Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Харпăр хуçалăхпа пурăнакан çынсене çурт-йĕре, хуралтăсене, пахчана, выльăх-чĕрлĕхе тытса тăма çăмăл мар, паллах. Уйрăмах мăшăрсăр тăрса юлнă хыççăн пĕччен пĕтĕм ĕçе тумашкăн калама та çук йывăр. Шел пулин те, ун пек çынсем питĕ нумай пирĕн çĕршывра.
Сăмахран, Хусан варринче паянхи кун та харпăр хуçалăхпа пурăнакансем юлнă-ха. Вĕсенчен пĕри – Любовь Сергеева. Унăн харпăрлăхĕнче 10 сотти çĕр, темиçе пӳлĕмлĕ çурт, мунча, хуралтăсем. Урăхла каласан – пĕтĕмпех пур. Пахчинче тата мĕн кăна ӳсмест? Темиçе улма йывăççи, груша та пур. Çумĕнчи çӳллĕ хутлă çуртсенче пурăнакансем унăн пахчи, улма-çырлисем çине пăхса ăмсанаççĕ.
Люба хăй хулара çуралнă пулсан та, ашшĕ-амăшĕ Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрел ялĕнчен пулнипе чунĕпе вăл яланах çав ялта. Ашшĕ-амăш чĕлхине те манмасть. Йыттипе кушаккине те чăвашла йыхăрса апат парать.
Хулара пурăнать пулсан та пĕччен хĕрарăма пĕрре те çăмăл мар. Ăçта пăта çапмалла, ăçта шыв, газ пăрăхĕсене пăхмалла, çитменнине тата кăçал юр лартса тултарчĕ. Часах пӳрт тăррине çитет. Мĕн каласан та хăй çурчĕпе пурăнакан çын телевизор пăхса лараймасть.
Килти ĕçе кăна тумалла мар вĕт-ха. Ирхине тăрса ĕçе чупмалла. Люба пирки калас пулсан, вăл чăвашсемпе çыхăннă мероприятисене те хутшăнать. Ĕç хыççăн ниме пăхмасăр репетицисене çӳрет.
Мĕн каласан та хĕрарăм, пĕччен пулсан та, хуçалăха çирĕп тытса пыраять.
 
: 1335, Хаçат: 6 (892), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: