Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Паян эпир сире çамрăк ӳнерçĕпе Ольга Бердниковăпа паллаштаратпăр. Ӳнерçĕ ачи алла кашăк тытма вĕрениччен киçтĕк тытать пулĕ. Манăн умри хĕр те хăçан пĕрремĕш хут алла киçтĕк тытнине астумасть. Мĕн ачаран ӳкернĕ, халĕ урăхла пулма та пултараймасть. Вăл кăçал Н.Фешин ячĕллĕ Хусанти ӳнер училищинчен вĕренсе тухать. Ашшĕ-амăшĕпе, пиччĕшĕн ĕçĕсемпе пĕрлех иртнĕ эрнекун Туслăх çуртĕнче уçăлнă куравра Ольгăн картинисене те курса хаклама пулать. Вăл хăйĕн ĕçĕсенче çутă тĕссемпе, анчах куçа йăмăхтараканнисемпе мар, ытларах усă курнине шута илсен пирĕн умра пурнăçа юратакан, ыррине шанакан анлă тавра курăмлă ӳнерçĕ тăни куçкĕрет. Ольга халь хулара, регионра иртекен куравсене тăтăшах хутшăнать, пурăна-киле, опыт илнĕ май унăн ячĕ Хусантан чылай аякка кайĕ теме пулать.
– Ольга, эсĕ ӳнер училищинче мĕнле факультетра, кам пулма вĕренетĕн?
– Эпĕ дизайн факультетĕнче, тăваттăмĕш курсра Александр Васильевич Новиков класĕнче вĕренетĕп. Пире кунта теме те вĕрентеççĕ, тĕрлĕ материалпа ĕçлеме те, компьютер графикине те, тата ыттине те. Чăн та, гобелен тĕртме вĕрентмеççĕ, эпĕ çак ăсталăха урăх çĕрте хăнăхатăп.
– Ăсталăх тесен… Мĕнле жанрсем, юхăмсем сана çывăх?
– Мĕн тесен те, живопись мана çывăхтарах, графика, акварельпе ĕçлеме те килĕшет. Жанрсем пирки сăмах тапратас пулсан передвижниксене, реализм шкулне асăнмалла пулĕ.
– Апла абстракци тата çавăн евĕрлĕ ытти юхăмсем саншăн чун илĕртмĕш мар? Энди Уорхола вара санăн кумир теме çук.
– Çук пулĕ.
– Мĕнле ӳнерçĕсем саншăн чăн-чăн Вĕрентекен пулса тăраççĕ? Кам сана килĕшмест?
– Паллах, чи малтан аттепе анне. Вĕсенчен вĕренмелли пайтах. Капла, тĕнче шайĕпе илсен… Ян Ван Дейка асăннă пулăттăм. Чăн та, ытларах Раççей ӳнерçисем килĕшеççĕ: Федор Васильев, Валентин Серов… Никам пирки те «вăл килĕшмест» тесе калайман пулăттăм. Ӳнерçĕрен, енчен те унăн Турă панă таланчĕ пур, вĕренмелли пурах, унăн искусстви пире килĕшсех пĕтмесен те.
– Мĕн ӳкерме интереслĕ сана: портрет, пейзаж е натюрморт?
– Паллах, пейзаж. Портретсем çырма та интереслĕ, натюрморт тесен… Композици енчен интереслĕ лартнă пулсан мĕншĕн ӳкерес мар? Паянхи кураври «Свияжск» картинăна эпĕ чунтан хавхаланса ӳкертĕм. Енчен те кураканăн куçĕсем ытти ӳкерчĕксен хушшинче «Свияжск» çинче самант та пулин чарăнсан, асра юлсан манăн кăмăл тулĕччĕ.
– Ольга, санăн пиччӳ Павел – скульптор. Халь çак авалтан пыракан профессие суйласа илесси модăра тееймĕн…
– Чăнах та, ытти чухнехипе танлаштарсан скульптор пулма ĕмĕтленекенсем сахалрах пулĕ паян. Çав вăхăтрах скульптор ĕçне ыйтакансем çук мар, тĕслĕхрен, Павел Мускавра та, Хусанта та заказсем йышăнать. Ĕçсĕр лармасть темелле. Хăвăрт вĕçлемелли ĕçне пулах паянхи курава уçма килеймерĕ. Нумай пулмасть, ноябрьте Германире скульпторсен симпозиумĕ иртрĕ, унта Павел та хутшăнчĕ.
– Санăн пиччӳ мĕнле материалсемпе ĕçлеме кăмăллать?
– Гипспа та, пластилинпа та, бронзăпа та ĕçлет.
– Скульптор тесен, çакна та ыйтам-ха, Николай Церетели скульптортан виçесĕр пысăк кӳлепесем лартма юратнăшăн тăрăхласа кулакансем пайтах, çакна пулах унăн ăсталăхĕ пирки иккĕленекенсем те çук мар. Эсĕ ăна мĕнле хаклатăн?
– Хисеплетĕп. Вăл хăйĕн тĕнче курăмне çапла майпа пирĕн ума кăларса тăратать. Хăйĕн ĕмĕчĕсене, шухăшĕсене пурнăçлама пултарнăшăн хисеплетĕп ăна, маттур.
– Санăн аннӳ хăйĕн тăван ялне, Чăваш Енри Кĕтеснере питĕ юратнине пĕлетпĕр. Ача чухне эсĕ те час-часах пулнă-тăр унта.
– Çапла, ача чух кăна мар, халь те тăтăшах çӳретпĕр унта. Кĕтеснере хамăн тăван ен тесе шутлатăп. Пурнăçри чылай ырă самантсем анне ялĕпе çыхăннă манăн.
– Халь çамрăксем, уйрăмах студент çулĕнчисем, политикăпа питĕ интересленеççĕ курăнать, «Молодая гвардия», «Мы» юхăмсем те йĕркеленĕ. Сана политика кăсăклантарать-и?
– Пур вăхăтра та политика та пулнă, истори те улшăнсах тăнă, апла пулин те искусство хăй еккипех пынă. Паллă ӳнерçĕ Сезан каларăш «ман вăхăт çук, эпĕ ĕçлетĕп». Ĕçлемелле.
– Ĕçлемелле тесен, халь эсĕ диплом ĕçне хатĕрлетĕн ĕнтĕ. Мĕнле тема суйласа илтĕн?
– Чечексем. Мĕншĕн тесен чечексем маншăн илем кӳрекен япала кăна мар, мистикăлла пулăм. Эпĕ чăннипех шанатăп, вĕсем пире илтеççĕ, ăнланаççĕ. Эпир вĕсенче тĕкĕр çинчи пек курăнатпăр.
– Кăçал эсĕ вĕренĕве вĕçлесе дизайнер дипломне алла илетĕн. Малашне мĕнле ĕçпе çыхăнтарасшăн кун-çулна? Чикĕ леш енчи пĕр-пĕр хитре çĕршыва каясшăн мар-и? Ӳнерçĕсенчен чылайăшĕ Испание килĕштереççĕ тенине илтнĕ.
– Çук-çук, эпĕ Раççейре çуралса ӳснипе, пурăннипе мăнкăмăлланатăп. Çемьепе ытти çĕршывсене кайса курман мар, апла пулин те кунтах лайăх. Хусана питĕ юрататăп, вăл ман хула, кунта манăн Тăван çĕршыв. Европа темĕнле паха пулсан та Раççейпе улăштармастăп.
Малашлăх пирки каласан, мана живопись çывăхрах. Çавăнпа хамăн пуласлăха çакăнта тупасса шанатăп.
 
: 1000, Хаçат: 8 (894), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: