Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

П.М.Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕнче Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă çĕнĕ вĕренӳ, наука тата илемлĕ литература кĕнекисен куравĕ уçăлчĕ. Ку ЧР вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Светлана Владимировна Петрован парни. Нумай пулмасть вăл Федерацин Атăлçи округĕнчи вĕрентӳ министрĕсен Ĕпхӳре иртнĕ канашлăвне хутшăнчĕ. Çав кунсенче 18 çул тултарнă чăваш вырсарни шкулне те кĕрсе тухмасăр юлмарĕ Светлана Владимировна.
Вĕренекенсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе тата вĕрентекенсемпе тĕлпулу йĕркелессине Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ (халĕ сенатор) Н.В.Федоров йăлана кĕртнĕ темелле. 1994 çулта вăл кунта Пушкăртстанпа Чăваш Ен туслă тата килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан килĕшӳ çине алă пусма килнĕ. Унтанпа Чăваш Республикинчен килекен делегацисем вырсарни шкулне кĕрсе тухмасăр каймаççĕ.
– Хуть хăш республика та хăйĕн диаспорипе мăнаçланать. Эпир те чăваш культурин, наукин, литературин Пушкăртстанра çуралса ӳснĕ паллă çыннисемпе мăнаçланатпăр, – терĕ С.В.Петрова вырсарни шкулĕ çумĕнчи историпе тавра пĕлӳ музейĕнче пулса курсан. – Эсир пухнă материал пирĕн диаспора еплерех талантлă пулнине кăтартса парать те. Тутарстан, Ульяновск тата Самар чăвашĕсем хăйсен энциклопедийĕсене кăларнă та ĕнтĕ, ĕпхӳсем те ку ĕçе пурнăçлама хатĕр тесе шутлатăп.
П.М.Миронов ячĕллĕ шкул коллективĕ Раççей чăвашĕсен хушшинче тĕрлĕ пуçарусемпе, çитĕнӳсемпе палăрнă. Кунта тĕлĕнмелле çынсем тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, В.М.Тарасованах илер, вăл халăх тĕррине тĕпчесе аталантаракан пĕртен-пĕр ăстаçă. Вĕрентекен хăйĕн пуçарăвĕпе тӳлевсĕрех 20 ытла костюм тата хĕрсен пуçа тăхăнмалли хатĕрĕсене çĕлесе панă. Икĕ вĕрентекен кунта ĕçлеме пуçланăранпа паллă çыравçăсем пулса тăчĕç: Михаил Иванов-Сихун сăвăсен тăватă пуххине кăларчĕ, Ялтăр Мучи (Н.Дмитриев) икĕ кĕнеке кун çути кăтартрĕ.
Светлана Владимировна вырсарни шкулĕн вĕрентĕвĕн системипе интересленчĕ. «Шупашкарта вырсарни шкулĕсем çук, ĕпхӳсен опычĕпе паллашма пире çав тери кăмăллă», – терĕ министр тивĕçĕсене пурнăçлакан. Хăнана вырсарни шкулĕ пĕр вăхăтрах тĕпчев, методика, вĕрентӳ, культура тата çемьене канмалли центр та пулнине пĕлме кăмăллă пулчĕ. Кунта ачасем вĕреннипе пĕрлех ĕç те пурнăçлаççĕ. П.М.Миронов ячĕллĕ шкулта кунтан вĕренсе тухнисемех ĕçлеççĕ, тахçан çакăнта ăс пухнисем халь хăйсен ачисене те кунта илсе килеççĕ.
Вĕренӳре палăрнă ачасем çулсерен ЧР Президенчĕ уйăракан тӳлевсĕр путевкăпа этнокультурăллă лагерьте виçĕ эрне канаççĕ (кăна та Н.В.Федоров йăлана кĕртнĕ). Тĕрлĕ çулсенче унта хĕрĕх ытла Ĕпхӳ ачи каннă. Шкул ачисем Андриян Николаев космонавт, Геннадий Айхи поэт тата Гурий Комиссаров çутлăхçă çуралса ӳснĕ вырăнсене çитсе курнă. 2008 çулта ЧР вĕрентӳ министрĕ чĕннипе Ĕпхӳ учителĕсем Чăваш Енри чи лайăх вĕрентекенсен опычĕпе паллашнă.
П.М.Миронов ячĕллĕ шкулта ĕçлекенсем пурте аслă пĕлӳллĕ, вĕсен хушшинче çамрăксем те нумай. 2010 çулта шкул тăван чĕлхесене аталантарассишĕн тăрăшнăшăн Ĕпхӳ хула администрацийĕн пуçлăхĕн премийĕн лауреачĕ пулса тăнă.
Ку çул шкулшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен кĕркунне математикăпа 14 кĕнеке кăларнă, халăх училищисен директорĕ пулнă, Ĕпхӳри чăваш учителĕсен семинарине йĕркеленĕ П.М.Миронов çуралнăранпа 150, чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитет.
Пушкăртстан Республикинче пурăнакансем вăхăтлăха Чăваш Ен вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă С.В.Петрова килсе кайнине икĕ тăванла республика вĕрентӳ тĕлĕшпе малашне те тачă çыхăнса, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеме май паракан утăм тесе шутлаççĕ. Каяс умĕн хаклă хăна Ĕпхӳри Киров районĕн ертӳçисене Чăваш Республикине пырса курма чĕнчĕ.
 
: 1102, Хаçат: 6 (892)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: