Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Амăш капиталне инфляцие кура çулсерен ӳстереççĕ. Кăçал январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăл «Бюджет çинчен» законпа килĕшӳллĕн, 365689 тенкĕпе танлашрĕ (2010 çулта 343379 тенкĕ). Амăш капиталĕн пĕр пайĕпе усă курма ĕлкĕрнисен те юлнă тепĕр пайне инфляцие кура ӳстерсе пыраççĕ.
Патшалăх «аннесен укçипе» сывпуллашма васкамасан та 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен, 2010 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче йышăннă 440-мĕш номерлĕ федераллă законпа килĕшӳллĕн, амăш капиталне килĕшĕве хăçан алă пуснине пăхмасăр çурт-йĕр туянма илнĕ кредитшăн е займшăн (çав шутра ипотекăшăн та) тӳлеме юрать тесе йышăнчĕ. Раççей Пенси фончĕ те амăш капиталĕн укçипе ача виççĕ тултарасса кĕтмесĕрех çурт-йĕр кредитне тӳлеме юрать тесе çирĕплетет. Аса илтеретпĕр, 2009-2010 çулсенче ача виççĕ тултармасăр ку укçапа усă курма юраман.
Иккĕмĕш тата ытларах ачашăн паракан амăш капиталĕпе 2009-2010 çулсенче çурт-йĕр туянма илнĕ кредитшăн тӳлеме ирĕк панă. Раççейре 300 пин ытла çемье çак çăмăллăхпа усă курма ĕлкĕрнĕ те, хăшĕсем ипотекăна йăлтах е пĕр пайне тӳлесе татнă. Амăш капиталĕпе тӳленĕ кредитăн е займăн пĕтĕмĕшле сумми 89 миллиард тенкĕпе танлашнă. Анчах ун чух ку 2009-2010 çулсенче кредит илекенсене кăна пырса тивнĕ, кăçалтан вара çурт-йĕр туянма илнĕ кредитшăн ача виçĕ çул тултаричченех амăш капиталĕпе тӳлеме юрать.
Аса илтеретпĕр, амăш капиталне иккĕмĕш тата унран ытларах ача çуралсан Раççей Пенси фончĕ парать. Ку укçана çемьен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачана пĕлӳ пама тата амăшĕн пулас пенси суммине ӳстерме параççĕ. Анчах çемье унпа (çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма янисĕр пуçне) ача виçĕ çула çитсен кăна усă курма пултарать.
Капиталпа мĕнле усă курма шутланине ашшĕ-амăшĕн вырăнти пенси фончĕн управленине кайса пĕлтермелле. Сăмах май, 2010 çултан ку укçапа пурăнмалли уйрăм çурт лартма та юрать, (амăш капиталĕн çур суммине аванс пек илме пулать, тепĕр çуррине 6 уйăхран, строительство ĕçне чăнах та пуçăннине çирĕплетекен документсем тăратсан параççĕ). Тепĕр çĕнĕлĕх – 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çурт лартнисем те ку капитала тăкаксен пĕр пайне саплаштарма илме пултараççĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕр туянма илнĕ кредитшăн тӳлесси, уйрăм çурт лартасси тата ытти, ун валли мĕнле документсем тăратасси пирки тĕплĕнрех РФ Пенси фончĕн вырăнти уйрăмĕнче ыйтса пĕлме пулать.
 
: 1326, Хаçат: 6 (892), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: