Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççейре пенси 8,8 процента ӳсрĕ. Ку вăл пенсионерсемшĕн çеç мар, статистикăшăн та пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен çак ӳсĕм пирĕн халăхăн пĕтĕмĕшле тупăшĕн кăтартăвне хăпартать. Влаçрисен шухăшĕпе çитес çул пуçламăшĕ тĕлне пирĕн экономика кризисченхи шая çитмелле.
Шутласа пăхсан, çĕршывпа пĕрле унăн халăхĕ те çĕкленмелле пек. Анчах факт тӳрккес япала. 2010 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе Раççейри пĕтĕмĕшле инфляци 8,8 процент пулнă. Уйрăммăн илсен, пурăнма кирлĕ апат-çимĕçĕн чи пĕчĕк пуххин хакĕ 22,7 процента çити хăпарнă. Хура тул кĕрпи, çĕр улми еплерех хакланнине хăвăрах пĕлетĕр. Лайăх çулсенче сыснасене пĕçерсе паракан çĕр улмин хакĕ пасарсенче халĕ – килограмшăн 40 тенкĕ. Çуркунне вăл хак мĕнле кĕтсен те чакмасть. Çынсен тупăшĕ хуса çитеет-и хаксене? Суйлавсем иртрĕç, çитес суйлав çулталăк вĕçĕнче кăна-ха, кĕттерме пулать пек.
Анчах унпа кăна çыхăнман иккен лару-тăру. Аналитиксем кĕтнĕ тăрăх, ĕç укçи кăçал вăтамран 3-3,6 процента ӳсмелле. Сăлтавĕ – ВВП ӳсмелли çăлкуçсем сахал пулнинче. Çавăнпа патшалăх чи пĕчĕк шалăвăн калăпăшне те, бюджет тытăмĕнчисен ĕç укçине те ӳстерме васкамасть, асăрханать. Тĕнче рынокĕнче Раççей сутакан нефть хакĕ хальхи вăхăтра ӳссе кайни те савăнтармасть. Çывăхри автозаправкăна çитсе соляркăна пĕлтĕрхи хаксемпе танлаштарăр çеç (астăватăр пулсан), веçех ăнланмалла пулать. Газшăн та сахал мар тӳлеме тытăнтăмăр. Хăйĕн çĕрĕнчен кăларакан чĕр таварăн хакне шалти рынокшăн мĕншĕн апла нумай ӳстермелле ĕнтĕ патшалăхăн?
Çур акинче агрофирмăсенчи тракторсен бакĕсене «кĕмĕл» топливо яма тивет вĕт. Соляркăна курттăммăн, йӳнерех хакпа туянайман фермершăн вара вăл «ылтăнах» çаврăнать. Ун пек пулсан кĕркуннехи тырă хакĕсем ниепле те пĕчĕк пулма пултараймаççĕ пек, анчах…
Пĕр япала тĕлĕнтерет: кĕркунне ахаль те сахал пухса илнĕ 3 класлă лайăх тулла мĕншĕн патшалăха килограмне 3,5 тенкĕпе леçрĕç-ши хăш-пĕр хуçалăхсем? Халĕ фермăсенчи выльăха çитерме апачĕ çитменрен таса мар фураж тыррине вĕсем аякран килограмне 10 тенкĕпе кӳртереççĕ. Ял хуçалăх министерстви выльăх шутне чакарма хушман çĕрте йӳне кайса лармасть вĕт фермăри чĕр выльăха хĕл каçарасси. Юр ирĕлсе курăк тухиччен тата нумай çĕр каçмалла-ха. Паллă ĕнтĕ, «ылтăн» фураж çисе самăртнă выльăх-чĕрлĕх какайĕн, сĕчĕн хăй хаклăхĕ те ылтăнпа танлашать. Ак сана пурăнма кирлĕ апат-çимĕç пуххин хакĕ те!
Тĕрĕссипе каласан, пирĕн çын кризисран хăрамасть. Вăл тĕнчери финанс рынокĕнчи улшăнусене те сăнасах каймасть. Мĕн унта? Ытларах чухне ял çынни хăйĕн нӳхрепĕнчи çĕр улмипе кишĕр лайăх хĕл каçтăр тесе шухăшлать. Нӳхреп тулли-тĕк, кризис хăрушă мар уншăн. Хуçасене ĕненсех кайман çыншăн перекет банкĕ те – тĕпсакайĕнчи касмăка тултарнă тăварланă хăярпа йӳçĕтнĕ купăста. Анчах кунта та чăрмавсемсĕр мар, кăçал çĕр улми вăрлăх пысăкăш кăна пулчĕ…
Юлашкинчен, телехыпарсенче каланă пек, çанталăк çинчен. Нумай юр çунăран çурт тăррисем йывăрлăха чăтаймасăр ишĕле-ишĕле аннисем çинчен тăтăшах кăтартаççĕ. Тахçантанпах пулман вĕт кун пекки. Халь çав тери тĕлĕнеççĕ те кунтан, эпир ӳснĕ чухне, хăш çул, кĕрт мăрье таранах хӳсе тултаркалатчĕ.
Юр нумай çăвассине çут çанталăка сăнакансем кĕркуннех каларĕç. Шăшисем хирте йăвисене çĕртен çӳллерех тунă иккен. Чĕр чунсен хăтланăвĕ хĕл юрлă пулассине пĕр йăнăшмасăр кăтартрĕ. Юрлă хĕл – çумăрлă çу, курăк аван пуласси паллă. Ваттисен сăнавĕ аса килет: енчен те хĕлле юр тикĕс выртать пулсан, çуркунне тырра çăрарах акмалла, йăранланса выртать пулсан – сайрарах. Çулла пĕлтĕрхи пек шăрăх пулать-и, çук-и, синоптиксем хальлĕхе калама асăрханаççĕ.
Кун пек нумай юрпа çурхи ейӳ хăрушлăхĕ те çук мар. Сăнавсем тăрăх, март пуçламăшĕнче тумла «сăмсисем» вăрăмланса япăх ирĕлсен, çуркунне кая юлса килет тата сулхăн пулать. Сывлăхлă пулăр.
 
: 1131, Хаçат: 6 (892)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: