Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 2010 ç. 43-48, 50-52, 2011 ç. 1-5№№.)
Пит-куçа çуса тирпейлерĕ те тулли фляжкăна каялла пиçиххи çине çакрĕ. Тухма тесе алăк енне пĕр-ик утăм ярса пусрĕ çеç, çумри калиткерен аслă офицерсем пашлаттарса утса пыни курăнса кайрĕ.
– Анатолий Александрович, таркăнсене тупсассăн мĕскер тăвăпăр вĕсемпе? – шартах сикрĕ Улюш.
– Мĕскерри паллă – трибунал кĕтет вĕсене! – патлаттарса хучĕ полковник хыçĕнче пыракан тапчам кĕлеткеллĕ хура майор.
– Эсĕ, Руслан Ибрагимович, – терĕ тепĕр енчи çинçерех подполковник. – Пурне те тытса хупаспа çеç. Тупар-ха малтан, кайран унта куç курĕ...
– Александр Петрович, хăйсем çеç тарнă пулсан пырĕччĕ-ха, вĕсем вĕт тата автоматсем те йăкăртса кайнă. Ку вара, мĕн тесен те, – преступлени. Ăна вара тивĕçлипех тĕпрен кăкламалла…
Полковник вĕсене илтмест те тейĕн, вăл шав малалла чавтарать. Массетка патне çитмелли нумай та юлмарĕ. Улюш хăйне валли читлĕх шыраса кутăн чака пуçларĕ.
– Ăçта курнă терĕр-ха вĕсене? – ыйтрĕ çумрисенчен полковник.
– Виççĕмĕш модуль айĕнче терĕç, – умне майор тухрĕ.
– Хăшĕ пулать вăл?
– Ак çакă, – терĕ майор ахаль те хĕсĕк куçне тĕсесе.
– Енчен те тупаймасан, комдив юлташ, – терĕ хыçран пыракан кĕрнеклĕ те çӳллĕ майор. – Тăванĕсене мĕскер çырса пĕлтерĕпĕр?
– Ан шиклен, Антон Павлович, килти выльăх килех килет темеççĕ-и-ха? Полкран тухман пулсан эпир вĕсене тупатпăрах… Паян-и е ыран, вăхăчĕ тем мар… Сывă çеç пулччăр… Салтак! – терĕ вăл массетка айĕнче йăпшăнакан Улюша асăрхаса полковник.
Хăранăран çĕр тĕпне анса кайманни çеç, Улюш хăй капкăна çакланнине туйса чĕтрекен урисене офицерсем енне сĕтĕрчĕ.
– Полковник юлташ, Петров рядовой эсир чĕннипе çитрĕ! – терĕ вăл хăйĕн чăрсăрлăхĕнчен хăй тĕлĕнсе.
– Ăçтан эсĕ, салтак? Мĕнле подразделенинчен?
– Бригадăри 275-мĕш уйрăм батальонран! – кĕскен пĕлтерчĕ Улюш.
– Кунта мĕн хыçса çӳретĕн? – хăтăрса тăкрĕ полковник.
– Магазина çухасем валли шурă кăтат илме ячĕç. Акă, çула май фляжкăна шыв тултарас терĕм, – тӳрре тухма пăхрĕ салтак.
– Санăн командиру кам? – полковник çумне пырса тăчĕ хĕсĕк куçлă майорĕ.
– Середкин лейтенант, – ним шутламасăр персе ячĕ Улюш: те тĕрĕс ĕнтĕ, те суя пулчĕ ку – хăй те ăнланаймарĕ…
– Мĕнле Середкин? – чăркăшма пăхрĕ Измайлов майор. – Эпĕ нимĕнле Середкина та пĕлместĕп уйрăм батальонра, – сассине хăпартрĕ вăл.
Улюш аван мартан хĕрелсе кайрĕ – чĕре ура тĕпне çитрĕ те йăпшăнса тухса çĕр тĕпнех анса кайрĕ, унтан, хăй епле йăнăш туса хунине ăнланса-ши, каялла тапаçланчĕ: пуш пичкене тӳккенĕн ӳте тӳнккерĕ – тӳнк-тӳнк! тӳнк-тӳнк!.. турĕ вăл пĕтĕм çан-çурăма кисретсе.
– Середкин мар ĕнтĕ, Сироткин пуль… – калаçăва кăшт аяккарах тăракан тапчам кĕлеткеллĕ çӳллĕ майор хутшăнчĕ.
– Тĕрĕсех – Сироткин, – майор сăмахне çирĕплетрĕ Улюш.
– Антон Павлович, вăл Союза кайнă темерĕç-и-ха? – лăпланаймарĕ Измайлов: те шалти професси шайĕнчи туйăмĕ Улюша суйма памасăр çиеле ăнтăлчĕ, те куçран пăхса ăнланчĕ ăна...
– Çук, – çирĕппĕн касса татрĕ Улюш хăйĕн ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут суйни вырăнлă иккеннине ăнкарса. – Госпитальте выртрĕ вăл, – ĕненет-и-ха тесе хĕсĕк куç çине пăхрĕ – çăтса ячĕ курăнать. – Сарра кайнăччĕ вăл… – сивĕнме ĕлкĕриччен хушса хучĕ тата.
Çумра халиччен чĕмсĕр тăракан полковника чун кĕчĕ, вăл карттусне хывса çуталма пуçланă лĕпкине тартан сăтăрса типĕтрĕ те:
– Руслан Ибрагимович, – терĕ модуль енне пăхса. – Пĕр ахаль ан муритле салтака. Атьăр, кайрăмăр. Вăхăт çук… – пăрăнса утрĕ.
Майор куç айĕн Улюш çине пăхса илчĕ те çывăхарах пырса тăчĕ.
– Тепре кăна сана çакăн пек хура çухапа асăрхам – тӳрех гауптвахтăна ăсататăп. Ăнланмалла-и? – витĕр шăтарасла пăхрĕ.
– Каçарăр, майор юлташ. Каларăм вĕт-ха – шур кăтат пĕтсе çитнĕ тесе, – чăрсăрланчĕ Улюш.
Майор урсах кайрĕ – çаврака пит çинчи хĕсĕк хура куçĕ тăрук çавракаланса хăйĕн тĕнĕлĕнчен сиксе тухрĕ те шурса алчăра пуçларĕ.
– Эс… Эс… – терĕ вăл сывлăш çавăрса. – Марш кунтан! Йĕксĕк!.. Халех!..
Улюшăн ура йĕрĕ çеç тăрса юлчĕ ун умĕнче, офицерсем кĕнĕ калиткерен урамалла тапса сикрĕ, модуль хĕррипе полк енне чуптарчĕ. Çул урлă каçса офицерсен столовăйĕ тĕлĕнчи калитке тĕлне тухрĕ. Татах та чупĕччĕ-и, анчах та Уламасов шăпи ăна ытларах кăсăклантарчĕ пулас, чарăнса модуль енне çаврăнса пăхрĕ: «Мĕнлерех-ши вăл унта тата? Ним шикленмесĕр ыйха сăвăрать пулĕ ĕнтĕ. Епле систерес-ши?.. Мĕнле паллă парас?.. – пăшăрханса тарăхрĕ Улюш. – Тен, тармалла та марччĕ унăн? Каялла кайсан епле-ши?.. Çук… Юрамасть… – вăл офицерсенчен илтнĕ сăмахсене умне йĕркипе хурса тухрĕ те тăна хывса шухăшласа шайлаштарма пăхрĕ: «…автоматсем те йăкăртса кайнă», «…трибунал», «…преступлени»... Мĕн амакĕ ку? Вĕсем çинченех калаçрĕç-ши вара?.. Мĕн пулса тухать капла? Эпир, Уламасовпа, автоматсем те вăрласа тухнă? Çук. Ухмаха ернĕ пуль вĕсем? Тăр кăнтăрла пирĕн çине пур инкеке тиесшĕн… Ахальтен пăшăрханмарĕ иккен чĕре. Суймарĕ... Кун пек юрамасть. Халех каятăп та, йăлт тĕпĕ-йĕрĕпе каласа паратăп…» – чун çул урлă каçса модульсем хушшине ăнтăлчĕ пулин те, урасем ăна тепĕр енне сĕтĕрчĕç, вăл калиткене уçса шала кĕчĕ. Тимĕр пăрăхсенчен ăсталанă алăк витĕр малалла мĕскер пуласса кĕтсе модульсем хушшине сăнарĕ.
Леш енче харăс чул ишĕлни, çын чупни илтĕнсе кайрĕ: «Ветис!..» – вĕлтлетсе иртрĕ пĕртен-пĕр шухăш, Улюш сăмахне çирĕплетсе кĕçех Уламасов хăй те курăнса кайрĕ. Вăл сунарçăсенчен таракан тилĕ евĕр пырать-пырать те вĕлт-вĕлт айккинелле чăмать, хыçран сыхламаççĕ-и-ха тесе çаврăнса пăхать, тăрать те каллех чупать…
Улюш икĕ пӳрнине çăвара чикрĕ те кĕскен ши-и-и! тутарчĕ. Уламасов, çул çинелле тухса пыраканскер, пуçне йăтрĕ.
– Кунта кил!.. Кунта!.. – терĕ Улюш юлташне хӳтлĕхе чĕнсе.
– Чăн-чăн мыскара, – терĕ Уламасов Улюш патне пашкаса çитсе. – Каласа парсан никам ĕненес çук.
– Мĕн пирки эс? – ăнланаймарĕ вăл.
– Выртатăп хайхи. Тем кăптăртатать. Эсĕ каялла таврăнатăн пуль тесе ним пулман пек ыйха туртатăп. Сахал-и, нумай-и иртрĕ вăхăт – илтетĕп: такамсем калаçа пуçларĕç – пуçа йăтса пăхрăм та – ман енне полковник шăвать. Хăранипе куç-пуç алчăрасах кайрĕ. Мĕскер тумаллине пĕлместĕп. Выртсан-выртсан чухласа илтĕм: пусма енчен унăн ман пата çитме ниепле те май çук, мĕншĕн тесен ытла та хĕсĕк – вара сиксе тăтăм та тара патăм. Мăнтарăн полковник ман хыçран шуса модуль айне хĕсĕнсе ларчĕ вĕт… Атя кунтан хăвăртрах… Туртса кăларчĕç те пуль.. – лĕхлетрĕ Уламасов.
– Эсĕ вара тата мĕнле тарса хăтăлтăн? Эпĕ сана лекнĕ пуль тенĕччĕ...
– Лекрĕм, анчах та…
– Мĕн анчах та? – тĕлĕнчĕ Уламасов.
– Ячĕç.
– Ячĕç?.. – куçне чарсах пăрахрĕ вăл.
– Ара çав…
– Мĕншĕн?
– Суйма тиврĕ. Ăçтан тесе ыйтсан – бригадăран терĕм… – кулса илчĕ Улюш.
– Паран вара эсĕ! – терĕ Уламасов Улюша хулĕнчен çупăрласа. – Ăçталла кайăпăр? Ротăна е…
– Тем тусан юрать ĕнтĕ. Халĕ хам та ăнланаймастăп, – шухăша путса каласа хучĕ Улюш.
– Шухăшсем улшăнчĕç апла?
– Ун пек тесен те юрать…
– Мĕншĕн?
– Темрен пуçласа каламалла ĕнтĕ сана?
– Тӳрремĕн. Мĕн тунса тăмалла ăна. Таçта мар вĕт.
– Офицерсенчен паян çакна пĕлтĕм – эпир санпа ротăсенчен тата автоматсем те йăкăртса тухса тарнă иккен. Çавăнпа та пире унта халĕ çар трибуналĕ кĕтет, – чунри тарăху çиеле тухнăран Улюшăн юлашки сăмахĕсем чĕтренсе янăрарĕç, куçĕ шывланчĕ.
– Кирлĕ мара ан калаç. Санра автомат пур-и?
– Çук.
– Эсĕ ăна тытнă-и?
– Çук.
– Апла пулсан мĕн тарăхан?
– Эпĕ тарăхмастăп. Илтнине калатăп çеç… Мĕн пулĕ пирĕнпе?
Уламасов тинех шăл йĕрме пăрахрĕ. Унăн сăнĕ каçхи сад пахчи пек ăмăрланса тĕксĕмленчĕ. Куç айĕ, пуçне пĕкнĕрен-ши, хуралса тĕссĕрленчĕ.
– Нумай шутласа тăмалла мар – тытмалла та штаба кĕмелле… – терĕ Улюш. – Вара нуши те, шухăшĕ те тӳрех пĕтет…
– Тен, пуçланать кăна-ха?.. – иккĕленсе хушса хучĕ Уламасов.
– Темле ĕнтĕ... – хулне сиктерчĕ Улюш, тăвăр çăтмаха кĕтмен çĕртен паллă мар пуласлăхпа ылмаштарса пуçа тимĕр тылă айне тӳрех чикесси килмерĕ курăнать унăн та. – Тĕрĕссипе каласан, никама та курассăм килмест… Тен, каçалапа çеç кайăпăр. Тĕттĕмре, мĕн тесен те, авантарах. Кĕретпĕр те выртатпăр ним пулман пек, унта вара – мĕн пулать те мĕн килет… Килĕшмелле-и, Ветис?
Уламасов хĕпĕртесех ӳкрĕ, çавна çеç кĕтнĕ тейĕн, вăл Улюш çумнерех пычĕ те ăна юлташла хулĕнчен çупăрласа тытрĕ.
– Тĕрĕсех!.. Каçчен вăхăт самаях-ха. Атя унччен кайса çырла çиетпĕр.
– Хырăму çурăласран та шикленместĕн-и?
– Каларăм вĕт: вăл манăн хăмпă пек тăсăлать тесе. Тата, çитменнине, каçчен полк тăрăх мĕн хыçса çӳрес пирĕн? Килĕшмелле-и? – тесе хучĕ те малалла лĕпĕстетрĕ.
– Килĕшмелле, анчах та ăçта эсĕ Келагай тӳремĕнче çырла пахчине куратăн?
– Кунтан инçех мар.
– Инçех мар? – Улюш умри плацпа çуллахи клуба, парка пăхса çаврăнчĕ. – Ăнланмарăм… Ăçта вара санăн пахчу?
– Калатăп-çке – инçех мар.
– Мĕнле ăнланмалла ăна?
– Пĕррехинче эпир полк çумĕнчи кишлака кайнăччĕ. Унта пысăк сад пахчи ешерет. Çурри ытла иçĕм çырли. Пиçсе те çитрĕç пулĕ ĕнтĕ... – лăнкăрт çăтрĕ вăл сĕлекине.
– Кишлака? Эсĕ мĕн, йӳтемерĕн пулĕ те…
– Çук. Калатăп вĕт-ха, вăл полкран инçех мар. Пĕр пилĕк çĕр метрта çеç… Хăрама кирлĕ мар. Полигон çумĕнчех… Унта душмансем çук. Мĕнле? Кайрăмăр-и?
Улюш пĕр хушă ĕнсине хыçса тăчĕ-тăчĕ те тусне куçран пăхрĕ.
– Пилĕк çĕр метр çеç тетĕн апла?
– Çапла.
– Юрĕ эппин, килĕшмелле. Ротăри ачасем валли те кăшт татăпăр. Пĕрех пушă алăпа таврăнни мар, – хăйĕн шухăшĕнчен хăй савăнса пĕлтерчĕ Улюш.
– Паллах…
Таркăнсем хăйсене аслă офицерсем ан курччăр тесе полк лавкки умĕнчен иртсе парк хĕррипе хывнă сукмак çине тухрĕç те йăпшăнса тенĕн плац урлă каçрĕç, складсем патне тухрĕç, полигон енне васкаса утса кайрĕç…
* * *
Хĕвел Ипрел вăрманĕ çине улăхма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Сулхăн пулин те çан-çурăма сисĕнмеллех пĕçертсе ачашлать вăл. Ирхи сывлăмпа пăсланса выртакан айлăмри Сĕнче хĕрринчи улăхсемпе çарансем çийĕн çитмĕл те çичĕ тĕслĕн чӳхенсе-асса иртет те больница тавра лартса тухнă акацисемпе сирень тĕмĕсем хушшине чăмса парка тунасене çупăрла-çупăрла ачашлать, вĕсен сулхăнĕпе пуянланса каялла тухать те иртен-каяна лăпкаса канăç кӳрет.
Тая, карта кĕтессине çитнĕскер, чарăнса тăчĕ те пĕр хушă айлăмри пӳртсене пăхса киленчĕ. Кăкăр тулли сывлăш çавăрса чуна кантарчĕ: кăлт-кăлт! тапать унăн чĕри. Унпа тан ăшĕ те хускалчĕ: «Эй! – терĕ пепкене хĕрхенсе. – Чун кĕчĕ-им? – кăшт каçăрăлса тăракан хырăмне ачашласа ачана лăплантарчĕ. – Часрах… часрах кил, – терĕ. – Ман ăш-чикри юратăвăм!..» – Тая хăйне тĕнчере чи телейлĕ çын пек туйрĕ. Çунат сарса хĕвел хумĕсем çине тухасчĕ те ярăна-ярăна, йӳрĕнтере-йӳрĕнтере Ветис патне чикĕ урлă каçса Афганистана вĕçесчĕ. Ун ытамне ӳксе ăшшипе киленесчĕ. Ан тив нумая мар, самантлăха çеç, вара çамрăк арăмăн чунĕ канĕччĕ, вăй-хал илĕччĕ, пурнăçри пур инкек-синкеке çĕнсе анлă çул çине тухĕччĕ. Пĕр шиксĕр!.. Пуçа йăтса!.. Мăнаçлăн!..
«Ăçта-ши эсĕ, тусăм?.. Мĕншĕн ман çырусем çине хурав ямастăн?.. Тĕрĕс-тĕкелех çӳретĕн-ши?.. Усал-тĕселсем сан утан çулна пӳлмерĕç-ши тата?.. – пăшăрханса пуплешрĕ вăл, самантлăха Ветис куç умне тухнă пек те туйăнчĕ. – Улькка кашни кун сана ыйтать: «Атте тӳ-тӳт…» – тет. Ăнлансах калаçать-ши – аллине ялан урамалла тăсать. Эс килессе кĕтет ĕнтĕ вăл. Вара кантăк умне пырать те, чӳрече янаххи çине чавсаланса тахçанччен урамалла пăхса ларать. Кĕтсе ывăнать-ши, юлашкинчен çаврăнать те: «Атте тӳ-тӳт çук…» – тет йĕрес пек. Ун вырăнне хам йĕрсе яратăп… Эх, Ветис, мĕнле-ха ĕнтĕ капла? Ача та ăнланать те, эсĕ вара – хăлхасăр… Хăть пĕр çыру çине хуравласчĕ. Мĕншĕн адресна ярса патăн? Кама кирлĕ вăл халь? Мĕн тума? Енчен те хăв çыру та çырмастăн пулсан… Куç пек кĕтетпĕр вĕт – çемйипех, ялĕпех…»
(Малалли пулать.)
 
: 1168, Хаçат: 6 (892), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: