Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

РФ финанс министрĕ Алексей Кудрин 2010 çул вĕçнелле 2011 çулта çĕршыв бюджечĕн дефицичĕ пысăк пуласси пирки асăрхаттарсах тăратчĕ. Февралĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ «Россия – 2011» экономика форумĕнче министр дефицит 3 процентран та сахалрах пулать тесе лăплантарчĕ. Анчах çакăн пек лару-тăру тĕнчере нефть хакĕ хальхи пекех пысăк пулсан кăна тытăнса тăрайĕ. Тĕслĕхрен, кăçал нефть баррелĕ 75 доллар тăрсан бюджет дефицичĕ 3,6 процент пулĕччĕ. Анчах нефть кăларакан çĕршывсенчен чылайăшĕнче политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхĕ çуккипе нефть тата хакланма пултарать. Ĕç-хĕл çакăн пек пырсан дефицит 3 процентран та пĕчĕкрех пулĕ.
Халăхсен хушшинчи валюта фончĕ (МВФ) шутланă тăрăх та 2011 çулта Раççейре бюджет дефицичĕ патшалăхăн шалти продукчĕн (ВВП) 2,9 проценчĕпе танлашать (3 процентран сахалрах).
РФ Правительстви виçĕ çул хушши – 2010 – 2012 çулсем – федераци бюджетĕнчен патшалăх тăкакĕсене патшалăхăн шалти продукчĕн 1 проценчĕ чухлĕ чакарать. Мĕнле майпа? Кудрин ăнлантарнă тăрăх, пĕр енчен тăкаксене чакарса пырĕç, тепĕр енчен – налог ставкисене тĕрĕсрех палăртĕç (пĕлтĕр хăш-пĕрне пăхса тухнă ĕнтĕ, тĕслĕхрен, социаллă фондсене тӳлекен страховой взноссем, бензин акцизĕсем).
2010 çултан ĕç паракансем пĕрлехи социаллă налог вырăнне бюджетри мар фондсене страховой взноссем тӳлеççĕ. Вĕсен калăпăшĕ ĕçшĕн тӳлемелли фондăн 26 проценчĕпе танлашнă. 2011 çулта страховой взноссен калăпăшĕ чылай предприятишĕн 34 процента çити ӳснĕ.
Çаксемсĕр пуçне 2010 çулта Патшалăх Думи бензин акцизне çирĕплетесси пирки закон проектне йышăннă.
Тата тепĕр пысăк хыпар пĕлтернĕ Кудрин форумра. Раççейĕн ВТБ пысăк банкĕн акцийĕсене сутасси пирки. Çакăн пирки пĕлтĕрех калаçусем çӳретчĕç, анчах ун чух акцисен 10 процентне сутасси çинчен калаçатчĕç. Кудрин каланă тăрăх, акцисене 20 проценчĕпех сутма йышăннă.
Тата çакна та хушса хучĕ министр, «Сбербанк» тата «Россельхозбанк» банксенче патшалăх тӳпине майĕпен чакарса пырса 50 процентран кăшт сахалрах хăварасшăн. Çакна 2015 çулччен вĕçлеме палăртнă. ВТБ пуçлăхĕ Андрей Костин пĕлтернĕ тăрăх, банк акцийĕсен 10 процентлă пакетне март вĕçĕнче рынок хакĕпе сутма калаçса татăлнă. Reuters агентство сăмахĕсенчен, акцисене пĕр алла мар, темиçе инвестора сутаççĕ. Паянхи куна ВТБ банк акцийĕсен 85,5 процентне «Росимущество» тытса тăрать.
РФ экономикине 4 процента ӳстерес тесен инвестицисен калăпăшĕ 7-10 процента ӳсмелле.
Росстат пĕлтернĕ тăрăх, 2009 çулпа танлаштарсан 2010 çулта тĕп капиталăн инвестицийĕсем 6 процента ӳссе 9,105 триллион тенке çитнĕ. Финанс министрĕ вăйлă аталаннă çĕршывсемпе танлаштарсан Раççейĕн патшалăх парăмĕ пĕчĕк пулнине палăртрĕ, çакă пирĕн макроэкономикăшăн лайăх кăтарту – чикĕ леш енчи инвесторсемшĕн илĕртӳллĕ пулмалла. РФ Правительстви çĕршыв инвестици вырнаçтаракансемшĕн шанчăклă пултăр тесе тăрăшать. Паллах, Раççейри администраци, бюрократи чăрмавĕсем тĕллеве пурнăçлама ура хурса пыраççĕ, кăна пытараймăн. Çавăнпа влаçрисем чи малтанах пĕр енчен администраци барьерĕсене сахаллатма тăрăшаççĕ, тепĕр енчен – власть органĕсен (вăл шутра правăна сыхлакансен те) ĕç пахалăхне лайăхлатасшăн.
Кăçал Раççейĕн министерствăсемпе ведомствăсен штачĕсене сахалтан та 5 процента чакарма йышăннă. Çитес виçĕ çулта, Алексей Кудрин сăмахĕсемпе, Раççейри патшалăх служащийĕсене 20 процента чакарасшăн.
 
: 1048, Хаçат: 6 (892)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: