Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АНАТ КАМĂРА ТА «ПАТРИОТ» ПУР
Çĕршыв хӳтĕлевçисен кунĕ умĕн Анат Кама хулинче «Патриот» çарпа патриот хатĕрлевĕн центрĕ уçăлчĕ. Чаплă мероприятие ТР Президенчĕ Рустам Минниханов та хутшăнчĕ.
Хулара çакнашкал центр уçас йышăнăва ТР Правительстви тунă. Анат Камăри Строительсен поселокĕнчи шкулта хальхи нормăсемпе стандартсене пăхăнакан центр йĕркеленĕ. Çавăн пекех ку çуртра РОСТО (ДОСААФ) автошкулĕ, ТР çар комиссариачĕн Анат Камăри уйрăмĕ, çарпа патриот енĕпе ĕçлекен обществăлла организацисем тата шырав отрячĕсем вырнаçнă. Çавăн пекех центрта 130 курсант вырнаçмалăх çывăрмалли пӳлĕмсем, хатĕрленӳ класĕсем, кану пӳлĕмĕсем, акт залĕ те пур. «Çарпа патриотла воспитани пани пире тивĕçлĕ çамрăксем çитĕнтерме май парать», – терĕ Р.Минниханов тин уçăлнă центра «Фиат» микроавтобус парнеленĕ май.
ТЕПĔР ХУТ ВАЛЬХАЙМ ХУЛИНЕ
Елабугăри 4 № гимназире вĕренекенсем çулла Германири Вальхайм хулине çитсе курма ĕмĕтленеççĕ. Нимĕç ачисем вара пирĕн республикăна сентябрьте килсе курма палăртнă. Ку ахальтен мар. 2009 çултах Елабугăри тата Вальхаймри вĕрентӳ учрежденийĕсем шкул ачисемпе ылмашăнас тĕлĕшпе килĕшӳ тунă. Виçĕм çул 4 № гимназире вĕренекенсем пуçласа Баварие çитсе курнă. Нимĕç чĕлхине тарăннăн вĕренекенскерсем унта хăйсен тантăшĕсен çемйисенче пурăннă, вĕсемпе уроксене çӳренĕ, хулапа паллашнă. Нимĕç ачисем те килсе курнă Елабугăна. Кăçал ырă йăлана татах пурнăçа кĕртесшĕн икĕ çĕршыв ачисем. Вĕсен вĕрентекенĕсем кирлĕ документсене хатĕрлеме пуçланă та ĕнтĕ.
САЛТАК ПУЛМА ХАТĔР-И?
Пĕкĕлмери аграри колледжĕнче «Армейский калейдоскоп» эстафета пуçланнă. Унăн тĕллевĕ – салтак çулне çитмен çамрăксене çарта хĕсметре тăма хатĕрлесси, вĕсенче патриотизм тата юлташлăх туйăмĕсене аталантарасси, вĕренекенсене спортпа туслаштарасси. Пулас салтаксене нумай интересли кĕтет эстафета вăхăтĕнче: вĕсем пуртенкке сырса та, тӳме çĕлесе те, вăй виçсе те, противогазпа чупса та, савни патне виç минутра çыру çырса та ăмăртĕç.
ЭКЗАМЕНСЕМ ÇЫВХАРАÇÇĔ
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен вăхăчĕ çитесси нумай та юлмарĕ. ППЭ тытас текенĕн мартăн 1-мĕшĕнчен кая мар заявлени çырса памалла, унта хăш предметсемпе экзамен тытассине палăртмалла. Пĕтĕмĕшле вăтам (тулли) пĕлӳ илни çинчен аттестат илеессипе илеймесси обязательнăй предметсемпе – вырăс чĕлхипе тата математикăпа – экзамен еплерех тытнинчен килет. Суйласа илсе экзамен тытакан предметсем вĕренсе тухакана аслă е ятарлă вăтам вĕрентӳ учрежденийĕсене кĕме кирлĕ.
Вĕренме кĕмешкĕн хăш предметпа ППЭ результачĕ кирлине вара вĕренӳ заведенийĕн йышăну правилисем урлă пĕлмелле.
Аслă шкулсем официаллă переченьрен 3-4 тĕрĕслев ирттерме пултараççĕ, ятарлă вăтам пĕлӳ паракан учрежденисем – 2-3.
Сăмах май, аслă тата вăтам профессиллĕ пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенийĕсен хăйсен 2011 çулта вĕренме кĕмелли правилисемпе паллаштаракан информацине февралĕн 1-мĕшĕнчен кая мар пичетлемелле пулнă.
 
: 1002, Хаçат: 8 (894), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: