Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Гриппа, çивĕч респираторлă вируслă инфекципе аптракансем нумай кăçал. Çакăн пек пĕлтерчĕ ытларикун ТР Министрсен Кабинетĕнче иртнĕ ларура Владимир Трифонов, Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийĕн ертӳçин çумĕ. Çакăн пек лару-тăру республикăра тата сахалтан та икĕ эрне тăрĕ.
В.Трифонов сăмахĕсемпе, грипп тапхăрĕ пуçланнăранпа улттăмĕш эрне çине кайнă чух республикăра 33,8 пин пулăма регистрациленĕ. Ун умĕнхи эрнерипе танлаштарсан 7 процент нумайрах. Тутарстанпа илсен эпидпорог 99 процента çити ӳснĕ.
Хусанта февралĕн 7-13 мĕшсенче 12,5 пин çын тухтăрсенчен пулăшу ыйтнă. Республикăри ытти вырăнсемпе танлаштарсан, процентпа илсен, тĕп хуламăрта чирлекенсен шучĕ самай пĕчĕкрех. Лениногорск, Анат Кама тата Элмет районĕсенче вара гриппа чирлекенсем питĕ йышлă.
Çак эрне пуçланнă тĕле республикăра H1N1 гриппа чирлекене те сахал мар тупнă – 89 çын. Вăл шутра Хусанта 34 çынна регистрациленĕ, Çырчаллинче – 11. Çаплах «сысна грипĕпе» аптракансем Арск, Теччĕ, Чистай, Çӳлту, Ешĕлвар, Спас, Тукай, Атня, Лайăш, Менделеевск, Мамадыш, Агрыз, Пĕтреç районĕнче те H1N1 гриппа аптракансем палăрнă. 89 чирлĕ çынран 69-шĕ çитĕннĕ çынсем, ачасем çирĕмĕн. 13 пациент хăйсене питĕ япăх туяççĕ. Чирлисен шутĕнче 9 йывăр çын. Çакна палăртса хăварни вырăнлă пулĕ, 89 çынран иккĕшĕ кăна грипран прививка тунă. Пурте вăхăтра вакцинацие иртнĕ пулсан сысна грипĕпе чирлекенсен шучĕ самай пĕчĕк пулĕччĕ.
Владимир Трифонов каланă тăрăх, прививка тапхăрĕнче республикăра 865 пин те 324 çын вакцинаци иртнĕ – тутарстансенчен 24 проценчĕ. Вĕсенчен 800 пинĕшне Федераци укçи-тенкипе прививка тунă.
***
Хусанта грипран сипленмелли, профилактика ирттермелли эмелсем пирки ыйтса пĕлме хĕрӳ лини хута янă. Çакăн çинчен «Таттехмедфарм» ПУП генеральнăй директорĕ О.Акберов пĕлтернĕ, справкăпа информаци службин 003 номерĕпе шăнкăравласа хăвăра интереслентерекен ыйтусем пама пулать.
278-82-51, 278-72-48, 278-72-54 номерсемпе шăнкăравласан гриппа кĕрешмелли препаратсемпе мĕнлерех усă курмаллине тĕплĕн ăнлантарса парĕç. ТР Сывлăх сыхлав министерстви ирттернĕ мониторинг республикăра вируспа кĕрешмелли препаратсем те, маскăсем те çителĕклĕ пулнине кăтартса пачĕ. Çитменнине тата «Таттехмедфарм» ПУП вируссене парăнтаракан препаратсене («Тамифлю», «Арбидол», «Альгирем», «Ремантадин», «Циклоферон» тата ыттисене) 7 миллион тенкĕлĕх запас хатĕрлесе хунă.
 
: 1129, Хаçат: 7 (893), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: