăх апачĕ çитменнипе çĕршывĕпе 500 пин пуç ытла мăйракаллă шултра выльăха (вĕсенчен 300 пинĕ ĕнесем) пусма тивнĕ. Хĕллехи вăхăтра ку шут тата ӳсесси те паллă, сăлтавĕ – выльăх апачĕ çителĕксĕрри. Тутарстанра та лару-тăру кунран пит уйрăлсах тăмастчĕ пуль, енчен те унчченхи запассем, республикăра кризиса хирĕç мерăсем йышăнман пулсан. Телее, республикăра мăйракаллă шултра выльăх шутне чакарман, сурăх-качака, кайăк-кĕшĕк йышне вара кăшт ӳстерме те май пулчĕ.
Пĕлтĕрхи типĕ çанталăкра та республикăн ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтĕмпе 425,2 пин тонна чĕрĕ виçепе аш-какай, 1934,4 пин тонна сĕт, 1137,5 миллион штук çăмарта илме пултарчĕç. Калас пулать, ку япăх мар, Тутарстан пĕтĕмĕшле чĕр тавар хакĕпе Раççейре Краснодар крайĕ, Ростов облаçĕ хыççăн виççĕмĕш вырăна тухрĕ.
ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ Марат Ахметов çитĕнӳсемпе пĕрлех çитменлĕхе те палăртрĕ: Арск, Кукмор, Саба, Алексеевски районĕсенчи хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх шутне 7-шер процента ӳстерчĕç пулсан, Менделеевск, Лайăш, Элмет, Азнакай, Павлă, Анат Кама, Лениногорск тата ытти районсенче выльăх-чĕрлĕх шутне 44 процента чакарчĕç.
Аса илтеретпĕр, выльăх-чĕрлĕх шутне сыхласа хăварнă хуçалăхсене бюджетран пулăшу пама шантарнăччĕ. Ку чăнах та çапла пулчĕ. Рустам Минниханов Раççей Премьерĕ В.Путин шăрăх çанталăка пула шар курнă регионсене Интервенци фондĕнчен тырă пама йышăнни пирки пĕлтерчĕ. Ку кăна та мар, март пуçламăшĕнче федераци бюджетĕнчен пирвайхи пулăшу 550 миллион тенкĕ килмелле. Пĕрремĕш кварталта выльăх-чĕрлĕх шутне сыхласа хăварнă, сăвăма ӳстернĕ хуçалăхсене кашни ĕне пуçне 1359 тенкĕ укçа параççĕ. Сăмах май, Президент лайăх ĕçлекен хуçалăхсене малашне те пулăшма шантарчĕ.
Ял хуçалăхĕнчи ахаль те çăмăл мар лару-тăрăва удобрени, çунтармалли-сĕрмелл и хатĕрсен хакĕ ӳсни тата та йывăрлатать. Вĕсене туянма хуçалăхсен укçи сахал, кредит илме те пултараймаççĕ, мĕншĕн тесен банк залогсăр укçа памасть. Ку енĕпе вĕсене муниципаллă районсем пулăшмалла. Юрать-ха, «Таифпа» «Татнефть» предприятисем ял хуçалăхĕсене дизтопливăна литрне 2-шер тенкĕ йӳнĕрех сутма килĕшнĕ. Анчах ку çăмăллăх çур аки вăхăтĕнче кăна пулĕ.
Республикăра туса илекен ял хуçалăх продукцийĕн çурри уйрăм хуçалăхсене, фермерсене, çемье фермисене тивет. Çавăнпа вĕсене аталантарасси çине кăçал уйрăмах тимлĕх уйăрĕç, мĕншĕн тесен вĕсем ял пурнăçне сыхласа хăварма, çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме те пулăшаççĕ.
Шел пулин те, ял хуçалăхне ура хураканни çанталăк условийĕсем кăна мар, ертсе пыма пĕлменни те. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр республикăри районсене выльăх апачĕ хатĕрлеме кашни ĕне-выльăх пуçне 10-шар пин тенкĕ укçа уйăрнă. Пĕрисем выльăх апачĕ хатĕрлеме мĕнпур вăя пухнă вăхăтра теприсем ку укçапа хăйсен тăкакĕсене хупланă. Çапла пĕрисем выльăх шутне те сыхласа хăварнă, сăвăма та ӳстернĕ, теприсем выльăх-чĕрлĕхе выçă хăварнă. Тĕрĕссипе, хуçалăхсен умне сăвăма пĕлтĕрхи шайран чакармалла мар тесе тĕллев лартнă-çке. Çавăнпа çитес вăхăтра кун пек хуçалăхсен ертӳçисен пите самай хĕретме тивет, вĕсен фермисенчи ĕне-выльăхсене лайăх ĕçлекен хуçалăхсене, тен, урăх районсене те куçараççĕ.
Çаплах пулас тухăçа страхлама пĕлменни те нумай ура хурать. Çак çитменлĕхе пĕтерес шутпа ял хуçалăх страхованийĕ, килĕшӳсене тĕрĕс çирĕплетес ыйтусемпе март уйăхĕн пуçламăшĕнче ял хуçалăх ертӳçисем валли ятарлă курссем йĕркелеççĕ. Унтах страховани компанийĕсен кулли пуласран кун пек компанисен чеелĕхĕсем çинчен те ăнлантарĕç.
Сăмах та çук, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ республикăн шанчăкĕ, анчах тĕш тырă, пахча çимĕç япăх ӳстерсен унăн та малашлăхĕ иккĕленӳллĕ. Енчен те çанталăк кăçал та пĕлтĕрхи пек шăрăх пулчĕ-тĕк, ытти отрасльсене те сиен кӳрĕ. Хальлĕхе ку енĕпе шел пулин те, лайăххинчен ытла япăххи палăрать. Пĕлтĕр кĕркунне республикăра пурĕ 730 пин гектара кĕрхи тырă акса хăварнă, анчах вăрлăх япăх пулнипе хăш-пĕр лаптăкра калчасем лайăх вăй илеймен. Вĕсен 20 процентне çĕнĕрен акма тивĕ. Çапах та çĕрте нӳрĕк хальлĕхе çителĕклĕ, ăна хуçалăхсен сыхласа хăварма тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен синоптиксем март уйăхĕнче ăшă, апрель, май, июнь уйăхĕсем типĕ пуласса шантараççĕ. Паллах, тепĕр япалана та манмалла мар, удобренисĕр пĕр гектартан 13-15 центнертан ытла тухăç илеймеççĕ. Çапах та ку алла усмалла тенине пĕлтермест, темиçе çул тĕрĕсленнĕ технологипе усă курмалла, ăна вара хуçалăхри кашни агрономăн пĕлмелле.
 
: 1151, Хаçат: 9 (895), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: