Ача ĕмĕртекен хĕрарăмăн кăкăр шыçни час-час пулкалать. Ку пек чух чирĕн паллисем шăнса пăсăлнă чухнехи пекех: температура ӳсет. Паллах, çакна тимлĕхсĕр хăварма юрамасть, тухтăр патне каймалла. Асаннесен мелĕ те сиен кӳрес çук.
– Чир пуçлансанах кишĕре е чĕрĕ çĕр улмине вĕтĕ теркăпа вĕтетмелле те марльăпа чĕркесе кăкăр çине 1 сехете хумалла.
– Ачана кăкăр ĕмĕртнĕ хыççăн ыратакан вырăна чĕрĕ купăста çулçи хуни те аван.
– Пиçнĕ суханпа пыл хутăшне ачана кăкăр ĕмĕртиччен виçĕ сехет маларах сĕрсе хуни лайăх пулăшать.