Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак эрнере Çырчалли хули каллех юр тасатакан машинăсемпе пуянланнă. Çĕнĕ йышши техникăна «КАМАЗ» УАО предприятийĕнче туса кăларнă. Хула мэрĕ Василь Шайхразиев вара управляющи компанисен ертӳçисемпе пĕрле машинăсене йышăнса вĕсем мĕнлерех ĕçленине тĕрĕслесе те пăхнă. Çак кунсенче 8 самосвал хула урамĕсенче пикенсе юр тасатать.
Кăçал хĕл юрлă пулнине кура хула ертӳçисем юр тасатассипе питĕ активлă ĕçлеççĕ. Хĕл пуçламăшĕнчех юр нумай лартнипе малтан пулнă техника урамсемпе çулсене тасатса ĕлкĕреймен. Вара «КАМАЗ» УАО предприятийĕ çĕнĕ йышши юр тасатакан машинăсем туса кăларма заказ илнĕ. Çапла питĕ пысăк хăвăртлăхпа хула валли техника тума тытăнаççĕ. Пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче пĕрремĕш «КАМАЗ-самосвалсем» хула урамĕсене тухма та ĕлкĕрнĕ. Машинăсем юрпа лайăх кĕрешнине кура Çырчалли ертӳçисем тепĕр парти хатĕрлеме заказ панă. Çитменнине тата «Раритет» предприятипе килĕшӳ туса юр тасатакан техникăна газпа ĕçлемелле тунă. «Сăнанă тăрăх, газпа ĕçлекен машинăсем питĕ перекетлĕ пулса тăраççĕ. Сăмахран, 30 кунта эпир топливăпа кăна 19 пин тенкĕлĕх перекетлерĕмĕр. Кун пек ĕçлесен эпир 7-8 уйăхра тăкаксене саплаштаратпăр та», – тенĕ Василь Шайхразиев.
Газпа ĕçлекен техника, паллах, йӳнерех тухать. Çитменнине тата экологи енчен илсен те сиенĕ сахалрах.
Çакăн йышши техникăна малашне те тума чарăнасшăн мар-ха. Мĕншĕн тесен ăна тĕрлĕ енлĕ усă курма пулать. Хĕлле юр тасатать, тăварлă хăйăр сапса çӳрет, çулла вара хыркăçăсемпе щеткисене илсе пăрахсан ытти ĕçсем тума пултарать.
Василь Шайхразиев каланă тăрăх, техника туянмашкăн 200 миллионлăх килĕшӳ тунă. Лизингпа туянсассăн 45 процент йӳнерех тухать иккен. Унăн сăмахĕпе, çак уйрăмлăха республика саплаштарать.
Хула çыннисем вара урамсемпе çулсем таса пулнипе питĕ сапăр.
 
: 1014, Хаçат: 8 (894)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: