Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕнче пурăнакан Нухратовсен çемйишĕн февралĕн 23-мĕшĕ нихăçан та ахаль кун пек кăна иртмен, иртмест те. Сăлтавне те ăнланмалла: ку çемьере салтакра пулман арçын çук. Аслашшĕпе Дмитрий Гавриловичпа кукашшĕ Николай Афанасьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă, çемье пуçĕ Николай Дмитриевич (йывăр тăпри çăмăл пултăр – Авт.) виçĕ çул хĕсметре пулнă, ывăлĕсем Дмитрий, Петя, Вова тата Гена Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă, мăнукĕ Женя та салтакра пулма ĕлкĕрнĕ, черетре тепĕр мăнукĕ – Игорь, вăл та çитес çулсенче салтак пăттине тутанса пăхĕ. Ăна салтакран укçа тӳлесе хăварасси пирки ашшĕ-амăшĕ çăвар та уçмасть. «Çемьере пирĕн çын хыçĕнче пытанса юлас йăла çук», – тет татăклăн ашшĕ, Афган вăрçин ветеранĕ Петр.
Ашшĕне, мăшăрне, тăватă ывăлĕпе мăнукне салтака ăсатнă Сăмани аппан салтак юррине хăнăхмалла пек те, çук çав, кашнинче чĕри шар çурăлса ыратать, куçран вĕри куççуль пĕр чарăнми юхать. Тепĕр мăнукĕн салтака кайиччен вăхăт пур пулин те паянах ун çинчен шухăшлать асламăшĕ. Вăл халĕ мĕн туйнине ачине салтака ăсатман анне çеç ăнланаймĕ. Çичĕ ача амăшĕн, Сăмани аппан çӳçĕн шуралмасăр майĕ те пулман çав, тăватă ывăлтан иккĕшне мирлĕ вăхăтрах вăрçа ăстанă-çке вăл. Петя Афганистан, Гена Чечня вăрçисене хутшăннă. Пĕр чĕптĕм куç хупман каçсем, мĕнле те пулсан хыпар кĕтсе телевизор умĕнче сывламасăр ларнă самантсем мĕн чухлĕ пулман-ши чăваш хĕрарăмĕн?
Салтака ăсатнă ачаран пĕрремĕш çырăва илсе вуламасăр мĕнле лăплантăр-ха атте-анне чĕри? «1987 çулта май уйăхĕнче салтака ăсатрăмăр иккĕмĕш ывăла. Çыру килессе куç пек кĕтетпĕр. Çитрĕ хыпар... Ун чух эпир çемьепех пахчана ĕçлеме тухнăччĕ. Çырăва Тури Кăтрата каччин ашшĕ кӳрсе пачĕ. «Пирĕн ачасем Ашхабада лекнĕ...», – терĕ вăл кĕскен. Ашхабад-тăк, Афганистан юнашар. Ачана мĕн кĕтни паллă. Сăмах чĕнме пĕрин те сасси тухмарĕ, ашшĕн çеç куçĕнчен куççуль йăлтăртатса анчĕ...», – ассăн сывламасăр паян та аса илеймест Сăмани аппа çав саманта.
1987 çулхи октябрь уйăхĕччен Ашхабадра учебкăра пулнă хыççăн Петьăна чăнах та Афганистана илсе кайнă. 1988 çулхи октябрь уйăхĕччен Афган тăвĕсем хушшинче душмансемпе кĕрешнĕ вăл. Çирĕм те тултарман ача мĕн курни-тӳсни пирки калама та кирлĕ мар, ахаль те паллă. Хăй Афганистанра пулнипе мухтанма юратмасть Петя, паттăрлăх вырăнне те хумасть. Вăл ытти çĕр-çĕр совет салтакĕ пек Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă тесе çеç шутлать. БТР çине ларса чикĕ урлă мĕнле каçнине, чĕркуçленсе ларса тăван çĕре чуп тунă самантра мĕн туйнине паян та сăмахпа калаймасть, пырта капланать. Акă мĕншĕн Нухратовсен çемйишĕн февралĕн 15-мĕшĕ – совет салтакĕсене Афганистанран кăларнă кун та çулталăкра хĕрлĕпе çырнă кун шутланать.
Афганистанран кăларсан Петя Приморский крайра службăна малалла тăснă. Вăрçă вутĕнчен сывă тухнă юлташне, Мускав каччине Игоре çакăнта çухатни паянхи кун та уншăн сипленмен суран. Афганистан вут-çулăмĕнче туптаннă туслăха вилĕм те татаймасть-тĕр çав. Петя та акă юлташне нихăçан та манмасть, ку кăна та мар, хăйĕн аслă ывăлне ун ятне панă. Петьăн халĕ виçĕ ывăл çитĕнет. Хăй çамрăклах темĕн те курнă пулин те пĕр ывăлне те салтакран хăварасшăн мар вăл: «Эпир салтака юрăхлă пулнă, вĕсем те юрăхлă пулччăр, салтак пурнăçĕ мĕн иккенне пĕлччĕр», – тет çеç.
Петя Афганистана лекни çемьешĕн кĕтменлĕх пулнă-тăк, кĕçĕннине Генăна Чечняна илсе кайнинчен никам та тĕлĕнмен. Çемье пуçĕ Николай Дмитриевич кĕçĕн ывăлне салтака ăсатиччен пурăнайман, 1992 çулта сарăмсăр вилсе кайнă. Çавах та мăшăрне икĕ-виçĕ çул маларах тĕлĕкре курăнса: «Сăмани, санăн хуйхăрмалли нумай пулать-ха, вăрçă пуçланать теççĕ», – тенĕ. «Ашшĕ пирĕн тĕлĕке пĕр ахаль кĕмест. Нивушлĕ вăрçă пуçланса мĕнпур ывăла ăстама тивет-ши тесе хăрарăм. Ун чух Гена пирки асра та пулман, ара, ашшĕнчен çамрăклах юлчĕ те», – каласа парать Сăмани аппа.
Анчах шăпаран иртеймĕн-тĕр çав. Çӳллĕ те патвар чăваш каччине, разведчика Чечен Республикин Аргун хушăкĕнчи çапăçусене хутшăнма тивнĕ. «Кашни ир пуçлансан, юлташсемпе тупа тăваттăмăр, пиртен хăшĕ те пулсан вилес пулсан, сывă юлнисем кун çинчен атте-аннене çырупа мар, киле кайсах пĕлтерме сăмах параттăмăр», – тесе аса илет Нухратов-кĕçĕнни. Вăл Чечняра 6 уйăх пулнă.
Телее, сывă, тĕрĕс-тĕкелех киле таврăннă ывăлĕсем Сăмани аппан. Кашни ывăлне хăй тĕрлесе парса янă ал тутри салтакра йывăр вăхăтсенче пулăшнă тейĕн. Хальхи вăхăтра ывăлĕсем унăн пурте çемьеллĕ, хăйсем ачасем ӳстереççĕ. Виçĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ – Дмитрий, Петя, Вова тата Лариса ялтах тĕпленнĕ, Валя Чистайра, Татьяна Хусанта, Гена çеç аякра, Омск хулинче пурăнать. Пĕрле пуçтарăнсан калаçмалли яланах нумай Нухратовсен, çарти пурнăçа çеç аса илесси йăлара мар вĕсен, курни-илтнине, тӳснине аса илсе амăшĕн ахаль те ыратакан чĕрине çунтарас мар теççĕ, вăхăтĕнче сахал мар хуйхăрнă-çке вĕсемшĕн хаклă çынни. «Ачамсем пурте сывă, тĕрĕс-тĕкел, кунран пысăкрах телей ыйтмастăп Турăран», – тет Сăмани аппа хăй те кун пирки.
 
: 1312, Хаçат: 6 (892), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: