Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çул çитмен ача тӳрĕ çултан пăрăнас хăрушлăх яланах пысăк, мĕншĕн тесен вăл хăй пысăк йăнăш тăвасса, çакă кайран пурнăçра мĕнле ура хурасса ăнлансах та пĕтереймест, ир такăнсан вара – каçчен тесе ахальтен каламан ваттисем. Çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем профилактика ĕçĕсем илсе пыраççĕ пулин те çул çитменнисем хутшăннипе тунă преступленисем çавах палăраççĕ. 2010 çулта, тĕслĕхрен, çакăн йышши 1655 преступление (тĕпрен илсен, вăрлани, çаратни) шута илнĕ. Республикăри çул çитмен çамрăксемпе ачасен енĕпе тунă преступленисем те сахал мар республикăра, пĕлтĕр 3 пин факт палăрнă. Çак тата ытти ыйтусене Çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенипе участковăйсен ĕçне йĕркелекен управленин ертӳçи Лев Гершанов çак кунсенче журналистсемпе тĕл пулсан уçăмлатрĕ.
Ача тӳрĕ çултан пăрăнасси, паллах, чи малтан çемьерен килет. Килти лару-тăру йĕркеллĕ мар-тăк, вăл урамра хӳтлĕх шырать. Пĕлтĕр кăна республикăра милици сотрудникĕсем 3 пин ăнăçсăр çемьене шута илнĕ, хăйсен ачисене воспитани парассинчен пăрăннăшăн 20 пине яхăн ашшĕ-амăшне административлă яваплăх тыттарнă, 700-шне ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă. Кун пек çемьесенче ачасем çине алă çĕклени те сайра тĕл пулакан пулăм мар. 2010 çулта шăпах çакăн пек преступлени тунăшăн ашшĕ-амăшĕ енĕпе 90 уголовнăй ĕç пуçарса, 81-шне уголовнăй яваплăх тыттарнă. Ку эпир пĕлекен фактсем çеç. Паллă ĕнтĕ, ачасем нумай чухне никамран та пулăшу ыйтаймаççĕ. Вĕсен е чăтма, е килтен тухса тарма тивет. Пĕрре урама лексен вара пуçланать «хаваслă» пурнăç: вăрласси, çаратасси. Кун пеккисен аллипе кăвар туртакансем те çийĕнчех тупăнаççĕ.
Ачасене пусахлассинчен сыхлас, ашшĕ-амăшĕн ачисемшĕн яваплăхне ӳстерес тĕллевпе 2010 çулта октябрь уйăхĕнче республикăра ятарлă закон йышăнчĕç. Унпа килĕшӳллĕн, çул çитмен ачасем каçхине 10 сехет хыççăн обществăлла вырăнсенче çӳреме юрамасть. Çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем, участковăйсем ку енĕпе ашшĕ-амăшĕсемпе, ĕç коллективĕсемпе калаçусем ирттернĕ пулин те йĕркене пăсакан ачасем сахал мар. Закон вăя кĕнĕренпе милици сотрудникĕсем обществăлла тата ачасем çӳреме юраман ытти вырăнсене 1000 хут рейда тухнă. 2010 çулта кĕркуннеренпе пурĕ 684 çул çитмен ачана çакăн пек вырăнсенче тытса чарнă. Кăçал вара январь уйăхĕнче кăна 378 тĕслĕх палăрнă. Паллах, закон тухнă-тăк, ăна пăхăнмаллах. Çавăнпа административлă явап та çирĕп. Калăпăр, ачасене çакăн пек вырăнсенче темиçе хутчен тытса чарнă пулсан ашшĕ-амăшĕн те, каçхи заведени (çĕрлехи клубсем, интернет-салонсем) хуçисен те явап тытма тивет. Ашшĕ-амăшне 3-5 пин, заведенисен хуçисене 15 пин тенкĕ штраф тӳлеттереççĕ. Енчен те çак çынсем каллех милици аллине çакланаççĕ пулсан, ашшĕ-амăшĕсен 15 пин, заведенисен хуçисен 50 пин тенкĕ таранах тӳлеме тивет. Çапла вара яваплăха пурин те туймалла, уйрăмах ашшĕ-амăшĕн, ачана çуратнă-тăк, эппин ăна тивĕçлĕ воспитани памалла.
 
: 1129, Хаçат: 7 (893), Категори: Закон тата йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: