Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ ку эрнере «Мана пурнăç парнеле!» акци ĕçлеме пуçланă. Аборт тăвассине чакарассипе тата хĕрарăмăн сывлăхне упрассипе çыхăннă мероприятисем регионти сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче февралĕн 7-28-мĕшĕсенче иртеççĕ. Ульяновск облаçĕн сывлăх сыхлав министрĕ В.Караулова каланă тăрăх, юлашки вăхăтра облаçра аборт тăвасси 15 процент чакнă, çакăнта улттăмĕш çул иртекен «Мана пурнăç парнеле!» акцин те тӳпи пысăк.
ПЕРМЬ КРАЙĔ. РФ Пенси фончĕн Пермь крайĕнчи уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2010 çулта асăннă регионта пурăнакан 38 çын 100 çулхи юбилейне паллă тунă. 31-шĕ Пермь хулинче пурăнаççĕ. 2011 çулта пĕр ĕмĕр пурăннине 58 çын паллă тума хатĕрленет.
ЧĂВАШ ЕНРЕ ку эрнере вĕрентӳпе çамрăксен политикин çĕнĕ министрне çирĕплетнĕ. Çак яваплă должноçре февралĕн 7-мĕшĕнчен Владимир Иванов ĕçлет. В.Иванов вунă çул Вĕрентӳпе çамрăксен политикин министерствине ертсе пынă Галина Черновăна улăштарнă. Владимир Николаевич Иванов 1957 çулта Чăваш Енри Етĕрне районĕнче çуралнă, 1978 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ, «физика» специальноçне алла илнĕ. Етĕрне районĕнчи тĕрлĕ шкулсене, районти вĕрентӳ уйрăмне ертсе пынă. Педагогика наукисен докторĕ, профессор, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
Вырсарникун иртекен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2011» ăмăртăва пĕтĕм Раççей хатĕрленет. Шупашкарсем те ку паллă мероприятин айккинче юласшăн мар. Ак, тĕслĕхрен, хулари Ленин районĕн администрацийĕнче тунтикунах йĕлтĕрпе чупакансене номерсемпе ятарлă калпаксем пама пуçланă. Çак районтан кăна старта 3,5 пин çын тухать. Икĕ çулти Кристинăпа Роман Леонтьевсем вара Шупашкарĕпе те спорт уявне хутшăнакан чи çамрăк спортсменсем пуласси куçкĕрет. Хăйсем «сĕтел айĕнчен çуран çӳремелли» ӳсĕмре кăна пулин те, йĕкĕрешсем йĕлтĕр çинче халех çирĕп тăраççĕ. Вĕсен амăшĕ Светлана Петровна хăй те сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырать, ачисене те кипкеренех çирĕп сывлăхлă пулма хăнăхтарать.
Чăваш халăх ӳнерçин Праски Виттин К.Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх хатĕрленĕ ӳкерчĕкĕсен куравĕ февралĕн 2-мĕшĕнче Таллинра уçăлнă. Ача-пăча литературин центрĕнче курава уçнă çĕре ӳнерçĕ хăй те хутшăннă. «Курава çав тери ăшшăн йышăнчĕç. Эстонири ĕçтешсемпе вĕренекенсем чăваш культурипе интересленсех паллашрĕç. Эпĕ хамăр ентешсем патĕнче те пулса куртăм», – каласа панă ӳнерçĕ Шупашкара таврăнсан. Экспозицие 70 ĕç кĕнĕ. Праски Витти 2007 çулта 24 кун хушшинче 170 ӳкерчĕк тунă «Нарспи» поэма тăрăх.
РАÇÇЕЙĔН 60 регионĕнче грипп эпидемийĕ хуçаланать. Якутире шкулсем кăна мар, ача сачĕсем те хупăннă. Тюмень, Иркутск, Кострома, Воронеж, Волгоград шкулĕсем те ĕçлемеççĕ. Псковпа Оренбург облаçĕсенче те лару-тăру çавнашкал. Мускавра та 14 çула çитмен ачасем шкула çӳремеççĕ грипа пула.
 
: 1144, Хаçат: 6 (892), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: