Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Сувар» редакци вулакансене «Пирĕн ял» сăнӳкерчĕксен конкурсĕ пуçланасси пирки пĕлтерет. Конкурс 2011 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа августăн 30-мĕшчен пырать.
«Пирĕн ял» конкурсăн тĕллевĕ – çитĕнсе пыракан ăрăва çуралса ӳснĕ тăван кĕтесе юратма, хаклама вĕрентесси. Сăнӳкерчĕксен авторĕсен ĕçсенче тăван ялĕн илемне кăтартмалла. Енчен те эсир хăвăр ялăн сăнне кашни вăхăтра – хĕлле, çуркунне, çулла, кĕркунне – ӳкерсе ярсан питĕ аван, «Сувар» вулаканĕсем сирĕн ялăн илемне туллин курса хаклĕç.
Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансен ĕçĕсене пурне те хапăл туса йышăнатпăр. Эсир мĕн ĕçлесе пурăнни те, миçе çулта пулни те сăнӳкерчĕксене хакласси çине витĕм кӳмеççĕ, чи пĕлтерĕшли – вĕсене илем канонĕсене пăхăнса пурнăçламалла. Сăнӳкерчĕкре хăш районти мĕнле ял, хăш вăхăтра пулнине тата, паллах, автор ятне, çыхăну телефонне, адресне палăртма ан манăр.
Сăнӳкерчĕксене профессионал-фотогр афсем хакласа вырăнсене номинацисемпе палăртĕç: «Хĕллехи ял»; «Çуркуннехи ял»; «Çуллахи ял»; «Кĕркуннехи ял».
Çĕнтерӳçĕсене асăнмалăх хаклă парнесем парса хавхалантарăпăр.
Сăнӳкерчĕксене редакцие çыхăну уйрăмĕ урлă 420066, г.Казань, а/я 64, «Сувар» адреспа е JPEG форматпа suvar@mail.ru электронлă почтăпа çитерме пулать. Сăнӳкерчĕк çинчи ялăн ятне çырма ан манăр.
Асăрхаттарни:
Сăнӳкерчĕксене пахалăхне кура, суйласа илсе пичетлетпĕр.
Редакцие килнĕ сăнӳкерчĕксене автора тавăрса памаççĕ.
 
: 1173, Хаçат: 6 (892)

Комментарисем:

Николаева Жанна (2011-04-26 18:25:56):
Çĕнĕ Шуçăм районĕ,Чăваш Шупашкар ялĕ.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: