Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çапла вĕрентнĕ тĕпренчĕкĕсене Нурлат районĕнчи Якаель ялĕнчи Мария Сандимирова. Çав шухăшах вăл ял-йыш умĕнче ĕçпе çирĕплетнĕ. Кӳршисем ларма-тăма пĕлмен кил хуçинчен тĕлĕнме пăрахман: «Марине, ун чухлĕ хурпа, кăвакалпа ăçта каян?» – тесе ыйтнă. «Кăмăлăм çемçе çав, ĕрчетмех тивет», – хуравланă вăл тантăшĕсене. Килти чĕх-чĕп, хур-кăвакал йышĕ вара хăйĕн 50-60-тан тахçанах иртнĕ. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех тăван ял хуçалăхра тăрăшнă. Василий мăшăрĕпе пĕрле ултă ача çуратса ӳстернĕ. Турă вĕсене пилĕк ывăл тата пĕр хĕр парнеленĕ. Кил хуçи те хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăнă. Василий Сандимиров пирки район, республика шайĕнчех пĕлнĕ. ÇÇХПИ е ШĔМ валли хăрушсăрлăх пирки е ялти хуçалăхра пĕлтерӳ, плакат çырмалла-и тӳрех ун патне чупнă. Ялти паллă ӳнерçĕ, ăстаçă-çке. Шаннă ĕçе вăхăтра пурнăçлас тĕллевпе унăн пач куç хупмасăр çĕр каçни самай пулкаланă. Пĕчĕк Валерик шурă хута сăрăпа асамлакан ашшĕне самай вăхăт хушши сăнама юратнă. Каламасăрах паллă, Сандимировсен ачисем культура сывлăшĕпе сывласа ӳснĕ. Ашшĕпе амăшĕ май пур таран вĕсене ырăлăха хăнăхтарма тăрăшнă. «Эрех, сăра ĕçсе, пирус туртса çӳремелле мар, вĕренме ăнтăлмалла», – ăс панă ачисене аслисем. Валерий никамран малтан çакна лайăх ăнкарса илнĕ. Çавăнпа шкул саккинченех çанă тавăрса тăрăшнă. Çывăх çынсем каланине чĕре патне илекенскер малашнехи пурнăçне вĕрентекен профессийĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Воспитани, кăмăл-сипет ыйтăвĕсем ун чунне çывăх пулнă.
Ирсерен 20-30 юптару каласа ăсталăхне туптанă
Якаелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухсанах Валерий Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Хĕрлĕ Çар салтакĕсен ретне тăнăскере Красноярск крайне ăсатнă. Енисейскра (вăл вăхăтра вăрттăн хула шутланнă) связистра тăрăшнă. 1984 çулта тинех çутă ĕмĕтне пурнăçламашкăн Шупашкара çул тытнă. Салтак аттине таптанă вăхăтра тĕрлĕ халăх çыннипе юмах-сăмах çапма ăсталанса çитнĕскер, чĕлхене, тавра курăма пуянлатма ĕлкĕрнĕскер, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс филологи факультетне çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ. Яш ун чухнех паллă сăвăçсен юрату пирки хывнă хайлавĕсене, юррисене пăхмасăр вĕреннĕ. Ăсталăхне общежитире тĕрĕсленĕ. Шӳт каласа савăнтаракан, юмах каласа ăслă шухăш шахвăртма пултараканскертен тусĕсем тĕлĕннĕ. Çут çанталăк панă пултарулăх тесе çырлахнипе çеç пулмасть. Валерий ун чухнех хăйне хăй аталантарма тăрăшнă. Лекцисенче преподаватель каласа паракан ораторсем пирки сехечĕ-сехечĕпе итлеме хатĕр пулнă. Вĕсен вăрттăн меслечĕсене ăша хывса ларнă. Çавăнпа кашни кун ир-ирех 20-30 хăвăрт каламалли юптарусемпе чĕлхене хуçса асаплантарнă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнмаллине, спортпа туслă пулмаллине те манман вăл. Хавас кăмăллă, ĕçчен, тăрăшуллă, сăн-сăпат тĕлĕшĕнчен питĕ хитре каччăна курсан чиперккесен чĕрисем вут чĕртмесĕр çуннине каламаллах-ши?
Валерий Васильевич, тин çеç алла диплом илнĕскер, чуна çывăх ĕç тупса вырнаçма тĕллев лартнă. Чăнах та, Шупашкарти пĕр шкулта специальноçпе тăрăшса пăхнă. Ун чухне самана урăхларах пулнăран-ши çамрăк вĕрентекен часах профессирен сивĕннĕ.
Пуçлăхсене алăра тытнă
Çулталăка яхăн хăйне çак ĕçре тĕрĕсленĕ хыççăн «ВНИИР» акционерсен уçă обществинче снабженецра тăрăшма кăмăл тунă. Тинех вăл хăйне тупнă. 12 çул çав ĕçре вăй хунă. Пуçлăхсем ăна тĕрлĕ командировкăсене ларусем, «çавра сĕтелсем» ирттерме шанса янă.
– Пĕррехинче пĕр хулана килтĕм, çанталăк сивĕ, – каласа парать Сандимиров. Хам çап-çамрăк. Кĕтме тухма шантарнă делегацие кĕтетĕп. Юнашарах пĕр ушкăн мана самай сăнаса тăнă хыççăн: «Эпир Сандимирова кĕтетпĕр», – тесе хуравларĕ. – «Эпĕ вăл», – хампа паллаштартăм эпĕ.
«Эсир? Телефонпа пирĕнпе çавăн пек çивĕч калаçаканни-и? Сире аслăрах пуль тенĕччĕ», – тĕлĕннине пытармарĕ ертӳçĕ.
Ун чухнех пур çĕре те ĕлкĕрме пултаракан Валерий Сандимирова пур çĕрте те хисепленĕ. Мĕншĕн тесен хушнă ĕçе вăл яланах хăвăрт, тĕплĕ пурнăçланă. Çавăншăн ăна пуçлăхсем хисепленĕ, чи яваплă ĕçе чи малтан ăна шаннă. Дипломат пултарулăхĕ унăн юнĕнче, амăшĕн сĕчĕпе куçнă пулĕ. Инженерта тăрăшнă чухнех гендиректор шайĕнче килĕшӳсем тума пултарнă. Партнерсемпе килĕшӳсем туса Раççее йĕри-тавра курса çаврăннă. Университетра 5 çул филолога вĕреннĕшĕн вăл пĕрре те ӳкĕнмест. «ВНИИР» акционерсен уçă обществинче тар тăкнă вăхăтра малашне хăй тĕллĕн анлă ишеве тухма пиçсе çитнĕ. 12 çул хушшинче ун аллинче 500-600 тĕрлĕ металл пулса курнă-çке. Вĕсен йывăрăшне, пахалăхне, хăйне евĕрлĕхне вăл пăхмасăрах пĕлме хăнăхса çитнĕ.
Çĕнĕ самана – анлă ишев
Тăрăшуллă çамрăк пуçарулăхне пурте курнă. Çĕнĕ фирма уçса алă пыракан ĕçе аталантарса ямашкăн çăмăлах пулман. Чи малтан хăйне хăй шалтан хатĕрленĕ, иккĕленӳ, хăрушлăх туйăмне сирсе ярсан 1997 çулта вăл хăй тĕллĕн ĕç уçнă. Малтанласа пĕр станок туяннă. Унпа тăрăшса пăхнă, тĕрлĕ тимĕр-тăмăр хатĕрсем касса ăсталанă. Тĕлĕнмелле те, анчах çав станокран вăл паян кунччен те хăтăлаймасть. Паянхи кун урамра чи курăнакан вырăнта хăйне евĕрлĕ аса илӳ экспоначĕ вырăнĕнче ларать. «Лайăх выльăх килтен каймасть», – тесе шӳтлет ун пирки ертӳçĕ. Токарь ĕçĕпе вара пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кăсăкланса, аппаланса 2001 çулсенче бизнесра тарăн тымар янă. Пĕр пус парса та ăна никам та пулăшманни пирки калама кирлех-ши?
– Нимрен канихвет тума тӳр килнĕ, – аса илет вăл çав самантсене. Кăмăлĕ, ĕçлес туртăмĕ ăна малалла утма вăй-хăват панă. Талăкĕпех ĕçре пулнине, хăш чухне унтах çĕр каçма тӳр килнине вăл нихăçан та манса каймасть. Тĕрĕссипе, халĕ те çавах-ха. Тăрăшуллă ĕçтешĕсене шанать пулин те хуçан пур пĕр куç-хăлха пулмалла-çке. Республикăра иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче ку енĕпе 7-8 конкурентлă предприяти ĕçленĕ пулсан, халĕ «Техник универсал» тулли мар яваплăхлă обществăна çитекенни çукпа пĕрех. Вăл юлашки çулсенче монополист пулса тăнă. Тутарстан чăвашĕн пултарулăхĕнчен Чăваш Енре, Раççейре çеç мар, Европăра та тĕлĕнеççĕ. Вăл тендер выляса илсе Германирен те ирттернĕ-çке. Бизнес вăрттăнлăхне пĕлме шухăшларăм.
– Ăслă ертӳçĕн епле пулмалла?
– Чи малтан дисциплинăран пуçламалла. Кашнинчен çирĕп ыйтатăп. Пĕр вăрттăнлăха уçам-ха, пурте мана çар çынни, çавăнпа йĕркене юратать тесе шухăшланă. Эпĕ филолог иккенне вĕсем пĕлмен те. Полковник, генерал текенсем те пулнă. Çав вăхăтрах ертӳçĕн шӳтлеме, ушкăна хавхалантарма та пĕлмелле. Ун чухне çеç ертӳçе хисеплеççĕ. Çавăнпа эпĕ хама телейлĕ тесе шухăшлатăп. Производствăра строительствăри пекех яваплăх пысăк. Юрать, кризисчен станоксем туянса ĕлкĕртĕм. Пирĕн тавара Казахстанра, Украинăра, Европăра илсе тăраççĕ. Малалла аталанма укçа уйăрасси – тĕп тĕллевсенчен пĕри. Пирĕн патра 60 яхăн çын ĕçлет, шалу укçи те пысăк. Мĕншĕн тесен ĕçĕ çăмăлах мар, çынсене май килнĕ таран хăтлă условисем, çăмăллăхсем туса парса хавхалантармалла. Вĕсене пурне те хамăн ачасем пек йышăнатăп. Ĕçре çуллахи пек ăшă, кĕпепе çӳреме пулать. Вĕр çĕнĕ промышленность кондиционерне хута ятăмăр, – кĕскен паллаштарчĕ Валерий Васильевич хăйĕн хуçалăхĕпе.
– Çынсенче мĕнлерех енсене хаклатăр?
– Хăть те мĕнле ĕçе те вĕçне çити пурнăçланине юрататăп. Хам та çавăн пекех, ыттисенчен те çавнах ыйтатăп. Унсăр пуçне вăл идеала, тĕслĕхе çывăх пултăр. Кăтарту 100 процентран кая ан пултăр. Çынсене хисеплемелле. Пирĕн патра сусăррисем те ĕçлеççĕ. Вĕсем те çынсем-çке. Пурте пĕр шайра. Вĕсем иккĕмĕш сортрисем, хавшакрах тесе нихăçан та уйăрман. Çавăншăн вĕсем ман патăмран каймаççĕ те. Пĕррехинче пуху иртрĕ. Питĕ çивĕч ыйтăва сӳтсе яваттăмăр, унта хам алăпа хăлаçланса калаçнине те сисмерĕм. «Сире нимĕнле сурдокуçаруçă та кирлĕ мар», – шӳтлеççĕ манран çумсем. Пурнăç йӳçĕ кулач та çитерет, инвалидсемпе калаçма та вĕрентет...
– Татьяна тата Алексей ачăрсем çитĕнеççĕ. Вĕсен пуласлăхĕ пирки те шухăшлатăр пулĕ?
– Хальхи вăхăтра хăвăрт тата тĕрĕс йышăну тума пултаракан кадрсем хакра. Çавăнпа пултаруллă, ăслă-тăнлă пулни сахал, хăвăртлăха аталантармалла. Пурнăçпа пĕр тан утмалла. Ывăлăм манăн ĕçе малалла тăсасса ĕмĕтленетĕп. Ертӳçĕн документсенче хăвăрт ăнкарса илме вĕренмелле, юридици пĕлĕвĕ пулмалла. Пурнăçра веçех тума ĕлкĕрмелле. Яланах ĕçе планламаллине хам тăрăх лайăх пĕлетĕп. Сахалтан та тепĕр 3 çул таран. Унсăрăн сарлака пусса пурăнсан, нумая хапсăнсан, шăлавар çурăлма пултарать. Ачасем те чуна çывăх професси суйласа илсе пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупасса шанатăп.
– Эсир Тутарстан чăвашĕсен «Пăлхар» ентешлĕхĕн хастарĕ пулнине, час-часах тĕрлĕ культура мероприятийĕсене тухса çӳренине курма пулать. Яланах йăл кулатăр, çĕкленӳллĕ кăмăллă, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултаратăр. Вăрттăнлăха уçса парсамăр...
– Çапла, спектакль, концерт тата ытти çĕре çӳремешкĕн вăхăт çук пулсан та тупмаллах. Çынсемпе курнăçмаллах, пĕр-пĕччен упа утаман пек шăтăкра лараймастăн. Юрă, кĕвĕ итлесен чун уçăлать, ĕçлес туртăм çуралать, вăй-хăват хушăнать. Вăхăтра канма, ĕçлеме пĕлмелле. Турă панă сывлăха упрама тăрăшатăп. Пĕрле ĕçлекенсем валли спорт кĕтесĕ туса хутăм. Унта чупмалли çул, кире пуканĕсем тата ытти тренажер, спорт хатĕрĕ пур. Кунсерен 15-20 минут чупма тăрăшатăп. Туртмастăп, ĕçкĕпе иртĕхместĕп.
Сан тимĕр е ман тимĕр?
Сандимиров хушамат тутар чĕлхинчен пулса кайнă пек туйăнатчĕ. Валерий Васильевич çакна çирĕплетрĕ. Хăй каласа панă тăрăх, ĕлĕк-авал мăн-мăн аслашшĕсем ламран-лама каланине шанас-тăк, йăхташĕсем тутарсемпе кӳршĕллĕ пурăннă. Пĕррехинче пĕр тутар урама тухнă та тимĕр татăкĕ тупнă чăваша (Валерий Васильевичăн мăн-мăн аслашшĕ пулнă) курнă тет. Питĕ савăннăскер «ман тимĕр» тесе хăпартланнă иккен. Тимĕр яланах хакра, вăл вăхăтра уйрăмах ылтăн тупра пекех пулнă. Кӳрши ăна: «Сан тимĕр, сан тимĕр», – тесе лăпканă. Шăпах çавăн чухне Сандимиров хушамат кун çути курнă иккен. Çак хушаматпа çӳрекенсем ытлă-çитлĕ пурнăçпа, пуянлăхра пурăннă иккен.
Валерий Васильевич хăйĕн пурнăçне ахальтен тимĕрпе çыхăнтарман. Хăй те сисмен, темле асамлăх, пурнăç ăна тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслесе, йывăрлăхра чуна, характера çирĕплетсе хăй еккипе малалла кустарнă. Турă ырă тăвакана, лайăх кăмăллă çынна çӳлтен курса, сăнаса тăрать, пархатар кӳме тăрăшать теççĕ. Уяв ячĕпе сире, ентешĕмĕр, тимĕр пек çирĕп, юман пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр, тап-такăр çулпа утмалла пултăр!
 
: 1231, Хаçат: 6 (892)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: