Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇЫРЧАЛЛИ. Çак кунсенче Мускавра «Çулталăк инженерĕ» Пĕтĕм Раççей конкурсне пĕтĕмлетсе çĕнтерӳçĕсене чысланă. Пĕрремĕш вырăна пирĕн ентеш, «КАМАЗ» УАОри наукăпа техника центрĕн инженер-конструктор ĕ Ленар Фардеев тивĕçнĕ. Çамрăк инженер 28 çулта кăна пулин те питĕ пултаруллă. Ку çĕнтерӳ те акă унăн пĕрремĕш мар, 2007 çулта пултарулăх идейисен конкурсĕнче палăрнă.
ЕЛАБУГĂРА пĕлтĕр пин ытла çемье чăмăртаннă, ку 2009 çултинчен 8 процент ытларах. Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнченпе çамрăксем ЗАГСа заявление интернет урлă та тăратма пултараççĕ. Çакăн пек услугăпа 50 мăшăр усă курнă. ЗАГС ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, мăшăрланакансем «аслăланни» палăрать, ытти çулсенче çынсем ытларах çамрăкла пĕрлешнĕ пулсан, халĕ çырăнакансен ӳсĕм çулĕ 25-34 çул. Юлашки çулсенче Елабуга тăрăхне аист ытларах арçын ачасем илсе килет-мĕн. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, кунта 560 хĕр ача, 600 арçын ача çуралнă. 2010 çул Елабугăра çакăн пек пулăмсемпе те асра юлнă, юлашки 11 çулта пĕрремĕш хут виçĕ йĕкĕреш çуралнă тата пĕр ачана та амăшĕ больницăра пăрахса хăварман.
АНАТ КАМА ÇКХ ĕçченĕсем çурхи ейĕве паянах хатĕрленме тытăннă тесен те йăнăш мар, вĕсем урамсенче пуçтарăннă юр куписене хула хĕррине турттарасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çуркунне пуçланиччен çак ĕçе вĕçлеме шутлаççĕ.
ПĂВА районĕ «Бэлэкэч» республика программине пурнăçа кĕртес ĕçе хастар хутшăнать. Ку программăпа килĕшӳллĕн, 2011 çулта республикăра ача сачĕсен ыйтăвне татса памалла. Пăва районĕнче хальхи вăхăтра 44 ача сачĕ ĕçлет. Юлашки çулсенче ку районта та ачасен шучĕ ӳснипе садиксенче вырăн çукки палăрма тытăннă, паянхи кун черетре 357 ача тăрать. Пăвасем ку ыйтăва татса пама хăйсен программине йышăннă, унпа килĕшӳллĕн ыйтăва темиçе тапхăрпа татса памалла (тĕпрен илсен пушаннă шкул тата ытти учрежденисен çурчĕсене тĕпрен юсаса). Пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ тесен те юрать, Мăкăр ял хутлăхĕнче 25 вырăнлă ача сачĕ уçăлнă та ĕнтĕ. Апрель уйăхĕн 1-мĕшĕччен районти тĕп библиотекăра 100 вырăнлă, Альшихри вăтам шкулта 40 вырăнлă садиксене хута яма хатĕрленеççĕ. Виççĕмĕш тапхăрта, вăл май уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пулĕ, Пăвари ДЮСШра, искусство шкулĕнче тата Пăвари 5-мĕш вăтам шкулта та садиксем уçăлмалла. Çапла вара Пăва районĕ ку ыйтăва сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне йăлтах татса пама тĕллев лартнă, юсав ĕçĕсен çуррине пурнăçланă та ĕнтĕ.
ÇĔНĔ ШУÇĂМ районĕнче ку канмалли кунсенче, урăхла каласан, февралĕн 19-мĕшĕнче район центрĕнче «Олимп» спорт комплексне уçма планлаççĕ.
ЭЛКЕЛ районĕнче те февралĕн 19-20-мĕшĕсенче пысăк уяв. «Анат Качаел» тулли мар яваплăхлă общество инвесторĕн Г.Волостновăн призĕшĕн районти волейбол командисем ăмăртаççĕ.
 
: 1088, Хаçат: 7 (893), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: