Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

РФ ШĔМĕнчи реформа, март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрекен «Полици çинчен» закон хыççăн милици сотрудникĕсен ĕçĕ тĕпрен улшăнасси куçкĕрет. Ку çĕнĕлĕхсем пире те хумхантараççĕ, мĕншĕн тесен РФ ШĔМ системинче йăхташсем нумайăн ĕçлеççĕ. Шăпах çавăнпа историе кĕрсе юлакан пулăм умĕн милиционер чăвашсемпе калаçмасăр пултараймарăмăр.
Çĕпрел районĕнчи Матак ял каччи Евгений Кузнецов шăпах вĕсенчен пĕри. Вăл – милици старшини, хальхи вăхăтра Ульяновск хулинчи милици батальонĕн тытса чаракан ушкăнĕнче тăрăшать. Вăл ку структурăна ăнсăртран çакланнă каччă мар. Хăй калашле, ачаранах ĕмĕтленнĕ, унăн вăл юнра. Евгений районĕпе паллă çар династийĕн çемйинче çитĕннĕ: тăван пиччĕшĕсемпе шăллĕ çар çыннисем, амăшĕ енчи тăванĕсем милици ĕçченĕсем. Урăхла каласан, камран тĕслĕх илмелли пулнах. Çавăнпа çартан таврăнсан мĕнле профессие суйласси пирки иккĕленӳ пулман унăн. Шкулта лайăх вĕренни, спортпа туслă пулни тата çар хăнăхăвĕ ăна ку ĕçре яланах пулăшать. Сăмах май, чăваш каччи тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе миротворецсен çарĕн 131-мĕш бригадин йышĕнче пурнăçланă. Абхази территорийĕнче, кайран Майкоп хулинче хĕсметре тăнă.
Ульяновск хулинчи шалти ĕçсен уйрăмĕнче Евгений 6-мĕш çул тăрăшать. Унăн ĕмĕчĕ те пысăк – ĕçре пиччĕшĕсенчен кая мар карьера тăвасси. Ку енĕпе ăнтăлмалли те, тăрăшмалли те нумай унăн, пĕр пиччĕшĕ В.Кузнецов, тĕслĕхрен, Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх службин управленийĕн ертӳçин çумĕ, генерал-майор. Ĕмĕте пурнăçлас тĕллевпе Женя хальхи вăхăтра РФ ШĔМĕн Чулхула академийĕн Шупашкарти филиалĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет. Кунсăр пуçне спортран та уйрăлмасть, çулсерен тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнать. Милиционерăн спорт пиçĕхĕвĕсĕр ниепле те юрамасть тесе шутлать Евгений, мĕншĕн тесен ĕçĕ кантурта лармалли мар. Кунсăр пуçне каччă хăйĕн малашлăхне уголовнăй шыравра курать, çитес вăхăтра çак подразделение куçма шухăшлать. Оперативник ĕçĕ пуринчен ытла килĕшет-мĕн ăна. Çавăнпа РФ ШĔМĕн реформи те, çывхаракан аттестаци те хăратмасть ăна, мĕншĕн тесен правăна сыхласси уншăн чун туртнă ĕç, ĕмĕт, тĕллев.
 
: 1130, Хаçат: 8 (894), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: