Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнекун Хусанти Туслăх çуртĕнче «Посвящение» курав уçăлнă çĕре ТР Художниксен союзĕн председателĕ З.Гимаев, Хусанти Сăнарлă искусствăсен музейĕн ĕçченĕсем тата чылай сумлă çынсем хутшăнчĕç. Унта Бердниковсен çемйин ĕçĕсене тăратнă. Пирĕн вулаканшăн Бердников хушамат çĕнĕ мар, Татьяна Бердникова ĕçĕсене те пĕрре мар пичетленĕ, хăйĕнпе те интервью çырнă. Унăн мăшăрĕ Юрий те нумай енлĕ, пултаруллă ӳнерçĕ пулни çинчен каласа панă. Икĕ талантлă ӳнерçĕ хăйсем пекех пултаруллă ывăлпа хĕр çуратса ӳстернĕ, Павелпа Ольга. Курава тăратнă картинăсем тăрăх çемье живопиçе парăннă темелле, чăн та, кашнин хăйне килĕшекен темăна уçма хăйĕн меслечĕ – кам çуллă сăрăсемпе ĕçлеме килĕштерет, кам – акварель пулăшнипе чунри чи черчен те чи илемлĕ туйăмсене çын умне кăларать.
«Посвящение» Бердниковсемшĕн ахаль, черетлĕ курав пулмарĕ. Аслă Бердниковсем ӳнер анинче вăй хума пуçланăранпа 30 çул çитнине çапла паллă турĕç, анчах тепĕр сăлтав та пулнă ăшпиллĕ мăшăрăн – вĕсем çемье çавăрнăранпа 30 çул çитнĕ, Бердниковсем Ĕнчĕ туя çапла хăйне евĕрлĕ палăртса питĕ тĕрĕс турĕç. Татьяна Михайловнăн йăмăкĕ Людмила Михайловна каланă пекех, тĕрлĕ тематикăллă картинăсене ĕнчĕ пĕрчине илнĕ пек асăрхануллăн çип çине тирсе мăй çыххи тунă тейĕн.
Курав Туслăх çуртĕнче иртнипе те пулĕ, авторсем ытларах халăх культурине сăнлакан ĕçĕсене тăратнинчен тĕлĕнме кирлех мар-тăр. Пӳлĕмĕ пысăк пулманнипе ĕçсем сахал вырнаçнă, паллах, анчах вĕсенче вырăс культури те, тутар халăх сăнарĕ те тата, паллах, пуринчен ытла чăваш фольклорĕ асамлăн куç умне тухса тăрать. Акварельпе çырнă чăваш халăх тумĕ-юмĕ питĕ çăмăллăн курăнать, халь-халь саланса каяс пĕлĕт татăкĕсенчен пухса ӳкернĕн туйăнать.
Куравăн шухăш-кăмăлĕ, тĕллевĕ Хусанти С.Садыкова ертсе пыракан «Салам» фольклор ушкăнĕн чăваш халăх юррисемпе тата уççăнрах, савăкрах, чăвашларах курăнчĕ. Мăн асаттесен-асаннесен юррисем чуна пырса тивсе пыра кăтăкларĕç, ачалăха вăратрĕç. Курав чăн-чăн уяв пек уçăлчĕ.
 
: 994, Хаçат: 8 (894), Категори: Курав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: