Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçалхи хĕл халăхра юрлă пулнипе асра юлĕ. Ку уйăх хĕлĕн юлашки уйăхĕ пулсан та ял çыннисене çăмăллăх памасть-ха. Утă-улăм хунă аслăк çине улăхсан апат чакни, кун çути кĕртекен шăтăк-шăхăрсем куллен нумайланса пыни чĕрене ыраттарать. Ара, килти выльăх-чĕрлĕхе тата виçĕ уйăх алă вĕççĕн çитермелле вĕт-ха. Кил хуçисене кăна мар, ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансене те çак шухăш канăç памасть пулмалла. Çу уйăхĕсем çумăрсăр тата ытла та шăрăх пулнипе нумай çул ӳсекен тата ытти выльăх апачĕ валли акнă курăксем лайăх ӳссе хăпараймарĕç. Фермăсенче выльăхсем мĕнле хĕл каçнине пĕлес шухăшпа Пăва районĕнчи «Вамин-Буа» агрофирмăн «Гигант» уйрăмĕнчи ĕне-выльăх фермине кĕтĕм. Уçăлма кăларнă тутă ĕнесем кавлесе, киленсе тăраççĕ. Сехет 10 иртнĕ, ирхи сăвăм тахçанах вĕçленнĕ, фермăра пĕр çын та тĕл пулаймăп теме çук. Выльăхсен тутăлăхĕшĕн, тирпейлĕхĕшĕн тата нумай сĕт суса, аш-какай ӳстерсе илессишĕн кунта ир пуçласа каçчен çынсем тăрăшаççĕ. Ĕç кĕрлет. Фермăра тĕрлĕ техника сасси илтĕнсе тăрать. Çак вăхăтра витесене выльăх апачĕ кĕртеççĕ иккен, тислĕкрен тасатаççĕ.
«Гигантра» пĕтĕмĕшпе 1160 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать, вĕсенчен 353 сăвăнакан ĕнесем. Паянхи кун пĕр ĕне пуçне 13 килограмм сĕт суса илеççĕ. Наталья Верияловăпа Людмила Хлынова пĕрре пăруланă ĕнесенчен 16-шар килограмм сĕт сăваççĕ. Светлана Константиновăпа Татьяна Кудряшован кулленхи сĕт сăвăмĕ кашни ĕнерен 14 литр. «Хĕле мĕнле хатĕрленен, çавăн пек ирттерен», – теççĕ кунти тĕп зоотехник Г.Гафуровăпа «Гигант» уйрăмĕн директорĕ В.Н.Малышев. Çулла кунта силос-сенаж траншейисене, вĕсем патне пыракан çулсене тата вите умĕсене бетон сарса юсанă. Витесенче те юсав ирттернĕ. Выльăх апачĕ çителĕклĕ, вăл июнĕн 16-мĕшĕччен çитмелле. Ăна кăçал пĕр ĕне пуçне 32 апат единици шутпа хатĕрленĕ. «Делаваль» установкисемпе усă курса сенаж, комбикорм хутăштарса витесене кĕрсе кормушкăсене салатса параççĕ. Апат тиекен Владимир Проворов МТЗ 82 тракторпа, апат кĕртекен Николай Спиридонов МТЗ 12-21 ĕçе яваплă пурнăçлаççĕ. Ферма ĕçĕ пĕр çын тăрăшулăхĕпе ăнăçлă пыраймĕ, кунта пур ĕçлекенĕн, операторсен те, тислĕк кăларакансен те, пăру пăхакансен, ветеринари ĕçченĕсен те тăрăшулăхĕ куçкĕрет. Кашнийĕ хăйĕн ĕçне пĕлсе кирлĕ пек пурнăçлать. Выльăх пăхакансен ĕçĕсене хакласа ĕç укçине вăхăтлă тӳлесе пыраççĕ.
Таçтан сăмсана ферма шăршине сирсе тутлă икерчĕ шăрши кĕрсе кайрĕ. Пĕр вите умĕнче çынсем кĕпĕрленсе тăраççĕ, вĕсен хушшинче сĕтел çинче сăмавар тĕтĕмленсе ларать. Çăварни те мар-çке! Çак кун кунта ялти шкул, клуб, правлени, ял хутлăхĕн ĕçченĕсем, специалистсем витесем тăрринчи çи виттисем çинчен юр антарма килнĕ-мĕн. Ĕçлесе аннă çынсене вĕри икерчĕпе, чейпе хăналарĕç. Агрофирмăпа бюджет ĕçченĕсем пĕрле ĕçлеççĕ кунта. Пĕр-пĕрне ялан пулăшаççĕ. Шкулпа клуб валли концерт костюмĕсем туянма, мероприятисем ирттерме пулăшать агрофирма. Культура, пĕлӳ ĕçченĕсем кăçал ĕнесем валли вăрмантан хыр турачĕсем пуçтарма (ăна авăртса улăмпа пĕрле хутăштарса çитереççĕ), витесене шуратма тата ытти нумай ĕçсенче пулăшрĕç. Агрофирма ĕçченĕсем çак çынсене хаçат урлă уйрăм тав тăваççĕ. Вăт çапла ĕçлесе пурăнать Пăва районĕнчи «Вамин-Буа» агрофирмăн «Гигант» хуçалăхĕнчи сĕт-тавар ферми.
 
: 1099, Хаçат: 7 (893), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: