Тĕнчери мĕнпур хĕрарăма пĕрлештерекен япала вăл – илем. Паллах, кашни çĕршыв чиперккин хитрелĕх вăрттăнлăхĕ пур. Эпир вулакансене çак номертен ют çĕршыв пикисен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарас тетпĕр. Пĕрремĕш çĕршыв ИНДИ пулĕ.
Инди хĕрĕсем мĕншĕн çав тери хитре тетĕр? Сăлтавĕ ансат, индианкăсен шучĕпе, Турă панă илемпе кăна çырлахмалла мар, хăвăн та тăрăшмалла, çитменнине тата кашни кун тенĕ пекех. Вĕсем йогуртпа миндаль мăйăрĕнчен хатĕрленĕ скрабпа усă кураççĕ-мĕн. Кун валли: 10 мăйăра кофе арманĕпе вĕтетмелле те 1 стакан йогуртпа (нимĕн те хушманнипе) хутăштарса лайăх пăтратмалла, пите сĕрсе 20 минут тытмалла. Унтан ваткăпа шăлмалла, кайран пите лĕп шывпа çуса тасатмалла. Ку процедура ӳте тасатнисĕр пуçне ăна кирлĕ витаминсемпе апатлантарать, пĕчĕк пĕркеленчĕксене пĕтерет.